“Халăх мана шаннине туятăп”

19 Мар, 2015

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулчĕ. Йăлана кĕнĕ пекех, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тин çеç патшалăхăн резерв фондĕнчен Чăваш Енри виçĕ учреждение тĕпрен юсама 18 миллион тенкĕ уйăрни, çак йыша Улатăрти Совет Союзĕн Геройĕ П.Макаров ячĕллĕ 9-мĕш вăтам шкул, Пăрачкаври И.Н.Ульянов ячĕллĕ ача çурчĕ тата пĕр больница кĕнĕ. Р-2 ракета катерне "Чăваш Ен" ят пани пирки те асăнса хăварчĕ Михаил Васильевич. Хальхинче çивĕч чĕлхеллĕ журналистсем çирĕм ыйту пачĕç. Икĕ сехетре хускатнă ыйтусемпе хуравсен пĕр пайĕпе "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсене паллаштаратпăр.

- Паян, март уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Крымпа Севастополь Раççей йышне кĕнĕренпе шăп та лăп пĕр çул çитрĕ. Çак тапхăра мĕнле хаклатăр? - пулчĕ пĕрремĕш ыйту.

- Нумаях пулмасть Крым Республикинче, Севастополь хулинче пултăм. Ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркеленипе пĕрлех унта пурăнакан чăвашсемпе курнăçрăм. Вĕсем Раççей йышне кĕнĕшĕн питĕ хĕпĕртенине туйрăм. Украинăна 23 çул пăхăнса çав тăрăхра тĕпленнисен пурнăçĕ пачах лайăхланман. Халĕ вĕсем ыранхи куна шанаççĕ, çутă малашлăха ĕненеççĕ. Мускав уйăракан çăмăллăхсемпе усă кураççĕ, тивĕçлĕ пенси, шалу илеççĕ.

- Владимир Путин Президентпа курнăçатăр, нумаях пулмасть пирĕн пата Дмитрий Медведев премьер-министр килсе кайрĕ. Эсир, регион ертÿçи, вĕсемпе епле хутшăнатăр? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.