- Чăвашла верси
- Русская версия
Тамăк хуранĕнчи пек тĕтĕмпе чыхăнать каçхи клуб
Хамăн ĕçе юратман пулсан çĕр хута ниçта та тухса каймăттăм. Ирех, каçхи вунă сехет çитичченех, вырăн ăшне чăмма хăнăхнăскер... эрнекун дискотекăна кайма хатĕрлентĕм. Тĕрĕссипе, ташласа савăнас тесе мар /вăл вăхăт маншăн тахçанах иртнĕ ĕнтĕ/ паянхи çамрăксем мĕнле каннине пĕлме. Манпа пĕрле Василий Кузьмин фотокорреспондент пыма килĕшрĕ. Ăна хăйĕнчен 10 çул аслă хĕрарăмпа юнашар утма кăмăллах мар пулĕ те... Вăл та хăйĕн ĕçне юратать çав, служба заданийĕнчен пăрăнмарĕ.
Ял çамрăкĕсен кăмăлланă вырăнĕ
Эпир каякан каçхи клуб /ятне кăтартмастпăр/ - ял яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ кăмăллакан вырăн, канмалли кунсенче унта вĕсем йышлăн пухăнаççĕ. Кану çурчĕ çинчен мĕн кăна илтмерĕм-ши? Аскăнлăх, йĕркесĕрлĕх хуçаланать имĕш унта. «Кайса кур-ха, хĕрсем унта хăсса тултарнă хыççăн унитаз ыталаса выртаççĕ тет-и?» - хытах сĕнчĕ редактор. Конкурсĕсем еплерех тата? Эрех выляса илессишĕнех çаппа-çарамасланиччен хывăнаççĕ-мĕн, парнешĕнех хĕрсем каччăн тарне çуллаççĕ тата намăса пĕлмесĕр темтепĕр хăтланаççĕ иккен. Çакна илтнĕ хыççăн, пытармастăп, хамăн та кайса курас килчĕ. Пуринчен те ытларах ывăл-хĕрне хулана ăсатнă ашшĕ-амăшĕшĕн пăшăрхантăм. Тĕпренчĕкĕсем йĕркеллĕ çÿрессе шанаççĕ-çке вĕсем. Тем тесен те, ачисем епле каннине, ăçта тата мĕн туса çÿренине пĕлмеллех. Паллах, çакна аслисем çамрăксенчен илтеймĕç. Эпир вара мĕн курни-илтнине пĕр пытармасăр çырса кăтартатпăр. Малалла вулас...
Комментировать