Малалла, Сочири çĕнтерÿсем патне!

4 Фев, 2014

Çапларах чĕнÿпе иртрĕ нарăсăн 2-мĕшĕнче Олимп вăййисене халалланă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн республикăра мĕн пур район-хулара йĕркеленĕ спорт уявне 49 пин çын хутшăннă

Тĕп ăмăрту «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Сывă ÿтре - сывă чун», - теççĕ. Çавăнпа Чăваш Енре пурăнакан кашни çын спортпа туслă пултăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ĕçре те, вĕренÿре те хастар, пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Йĕлтĕрпе ярăнасси яланах спортăн хĕллехи тĕп тĕсĕ шутланнă. Вăл çултан-çул вăй илсе пырать. Акă паянхи ăмăрту та пин-пин çынна спорт уявне пухрĕ», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Савăнăçлă церемонире Олимп талисманĕн авторĕ Сильвия Петрова хутшăнчĕ, Тăвай хĕрне республика Пуçлăхĕ Сочие каймалли билетсем пачĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи, Олимп вăййисен чемпионĕ Владимир Воронков та пурне те ăнăçу сунчĕ. «Паянхи ăмăрту пирĕн спортсменсене Олимпиадăра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантартăр. Сирĕн хушăра та Олимп паттăрĕ çитĕнессе шанатăп», - терĕ вăл ăмăрту пуçланнине пĕлтерсе.

Чи малтан старта пĕчĕккисем тухрĕç. Вĕсем 500 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Ку тупăшура Шупашкарти 178-мĕш садике çÿрекен Полина Яковлевăпа Володя Никифоров пуринчен маттуртарах пулчĕç. Вĕсем хыççăн VIP-чупу иртрĕ. Унта министрсем, депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. 18 çула çитмен хĕрсемпе каччăсем 3 километр чупрĕç. Иртнĕ çулхи пекех çак ушкăнсенче чи пысăк парнесене Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Кусковăпа 39-мĕш шкулта ăс пухакан Алексей Николаев тивĕçрĕç. Арçынсен хушшинче /вĕсем яланхи пекех 10 километр чупрĕç/ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕ Станислав Григорьев çĕнтерчĕ, хĕрарăмсен ушкăнĕнче пултаруллă çамрăк спортсменкăна Анастасия Гришинăна никам та хуса çитеймерĕ.

Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнчен хастар кинемей-мучи те юлмарĕ, пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăнă шăпăрлансем те сивĕрен хăрамарĕç. Акă «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята икĕ çулти Андрей Смирнов тата 4-ри Василиса Васильева тивĕçрĕç. Чи аслисем - 80 çултан иртнĕ Миранда Кольцовăпа Леонид Никифоров. Ăмăртăва кашни çул чăваш наци тумĕпе тухакан 81-ри Вера Орловăна та уйрăм парнепе хавхалантарчĕç.


Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.