Пенси тытăмĕ çĕнелет

4 Фев, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Халĕ пенси страховани пайĕнчен тата пухăнса пыракан пайран тăрать. 2015 çултан страховани пенсийĕ тата пухăнса пыракан пенси уйрăм пулаççĕ, 2025 çулччен - куçăм тапхăрĕ. Страховани стажне социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем те кĕрĕç: призывпа çарта пулни, 1,5 çул тултариччен ачана, инвалид ачана, I ушкăн инвалидне, 80 çултан аслăрах ватă çынна пăхни.

Ача пăхмалли отпусксен тапхăрĕсемшĕн /кашни ача 1,5 çул тултариччен/ шутласа палăртакан коэффициент ачасен шутĕнчен тÿрремĕнех килĕ: иккĕмĕш ачашăн - 2, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшшĕн - 3 хут пысăкрах. Страховани стажĕнче 1,5 çулчченхи ачасене пăхнă тапхăрсене пĕтĕмпе 6 çул таран шута илме пултараççĕ.

Пуçласа çак нормăна та кĕртнĕ: ытларах çул ĕçлесе тата пенси çулне çитнĕ хыççăнхинчен каярах пенси пама ыйтса пенси виçине ÿстерессине хавхалантараççĕ. Пенсие каярах ыйтнин кашни çулталăкĕшĕн страховани пенсине тивĕçлĕ преми коэффициенчĕ чухлĕ пысăклатĕç. Çавăн пекех саккунра ĕçлемен, ял хуçалăхĕнчи стаж 30 çултан кая мар граждансене вĕсем ялта пурăннă чухне паракан çирĕп тÿлеве 25% ÿстерессине палăртнă.

Ĕçлевĕн «вăрттăн» рынокне легализацилес тĕллевпе 2014 çултан тытăнса Ĕçлев кодексĕ чăннипе ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен граждан-право килĕшĕвĕсем тума чарать. Р.Кондратьева каланă тăрăх - виçĕ шайлă /çухатнă ĕç укçин 40% кая мар упраса хăваракан патшалăх пенсийĕ, корпораци тÿлекенни тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе хываканни/ пенси тытăмне аталантармалли нормăпа право никĕсĕ хатĕр.

М.Игнатьев пенси тытăмĕнчи улшăнусем çынсене ача çуратма хавхалантарнине, нумай ачаллă çемьесене тĕревленине, ял хуçалăх ĕçченĕсен интересĕсене хÿтĕленине палăртнă, ку енĕпе ăнлантару ĕçне анлăн пурнăçлама сĕннĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин 2013 çулта патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене вырнаçтарнин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Унăн шухăшĕпе - контракт тытăмĕ çинчен калакан саккун муниципалитетсен шайĕнче йĕркелекен суту-илÿ пахалăхне тивĕçтерме май парать.

Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова «Сутăн илессин уççăнлăхĕн наци рейтингĕ-2013» проект кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ене уççăнлăхăн пысăк рейтингне пани çинчен пĕлтернĕ. Республика Раççейре - 19-мĕш, округра 1-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр çак рейтингра аяларах пулнă.

Суту-илÿ конкуренцийĕн шайĕпе Чăваш Ен Раççейри вăтам кăтартусенчен чылай ирттерет. Апла пулин те республика Пуçлăхĕ аукционсенче шанчăксăр подрядчиксем çĕнтернĕ тĕслĕхсене аса илтернĕ, çакă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама чăрмантарнă. Вăл çавăн пекех тепĕр чухне суту-илĕве хутшăнакансем каварлашни, çакă вĕсене хаксене хăйсене кирлĕ пек палăртма май пани пирки асăрхаттарнă. Çÿлерех асăннă саккун саккассене вырнаçтарассин тухăçлăхне ÿстерме, аукционсене уççăн йĕркелеме пулăшасси çинчен каланă.

Канашлура çавăн пекех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2014» чупу кăтартăвĕсене, Чăваш Ен Сочири Олимп тата Паралимп вăййисене хутшăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.


Н.ЯКОВЛЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.