Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2014 çулхи лару-тăрăвĕ (малтанхи пĕтĕмлетÿсем)

6 Мар, 2015

Халăх йышĕ

Чăваш Республикинчи халăх йышĕ 2015 çул пуçламăшĕнче 1238,2 пин çынпа танлашнă, вĕсен 60,7 проценчĕ хулара тĕпленнĕ, 39,3 проценчĕ - ялта. 2009 çул пуçламăшĕпе танлаштарсан ку кăтарту 20 пин çын /1,6 процент/ чакнă, çав шутра хулара - 24,3 пин /3,3 процент/ ÿснĕ, ялта 44,3 пин /8,3 процент/ чакнă.

Ялти халăхăн танлаштаруллă хисепĕ республикăра 2009 çул пуçламăшĕнчинчен 2,9 процент пункчĕ сахалланнă, хулара пурăнакансен асăннă виçе чухлех ÿснĕ. Юлашки çичĕ çулта йыш çуллен вăтамран 3,5 пин çын пĕчĕкленсе пынă.

Çак кăтартусене, паллах, ача çурални тата çынсем пурнăçран уйрăлни, миграци лару-тăрăвĕ витĕм кÿнĕ. 2008-2011 çулсенче халăх йышĕ хăй еккипе тата миграци шайĕ пĕчĕкленнипе сахалланнă-тăк, юлашки виçĕ çулхи тĕп сăлтав - миграци куçăмĕ /11428 çын тухса кайнă/. Асăннă çухатăвăн 23,2 процентне /2649 çын/ йыш хăй еккипе пысăкланнипе саплаштарма пултарнă.

Çут тĕнчене килекенсен йышĕ 2012 çултанпа хушăнса пыма тытăннă, 2013 çулхи ÿсĕм - чи пысăкки /1027 ача/. 2014 çулта ку кăтарту 757-е çити чакнă.

Йыш улшăнăвне район-хула тăрăх тишкерни çакна çирĕплетет, 2010 çулхи çырав хыççăнхи тапхăрта Шупашкарта - 18,7 пин çын /4 процент/, Çĕнĕ Шупашкарта - 0,8 пин /0,6 процент/, Канашра - 0,1 пин /0,3 процент/, Шупашкар районĕнче 0,1 пин /0,1 процент/ нумайланнă. Çав вăхăтрах Шупашкарта кăна асăннă кăтарту халăх хăй еккипе тата миграци юхăмĕпе йышланнипе хăпарнă.

Ытти çĕрти çухатусем сисĕмлĕ, Шăмăршă, Улатăр, Елчĕк, Элĕк, Çĕмĕрле, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Пăрачкав районĕсенче 10,2-6,1 процент чакнă. Вĕсенче йыш тĕпрен илсен /Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсемсĕр пуçне/ миграци катăлăвĕпе сахалланнă.

2008 çулхипе танлаштарсан çут тĕнчене 2297 ача /15,3 процент/ нумайрах килнĕ, пурнăçран уйрăлнисен шучĕ 1929 çын /10,5 процент/ чакнă. 1000 çын пуçне 13,9 пепке çуралнă тата 13,3-шĕ вилнĕ. 2008 çулхипе танлаштарсан ача çураласси 16,8 процент ÿснĕ, çынсем вилесси 8,9 процент чакнă. Яланлăх канăç тупнисен хисепĕ ялта хуларинчен 1,6 хут нумайрах.

2008 çулхипе танлаштарсан çемьере çуралнă иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш тата ун хыççăнхи ачасен тÿпи ÿснĕ, пĕрремĕшĕсен 55 процентран 40,5 юлнă. 2014 çулта çуралнисенчен ытларахăшĕ - ашшĕ-амăшĕн иккĕмĕш пепки.

ЗАГС органĕсенче хут уйăрттарнă мăшăрсем 2008 çулхинчен 0,6 процент сахалрах, уйрăлакансем -1,2 процент нумайрах. 2011 çулта çемье çавăрнисем чи нумай пулнă - 10765. Мăшăрлану динамикине тишкерни çирĕплетнĕ тăрăх - тĕкел çул умĕн пĕрлешекенсем уйрăмах йышлă.

Вăхăтсăр вилĕм сăлтавĕсене илес-тĕк, малти вырăнта - юн çаврăнăш органĕсен амакĕ /пурнăçран уйрăлнисен пĕтĕм йышĕн 42,6 проценчĕ/. 2008 çулхипе танлаштарсан çакна пула автансăр яла куçнисем 1,2 хут сахалланнă, 2013 çулхинчен 2,8 процент нумайланнă, 100 пин çын пуçне 567,5 пулнă.

Медицинăпа çыхăнман сăлтавсемпе пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ 2008-2013 çулсенче чакнине пăхмасăр, çакăнпа çыхăннă кăтартусем республикăра Раççей Федерацийĕн тата ФАО вăтам цифрисенчен пысăкрах. 2014 çулта виçĕмçулхинчен 7,7 процент ÿснĕ, 100 пин çын пуçне 195,6 çитнĕ.

Усал шыçă - вилĕм сăлтавĕсенчен виççĕмĕшĕ, ăна пула пурнăçран уйрăлнисем виçĕмçулхинчен 3,3 процент ытларах пулнă.

Республикăри миграци çухатăвĕн тĕп сăлтавĕ граждансем Раççейĕн ытти регионне куçнипе çыхăннă /3800 çын/, унăн пĕр пайне НППП çĕршывĕсенчен /1171 çын/ - тĕпрен илсен, Украинăран /697, 2011 çулта - 150/,Таджикистанран /149/, Молдовăран /99/ куçса килнисемпе компенсацилеме пултарнă.

Миграци çухатăвĕ пирĕн тăрăха килнисен шучĕпе 2013 çулхинчен 1,7 хут сахалланнă. Мускав хулипе облаçĕнчен /ытти регионтан куçнисен пĕтĕм йышĕн 27,1 проценчĕ/, Тутарстанран тата Тюмень /7,9-шар/, Чулхула /7,0/ облаçĕсенчен çитнисем йышлă.

Çав вăхăтрах каякан та сахал мар, вĕсем Мускав хулипе облаçне, Санкт-Петербурга, Тутарстана, Чулхула облаçне çул тытаççĕ.

Вăйпитти ÿсĕмрисем ытларах куçса çÿреççĕ, 2014 çулта пирĕн хутлăха килнисен - 77,1 /2011 çулта - 75,3/, ытти региона çул тытнисен 79,7 /2011 çулта - 80/ проценчĕ çав ушкăна кĕрекенсем.

ФАОн 7 регионĕнче 2012 çултанпа халăх йышĕ хăй еккипе ÿссе пынă, Удмурт тата Пушкăрт Республикисенче - 2009 çултанпа, Тутарстанра - 2011 çултанпа. Пĕлтĕр Мордва Республикинче, Чулхула тата Пенза облаçĕсенче асăннă кăтарту чакнă.

 

Укçа шута юратать

Халăхăн укçа тупăшĕ шутне предпринимательлĕх кÿрекен пайта, тара тытнă çынсене тÿленĕ шалу /унпа вăхăтра тивĕçтерменнипе коррекцилесе улăштарни/, социаллă тÿлевсем /пенси, пособи, стипенди, страховани саплаштарăвĕ тата ытти/, вклад проценчĕсем, хаклă хутсем, дивидендсем кÿрекен услам кĕреççĕ.

Пĕлтĕр малтанласа палăртнă тăрăх кашни çын пуçне тивекен укçа тупăшĕ 16697,4 тенкĕпе танлашнă, виçĕмçулхинчен - 9,4 процент, 2008 çултанпа 1,9 хут хăпарнă.

Халăхăн чăн-чăн укçа тупăшĕ /обязательнăй тÿлевсене, взноссене тытса юлнă хыççăн потребитель хакĕсен индексĕ тĕлĕшпе коррекцилени/ вара виçĕмçулхинчен - 1,6, 2008 çулхинчен 21,4 процент пысăкланнă.

Кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш шайĕ юлашки 3 çулта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2,5 хут иртсе кайнă.

2014 çулта кашни çын вăтамран уйăхра 16386,7 тенкĕ е малтанхи çулхинчен - 6,9 процент, 2008 çулхинчен 2 хут ытларах тăкакланă. Нухратпа усă курас тытăм юлашки çулсенче питех улшăнман, потребитель тăкакĕсен тÿпи яланхиллех 70 процентран иртнĕ, 2014 çулта ку кăтарту 74,1 процента çитнĕ.

2013 çулхипе танлаштарсан вкладсемпе хаклă хутсен перекечĕн тÿпи 8,4 процентран 3,9 юлнă, ют çĕршыв валютине туянмашкăн тăкакланасси 1,9 процентран 2,5-е çитнĕ. Çакна уйрăммăн палăртмалла, граждансен кредит парăмĕ 2012-2013 çулсенче ÿснĕ-тĕк, пĕлтĕр чакнă.

Пĕлтĕр ФАОн мĕнпур регионĕнче, Самар облаçĕсĕр пуçне, халăхăн чăн-чăн укçа тупăшĕ пысăкланнă.

2014 çулта республикăри вăтам ĕç укçи 20862 тенкĕпе танлашнă, номинал тĕлĕшĕнчен виçĕмçулхинчен 7,7 процент пысăкланнă, чăннипе - 0,1 процент, 2008 çулхинчен - 1,9 хут тата 22,2 процент.

Шалу шайĕ чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен - 3,8 хут, вăйпитти халăха пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк суммăран 2,9 хут иртнĕ, 2008 çулхинчен - 4,8 тата 2,7 хут.

Республикăри предприятисенче тăрăшакансен виççĕмĕш пайĕ - бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсем. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн вĕсен шалăвĕ 2012-2013 çулсенче пĕтĕм экономикăринчен ытларах ÿснĕ, 122,6, 123,7 процент тата 115,4, 112,8 процент.

Бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен шалу шайĕ 2008-2014 çулсенче 2,1 /экономикăра - 1,9/ хут хăпарнă, çав шутра вĕренÿре - 2,3, культурăпа искусствăра - 2,4, сывлăх сыхлавĕнче - 2 хут. Вĕсен тата пĕтĕм экономикăри шалу шайĕн танлаштарăвĕ 2008 çулхи 87,6 процентран 2014 çулта 99,8 çитнĕ.

2014 çулта уйăхри номиналпа палăртнă вăтам шалу республикăра Мари Эл тата Мордва Республикисенчен пысăкрах пулнă. Иртнĕ çулсенчи лару-тăру та çавăн пекех. Унсăр пуçне 2011-2013 çулсенче шалу шайĕпе Чăваш Ен Киров облаçĕнчен, 2008, 2012 тата 2013 çулсенче Ульяновск облаçĕнчен иртсе кайнă.

Халăх пурнăçĕн шайне çавăн пекех шалăва вăхăтра тÿлени витĕм кÿрет. 2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн парăмĕ 22,6 млн тенке çитнĕ. Парса çитереймен чи пысăк сумма 2010 çул пуçламăшĕнче пулнă, 2014 çул тĕлне вăл майĕпен чакнă.

 

 

Ĕç рынокĕнчи лару-тăру

2010 çултан ĕç рынокĕнчи лару-тăру лайăхланса пынă. Ĕçлев ыйтăвĕсемпе халăх хушшинче ирттернĕ тĕпчевсемпе килĕшÿллĕн экономикăна хутшăнакансен хисепĕ 2010 çултанпа 8 процент ÿссе 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 649,7 пин çынна çитнĕ. Ĕçсĕррисен хисепĕ асăннă тапхăрта 29,4 пин чакнă. Пĕлтĕр ĕçсĕрлĕх шайĕ 5 процент пулнă, 2010 çулхинчен 1,9 хут пĕчĕкленнĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин кăтартăвĕсем те регистрациленнĕ ĕçсĕрсен йышĕ сахалланнине çирĕплетеççĕ.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2014 çулта Ульяновск /0,46 процент/ тата Чулхула /0,49 процент/ пулнă. Чăваш Республикин кăтартăвĕ ФАОра - виççĕмĕш.

 

 

Тавар хакĕ, пулăшу тарифĕ

Чăвашстат тавар хакĕпе пулăшу тарифĕн шайĕсем пирки пухнă информацие тĕпе хурса экономикăн уйрăм секторĕнчи хаксен индексне палăртать.

Вĕсен тытăмне потребитель рынокĕнчи, пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнчи, промышленноç, ялхуçалăх, строительство таварĕсем туса кăларакансен, груз турттаракансен, юридици сăпатĕнче тăракансене çыхăну пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсен, çавăн пекех промышленноç, строительство тата ялхуçалăх организацийĕсем туянакан продукци хакĕсемпе тарифĕсем кĕреççĕ.

Хаксен 2008-2014 çулсенчи динамики çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем Чăваш Ен экономикин тĕрлĕ секторĕнче пĕрешкел хăпарман. Потребитель хакĕсен ÿсĕмĕ асăннă тапхăрта 154,6 процентпа танлашнă, строительствăра - 156,8, ялхуçалăх продукцийĕ хатĕрленĕ çĕрте - 140, промышленноçра - 134,7. Виçĕмçулхипе танлаштарсан пĕлтĕр хаксем экономикăн мĕнпур секторĕнче самаях хăпарнă, чи пысăкки /20,5 процент/ - строительство продукцийĕ, чи пĕчĕкки /4,1 процент/ - промышленноç таварĕсем туса кăларнă çĕрте.

2013 çулхи декабрь уйăхĕнчипе танлаштарсан, иртнĕ çулхи çав вăхăтра потребитель таварĕсен тата пулăшăвăн инфляци шайĕ 10,9 процентпа танлашнă, çакă 2009 çултанпа - чи пысăк кăтарту. Инфляци шайне апат-çимĕç таварĕсем тата пулăшусем хакланни уйрăмах витĕм кÿнĕ /хаксем 16,7 тата 11,2 процент хăпарнă/. 2014 çулта апат-çимĕç хакланни - 2008 çултанпа, пулăшу тарифĕ ÿсни 2009 çултанпа чи пысăккисем шутланаççĕ.

ФАО субћекчĕсен хушшинче инфляци шайĕ Самар облаçĕнче /11,8 процент/ - чи пысăкки. Тутарстанпа Удмурт Республикинче - 10 процент, Чăваш Ен ку енĕпе кăтарту пĕрешкел пилĕк субћект йышне кĕрет.

 

Промышленноç

ВРП /регионта пĕтĕмпе туса кăларнă продукт/ 2009 çулта 17,7 процент пĕчĕкленнĕ май унăн малашнехи ÿсĕмĕ 2012 çулта кризис умĕнхи шая çĕкленеймен. Çакнашкал кăтарту 2013 тата 2014 çулсенче пулманнине тĕпе хурса экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсем - промышленноç, строительство, ялхуçалăх, суту-илÿ, транспорт - кăларакан таварăн тата тивĕçтерекен пулăшăвăн индексĕн динамикине пăхса тухни вырăнлă пулĕ. 2013 çулхи 4-мĕш кварталта кăна ырă улшăну сисĕнме тытăннă, çакă 2014 çулăн 1 тата 2-мĕш кварталĕсенче малалла тăсăлнă. 3-мĕш кварталта кăштах чакнă хыççăн 4-мĕшĕнче 2013 çулхи çав тапхăртинчен 2,8 процент иртсе кайнă.

Промышленноç производствин индексĕ пĕлтĕр 104,5 процентпа танлашнă, çав шутра - çĕр айĕнчи пуянлăха кăларнă çĕрте - 106,9, тирпейлекен производствăра - 105,8, электроэнерги, газ тата шыв производствисенче тата вĕсене валеçес енĕпе - 95,4.

2008 çултанпа промышленноç производствин динамики çапла йĕркеленсе пынă, 2009 çулта чакнă /малтанхи çулхинчен 26 процент/, 2010- 2012 çулсенче вăйлă аталаннă /2010 çулта - 11,9 процент, 2011 çулта - 11,7, 2012 çулта - 10,3/, 2013 çулта производство ÿсĕмне 0,5 процент таран чакарнă тата 2014 çулта ăна 4,5 процент таран ÿстернĕ. Çапла вара промышленноç кризис умĕнхи шая 2012 çулта çитсе пĕлтĕр 2008 çулхинчен 7,1 процент çĕкленнĕ. Раççей промышленноçĕ кризис умĕнхи шая 2011 çулта парăнтарнă тата 2014 çулта ăна 6,2 процент хăпартнă.

Республикăри промышленноç организацийĕсем пĕлтĕр хăйсен вăйĕпе 152,1 млрд тенкĕлĕх тавар ăсатнă, ĕç пурнăçланă тата пулăшупа тивĕçтернĕ. Çакăнта продукци туса кăларакан производствăн тÿпи сумлă /85,7 процент/.

2008 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр туса кăларакан производство тытăмĕнче электрооборудовани, электронлă тата оптика, транспорт хатĕрĕсем, апат-çимĕç, хими, производствисен тÿпи ÿснĕ, машинăсемпе оборудовани кăларас енĕпе чакнă.

2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх туса кăларакан производствăн çак тытăмĕсен динамики курăмлă,

  • машинăсемпе оборудовани производстви /ÿсĕм - 36,2 процент/;
  • металл мар ытти минерал продукт производстви /ÿсĕм - 8,8 процент/;
  • электрооборудовани, электронлă тата оптика оборудованийĕ /ÿсĕм - 7,7 процент/;
  • транспорт хатĕрĕсен тата оборудованийĕн производстви /ÿсĕм - 5,4 процент/.

Çак тытăмсем производствăна чакарнă,

  • апат-çимĕç туса кăларасси /1,5 процент чакарнă/;
  • металлурги производстви тата металл хатĕрсем туса кăларасси /6,1 процент чакарнă/;
  • хими производстви /12 процент чакарнă/.

Металл мар минерал продукт производствин динамики 2009 çулта 41,8 процент чакса 2010 çулта çухатусене тавăрма, аталану çулĕ çине тăма пултарнă. 2014 çулта производство калăпăшĕ 2008 çулхинчен 11,2 процент ÿснĕ, Раççейре 9,3 процент чакнă.

Бетон, гипс тата цемент хатĕрлес енĕпе 2010-2013 çулсенче çулленхи ÿсĕм 20 процента яхăн пулнă, 2014 çулта - 8,9 процент. 2008 çулхи производство шайне 19 процент ирттернĕ. Кирпĕч туса кăларасси пĕлтĕр 42,9 процент ÿснĕ. Çакăнта, паллах, строительство керамикин 2013 çулта хута кайнă "Кетра" завочĕ /"ТУС" АХО филиалĕ/ продукци кăларассине вăйлатни витĕм кÿнĕ. Енчен те 2013 çулта кирпĕч кăларассине 2008 çулхи шая 12,7 процент çитермен-тĕк, пĕлтĕрхи кăтартусемпе ăна 24,8 процент ирттернĕ.

Керамика изделийĕсем хатĕрлессине пĕлтĕр 6,4 процент чакарнине пăхмасăр туса кăларакан продукци ÿсĕмĕ 2008 çулхи шайран 19,6 процент иртнĕ.

Электрооборудовани, электронлă тата оптика оборудованийĕн производстви 2008 çулхинчен 2,9 процент ÿснĕ. Раççейре вара 4,6 процент чакнă.

2014 çулта 2008 çулхипе танлаштарсан транспорт хатĕрĕсемпе оборудованийĕн производстви 2 хута яхăн /93,3 процент/ пысăкланнă, Раççейре - 24,9 процент. Çавăнпа пĕрлех республикăра чукун çулăн куçса çÿрекен составне туса кăларасси - 3,3 хут, автомобиль производстви 58,7 процент çĕкленнĕ. Автомобиль пайĕсем хатĕрлесси вара 49,5 процент чакнă.

Пĕлтĕр 2008 çулхипе танлаштарсан апат-çимĕç производствинче сĕт юр-варĕ хатĕрлесси 27,9 процент ÿснĕ, аш-какайпа унăн çимĕçĕсене кăларасси вара - 10,9, пылак шыв тĕлĕшпе 39,2 процент сахалланнă. Çакă производствăна 2,9 процент чакарасси патне илсе пынă. Раççейре ку енĕпе 15,4 процент ÿсĕм пулнă.

Иртнĕ çул çавăн пекех виçĕмçулхинчен сĕт çимĕçĕ хатĕр­лесси - 8,3, ĕçме кăларасси 17,1 процент /çав шутра сăра - 22, эрех - 36,8/ сахалланнă.

Аш тата унăн çимĕçĕ /10,6 процент/, макарон /11,2/, çăкăр тата çăнăхран пĕçернĕ кондитер изделийĕ /4,2/ кăларасси çулталăкĕпех ÿссе пынă.

Хими производстви пĕлтĕр 2008 çулхи шая çитеймен /96,8 процент/. Раççейри ÿсĕм - 25,8 процент. Ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хими хатĕрĕсене 2010-2013 çулсенче туса кăларас енĕпе тунă пысăк çитĕнÿсем витĕм кÿнипе 2013 çулта асăннă производство кризис умĕнхи 2008 çул кăтартăвĕнчен 31,6 процент иртсе кайнă. Анчах 2014 çулхи производство виçĕмçулхинчен 19,3 процент чакни ÿсĕме 6,2 процента çити хăварнă.

Çав вăхăтрах сăрă тата лак хатĕрлесси пĕлтĕр 2008 çулхинчен 53,4 процент ÿснĕ.

2014 çулта ФАО регионĕсенче пуринче те, Самар облаçĕсĕр пуçне, промышленноç производствин аталанăвне палăртнă. Чăваш Республики ку енĕпе тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

 

Ялхуçалăх

Ялхуçалăх продукцийĕн туса илнĕ калăпăшĕ тĕрлĕ категорие кĕрекен хуçалăхра 2014 çулта вăйра тăракан хаксемпе 37,8 млрд тенкĕпе е пĕлтĕрхи шайăн 102,8 проценчĕпе танлашнă.

2008-2014 çулсене илес-тĕк, 2009 çулта - тĕштырă /573 пин тонна/, 2012 çулта - çĕрулми /901 пин тонна/, 2011 çулта пахчаçимĕç /175 пин тонна/ чи пысăк тухăçпа савăнтарнă.

Виçĕмçулхипе танлаштарсан пĕлтĕр тĕштырă 40 процент ытларах вырса çапнă, 2 процент нумайрах пахчаçимĕç тата 8 процент сахалрах çĕрулми пухса кĕртнĕ.

Ялхуçалăх организацийĕсенче, фермер тата харпăр хăй хуçалăхĕсенче пĕлтĕр ашлăх /чĕрĕ виçепе/ 107 пин тонна выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк хатĕрленĕ е 2013 çулхинчен 5,9 процент ытларах тата 2008 çулхи шайăн 98,1 проценчĕ.

Çакна палăртмалла, 2008 çулхипе танлаштарсан ялхуçалăх организацийĕсенче ашлăх выльăх тата кайăк-кĕшĕк хатĕрлесси 1,6 хут ÿснĕ /2013 çулхинчен 10,5 процент нумайрах/, хресчен хуçалăхĕсенче - 1,4 тата 1,3 хут ытларах. Çакă производство тытăмне палăртмаллах улăштарнă, ялхуçалăх организацийĕсен тÿпи - 36,1 процентран 59,3-е, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен 1,4 процентран 1,9-а çитнĕ, килти хуçалăхсен 62,5 процентран 38,8 юлнă.

Пĕлтĕр сĕт суса илесси виçĕмçулхинчен 0,1 процент хăпарнă, 2008 çулхинчен 14,3 процент чакнă, ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен хуçалăхĕсенчи ÿсĕм /2013 çулхинчен 4,1 процент тата 1,5 хут, 2008 çулхинчен - 3,7 процент тата 2,8 хут нумайрах/ харпăр хăй хуçалăхĕсен çухатăва саплаштарайман.

Çăмарта туса илесси мĕнпур хуçалăхра 22,7 процент чакнă, çав шутра ялхуçалăх организацийĕсенче - 31,7 процент.

2008-2014 çулсенче сыснасемпе кайăк-кĕшĕке ялхуçалăх организацийĕсенче ĕрчетнĕ, мăйракаллă шултра выльăха, сурăхсемпе качакасене - харпăр хăй хуçалăхĕсенче. Юлашки икĕ çулта харпăр хăй хуçалăхĕсенче сысна йышĕ сисĕнмеллех чакнă, çавна май ку енĕпе ялхуçалăх организацийĕсен тÿпи ÿснĕ /2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи 54,5 процентран 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче 77,6 процента çитнĕ/.

ФАО регионĕсенче пуринче те, Ульяновск облаçĕсĕр пуçне, производство аталаннă. Уйрăмах - Мари Эл, Удмурт Республикисенче тата Киров облаçĕнче. Чăваш Республики - улттăмĕш вырăнта.

 

Строительство

Республикăри строительство комплексĕ пĕлтĕр 36,1 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă тата пулăшу панă /2013 çулхи шайăн 98,8 проценчĕ/. Кăтарту чакни çул-йĕр строительствин калăпăшĕ пĕчĕкленнипе çыхăннă.

2008-2014 çулсенче республика район-хулинче шкул умĕнхи ача-пăчан вĕренÿ учрежденийĕсем - 6533 вырăнлăх /çав шутра 2014 çулта - 44,2 процент/, сменăра 3010 çынна йышăнмалăх ФАПсем /2014 çулта - 40 процент/, физкультурăпа сывлăх сиплевĕн 13 комплексне, хытă сийлĕ 657,8 км автомобиль çулĕ /2014 çулта - 11,2 км/ хута янă.

Пĕлтĕр Вăрнар поселокĕнче 3,1 пин тăваткал метр лаптăклă пăр каток, Канаш районĕнче, Шупашкар хулинче 906 тăваткал метр лаптăклă спорт залĕсем, Канаш районĕнче 861 тăваткал метр лаптăклă спортăн тÿрем сооруженине туса пĕтернĕ.

Строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ чакнă пулин те пурăнмалли çурт хута ярасси ÿснĕ. 2014 çулта 862,1 пин тăваткал метр лаптăклă 12,1 пин хваттер çĕкленĕ /2013 çулхинчен 3 процент ытларах/. Застройщик-организацисем 2013 çулхинчен 24,8 процент нумайрах çурт лартнă, уйрăм застройщиксем - 14 процент сахалрах.

Пурăнмалли çуртсенчи 1 тăваткал метр лаптăк хакĕ застройщиксен кăтартăвĕсем тăрăх пĕлтĕр 30720 тенкĕ пулнă.

Чăваш Енри пурăнмалли çурт хакĕн динамики улшăнсах тăрать. 2008-2009 çулсенче хваттер туянас текенсем сахалланнипе куçман пурлăх йÿнелнĕ. 2010 çултан хаксем ÿсме тытăннă, уйрăмах 2011-2012 çулсенче, çĕнĕ хваттерсен - 12,2 тата 12,9 процент, киввисен - 9 тата 15,9 процент. 2013-2014 çулсенче хак ÿсĕмĕ палăрмаллах чакнă.

2008-2014 çулсенче 1000 çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе Чăваш Республики ФАО регионĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

 

Инвестицисем

2014 çулта харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ организацисем /мĕнпур организаци, статистика меслетлĕхĕ тÿрремĕн ирттерекен сăнавсене лекмен инвестици шутлавĕсемпе пĕрле/ инвестицисен 56,4 млрд тенкине е 2013 çулхи шайăн 89,5 процентне тĕп капитала хывнă. Пĕтĕм калăпăшăн 55,5 проценчĕ - республикăри пысăк тата вăтам организацисен тÿпи.

 

Суту-илÿ

Мĕнпур мелпе /тавара хăйсем тĕллĕн турттарса килсе пасарта тата ярмăрккара сутнин калăпăшне эксперт хаклавĕ тунине шута илсе/ ваккăн суту-илÿ тунин çаврăнăшĕ 2014 çулта 132,6 млрд тенкĕпе танлашнă тата 2013 çулхинчен - 2,7, 2008 çулхинчен 32,7 процент пысăкланнă. Кашни çын пуçне 107 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. 2008 çулта вăйра тăнă хаксемпе вăл икĕ хута яхăн хăпарнă, инфляци ÿсĕмне шута илсен 1,5 хут пысăкланнă.

Асăннă тапхăрта вак суту-илÿ тытăмĕнче пасарсемпе ярмăрккасен тÿпи 2008 çулхи 17 процентран 2014 çулта 6 процент юлнă, пысăк тата вăтам организацисен - 2008 çулхи 36 процентран 2014 çулта 48-а çитнĕ /тĕпрен илсен, суту-илÿ сечĕсенче ытларах сутнипе/. 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх вак суту-илÿ çаврăнăшĕн 25,3 проценчĕ суту-илÿ сечĕсене пырса тивет /2009 çулта - 9 процент/. 2008 çулта вĕсем тĕлĕшпе статистика отчечĕ хатĕрлемен.

2014 çулта кашни çын пуçне тавар сутас енĕпе ФАО регионĕсен хушшинче Чăваш Ен Мордва, Мари Эл республикисене хыçа хăварнă.

 

Тулаш суту-илÿн çаврăнăшĕ

Атăлçи таможня управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, тулаш суту-илÿн çаврăнăшĕ 2014 çулта АПШн 326,7 млн долларĕпе танлашнă. Асăннă кăтарту малтанхи çулăн шайĕнчен 18 процент пĕчĕкрех, çав шутра экспорт - АПШн 92 млн долларĕлĕх /22 процент сахалланнă/, импорт - АПШн 234,7 млн долларĕлĕх /16 процент чакнă/. Суту-илÿ балансĕ тĕлĕшпе йĕркеленнĕ сальдо - хирĕçле, АПШн - 142,7 млн долларне çити анса ларнă.

2014 çулта Чăваш Ене Украинăран тавар илсе килесси /импорт/ 4,6 млн доллар таран чакнă е 2013 çулхи шайăн 29 проценчĕ чухлĕ кăна. Пирĕн хутлăхран унта продукци ăсатасси /экспорт/ 30,4 долларпа танлашнă е виçĕмçулхинчен 37 процент сахалрах.

Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Республикипе Украина хушшинчи суту-илÿ çаврăнăшĕ 45 процент чакнă, 2013 çулхи 64 млн доллартан пĕлтĕр 35 млн юлнă.

 

Пичете Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.