Çырусăр пуçне ашшĕнчен нимĕн те юлман...

6 Мар, 2015

«Хыпар» хаçат вулакансемпе çыхăну тытнине ырламалла кăна. Унсăрăн çыннăн кăмăл-шухăшне пĕлме çук вĕт. Тăван хаçатăмăр самана таппипе тан пыма тăрăшни чăннипех савăнтарать. Кашни номере чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, ăна вуласа çĕннине, интереслине нумай пĕлетпĕр. Лайăххин чикки çук теççĕ халăхра, çавăнпа пичет кăларăмĕ тата интереслĕрех пуласса шанатпăр.

Ман шухăшпа, хаçатра патриотизм темине çутатассине тата вăйлатмалла пек туйăнать. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине паллă тума хатĕрленнĕ май çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хаçатра «Фронтран килнĕ çырусем» рубрикăна уçни питĕ вырăнлă. Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитет пулин те унпа çыхăннă сурансем халăх чĕринче çав-çавах пирченмеççĕ. Салтак çырăвĕсене хумханмасăр вулама çук. Вĕсен хуçисенчен чылайăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Паттăрлăхне манăçа кăларманни ачисемшĕн, тăванĕсемшĕн хаклă, çав йĕркесене вĕсем сăваплă япала вырăнне хурса упраççĕ. Ашшĕ, çывăх çынни çапăçăва кĕрес умĕн кăранташпа васкаса çырнă, вăхăт иртнĕ май сарăхса, тăтăшах тытса вуланипе çуркаланса пĕтнĕ çырусăр пуçне унран нимĕн те юлман вĕт. Тĕрĕссипе, сăнне те хăй унран пĕчĕкле юлнипе чылайăшĕ астумасть. Ашшĕ хÿттисĕр иртнĕ ачалăх, яшлăх çăмăл пулман. Патшалăх çав йывăрлăха сирес тесе нимех те шыраса тупаймарĕ. Çывăх çынни ĕмĕрлĕх канăç тупнă çĕре кайса килме те хальхи саманара кансĕр. Хăшĕсен вилтăпри ăçта пулни те паллă мар. Вĕсен йăхне тăсакан ывăл-хĕр çитме пултаракан сăваплă вырăн - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса ял варринче лартнă палăк.

Палăк тенĕрен, эпĕ хаяр вăрçă кĕрлесе иртнĕ Тверь облаçĕнчи Ржев районĕнчи Сухуша ял администрацийĕпе çыхăну тытса çав тăрăхра йышлăн пытарнă салтаксен вилтăприсене мĕнле пăхса тăни çинчен ыйтса пĕлтĕм. Унта пирĕн ентешсем, çав шутра Тăвай районĕнчи Кармал каччи Николай Афанасьев, ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Хуравпа пĕрле сăнÿкерчĕксем те ярса пачĕç. Вĕсенчен çакă паллă: вилтăприсене тирпейлĕн пăхса тăраççĕ. Çĕр-çĕр салтак ятне мрамор плита çине çырса хунă. «Темле йывăр пулсан та /укçа-тенкĕ çитменни пирки пырать сăмах/ хамăртан килнине пурне те тума тăрăшатпăр», - тенĕ çырура. Тавах вĕсене паттăрсене манăçа кăларманшăн.

Хамăр хутлăхри хăшпĕр палăк юхăннине курсан вара чун ыратать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем халăхшăн сăваплă шутланакан вырăнсене пăхса тăмашкăн хевте çитерейменни пăшăрхантарать. «Хыпар» хаçатра çак ыйтăва хускатмаллах.

Галина Матвеева. Вăрмар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.