Ялти пĕрремĕш каччă

5 Мар, 2015

Алексей МОСКОВСКИЙ... йăрăс пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, уçă саслă. Йăлтăр кулли мĕне тăрать тата! Унпа куçран тинкерсе калаçнă чухне чунра хĕвел пин шевлепе вылянăн туйăнать. Çавăнпа Пĕтĕм тĕнчери чиперккесен çурхи уявĕ çывхарнă май хаçатăн «Чуна уçса калаçар» кĕрекине кама чĕнесси пирки нумай шухăшласа тăмарăмăр. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххиллĕ, юр айĕнчен тин çеç шăтса тухнă чечеклĕ уявпа саламланă май ялти пĕрремĕш каччă, «Кĕмĕл сасă» фестиваль лауреачĕ, эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, ЧНК çумĕнчи çамрăксен «Хастар» юхăмĕн ертÿçи, çав вăхăтрах патшалăхăн пĕр «чаплă» хутне те тивĕçмен чаплă юрăç хăйĕн кун-çулĕнчи интереслĕ саманчĕсемпе вулакансене хаваспах паллаштарчĕ.

- Алюш, чи çывăх çыннусене – юратнă аннÿпе мăшăрна тата хĕр пĕрчине - çурхи черчен уяв ячĕпе мĕнле парнесемпе савăнтарма хатĕрленетĕн-ха?

- Мартăн 7-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Уяв ячĕпе сире, хаклă хĕрарăмсем» концерт лартма шут тытнипе çав кун эпĕ Елчĕк районĕнчи Акчел ялне çитеймессе пĕлсе аннене Шупашкара чĕнес терĕм. Мĕнпур халăх умĕнче сцена çинчен зала анса аннене çепĕççĕн ыталаса, тав сăмахĕ каласа илемлĕ чечек çыххи тыттарăп. Вăл маншăн чи сăпайли, чи ĕçченни, чи тараватли, чи хитри. Мăшăра спа-салонта тата та ытларах чиперленмелли сертификат парнелĕп. Кунсăр пуçне ытама вырнаçман чечек çыххи туянма та манмăп. Хĕрĕме те хăй пекех хÿхĕм чечексем айне тăвăп. Мартăн 8-мĕшĕнче вара пурте пĕрле йăмăкăн Татьянăн çуралнă кунне тулли кĕрекере паллă тăвăпăр. Вăл çак Çĕр çине килнĕ кун атте пире, Сергей тетепе иксĕмĕре, хаваслă хыпар пĕлтернĕччĕ: «Паянтан пуçласа эсир - йăмăкăрăн хÿтĕлевçисем».

- Сана тата пĕртăванусем валли ятсене кам суйланă? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.