Упăшкине ĕçме пăрахтарас тесе... арăмĕ кодировка тунă

5 Мар, 2015

Ĕненÿ тата чун хăвачĕ çирĕп чухне пурнăçра темĕнле тĕлĕнтермĕш те куратăн. Медицина юмлакансене сивлет пулин те хăш-пĕр чухне вĕсем çыншăн чăн-чăн çăлăнăçа çаврăнаççĕ. Эрех ĕçме пăрахма пулăшнă пĕр тĕслĕхпе паллаштарасшăн сире. Етĕрне районĕнчи Янăмра пурăнакан Роза Иванова хăйĕн кăсăклă шăпи çинчен каласа кăтартрĕ. Анчах çак статьяна вуланă хыççăн тÿрех укçа йăтса юмăç патне тухса ан чупăрах, тухтăрпа канашланине нимĕн те çитмест.

Роза ир, 15-ре чухнех, качча тухнă. Кĕлеткерен пиçсе çитнĕскер 56 килограмм тайнă. 9-мĕш класс хыççăн училищĕне вĕренме кĕнĕ вăл. Каникулта хĕр-тусĕ патне Куславккана хăнана кайсан пулас мăшăрĕпе паллашнă та ун патĕнчех пурăнма юлнă.

Аслисен куçĕ ăçта пулнă тетĕр-и? Ашшĕ-амăшĕн ĕçе пула хĕрне ăс пама вăхăт тупăнман-ши? Çемйипе фермăра тăрăшнă вĕсем, ачисем те вĕçĕмех вĕсене пулăшма çÿренĕ. Роза ача чухнех вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. 5-мĕш класра вăл ушкăн ĕнисене пĕчченех суса тухнă. Аппаратпа мар, алă вĕççĕн. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.