Пахчари чечек пек ÿсетĕп... атте-анне ăшшинче

5 Мар, 2015

Паян канмалли кун та кунĕпех пÿртре тăрмашрĕ Маша. Тăрăша-тăрăша урай çурĕ, вĕтĕр-шакăра тирпейлерĕ, ытти ĕçпе аппаланчĕ. Амăшĕ евĕр Юлия Васильевна пекех тирпейлĕхе юратать çав вăл. Е тата ашшĕнех, Владимир Алексеевичах, илер-ха. «Пур япалан та çуртра хăйĕн вырăнĕ пулмалла», - тет. Йĕп кирлĕ пулсан, çĕрле те çутăсăрах ăна шыраса тупма пултарать вăл. Пăта е мăлатук, пуртă-пăчкă кирлĕ пулсан - вĕсем те паллă вырăнта. Хĕр ачана та аслисем мĕн пĕчĕкрен çакăн пек вĕрентнĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хуларан килсен те:

- Анне, атте, мĕн туса пулăшмалла? Халех пурте пĕрле ĕçе пуçăнăпăр, - тесе вĕсен умĕнче тĕпĕртетсе çеç тăраççĕ.

Ĕнтĕ Маша ĕçе вĕçлерĕ. Кун пирки амăшне пĕлтерес тесе тĕпел кукрине васкарĕ. Анчах юратнă çынни вырăнта курăнмарĕ. Газ плити çинче ларакан кастрюле уçса:

- Анчахрах кунтаччĕ вăл, каллех картише тухрĕ ахăртнех. Эх, аннем... Мĕн тери ырă та вашават çын эсĕ. Ялан ĕçлетĕн, ялан кăштăртататăн. Ларса канма пĕлместĕн... Хăв тутлă апат пĕçернĕ-ха, ăна çиме авă вăхăту та çук, - тесе хĕр ача тĕпелтен тухса хăй пÿлĕмне иккĕмĕш хута хăпарчĕ.

Пĕрремĕш кун çакăнта пулнăн йĕри-тавралла тинкерчĕ хĕрача. Килĕшет ăна хăйĕн пÿлĕмĕ. Ашшĕн ылтăн алли ăсталанă ăна.

- Чим, хальлĕхе никам та кансĕрлемен чухне килти ĕçе пурнăçлам-ха. «Аттепе анне пуртан телейлĕ» сочинение вăхăт-ра çырса пĕтересчĕ, - тесе алла шурă хутпа ручка илчĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн хастар вĕренекенĕ Маша Конева.

Асран кайми телейлĕ кун

Чунра мĕн пуррине вăл çырчĕ те çырчĕ. Хушăран шухăша кайса ларчĕ...

«...Хама пиллĕкре чухне астума пуçланă эпĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатпăр. Атте вилнĕ хыççăн пурнăçăм йăлтах улшăнчĕ. Садике те сайра леçме тытăнчĕ аннем. Пирĕн патăртан çын татăлма пĕлместчĕ... Вĕсемпе курнăçас мар тесе ытларах урамра çÿреттĕм. Килтен тухса тарни те пулнă. Туссен ашшĕ-амăшĕ хĕрхенсе апат çитеретчĕ, хăшĕ-пĕри çывăрма та хăваратчĕ. Тăхăнмаллисене те вĕсемех паркалатчĕç. Пĕррехинче лавккана кĕтĕм те... теттеллĕ пулас терĕм. Ытти ачасем пекех выляс килет-çке. Ярса илчĕç мана. Ара, укçасăр юрамасть-çке унтан мĕн те пулин илсе тухма. Çĕнĕ Шупашкарти интерната ячĕç... Хыççăн темиçе ачана маршруткăна лартса Куславккана ăсатрĕç. Унта çитичченех кантăкран урамалла тинкерсе пытăм. Йывăçсем, юпасем вĕлтлетсе çеç юлчĕç... Вăхăт шурĕ те шурĕ. Пĕр кунхине пирĕн ушкăна интернат ĕçченĕ тата палламан хĕрарăмпа арçын кĕрсе тăчĕç.

- Ачасем, камăн яла каяс килет? Хапăл тăвакана ак çак куккапа инке хăйсемпе пĕрле илсе кайĕç, - терĕ интернат ĕçченĕ кашни ача çине тĕсесе пăхнă май.

Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм, çиçĕм-ле хăвăртлăхпа вĕсем патне сирпĕнсе тухрăм та тилмĕрсех:

- Мана! Мана илсе кайăр! Эпĕ сирĕнпе кирек ăçта кайма та хатĕр! - хÿхлерĕм куççуль витĕр чĕтренсе.

Хайхи ырă çынсем çитес вăхăтрах кунта тепĕр хутчен килессине каласа хăварчĕç. Эпĕ çав куна тÿсейми кĕтрĕм... Пĕр кун иртрĕ, иккĕ... Кашни кун алăк патне пыратăп, чÿрече янахĕ çине чавсаланатăп. Аякка-аякка тинкерсе пăхатăп. Халь-халь аслă çулпа арçынпа хĕрарăм килессĕн туйăнать. Утăмĕсене хăвăртлатса ман пата кĕçех çитеççех! Сукмака куç илми тинкеретĕп. Сахал-и, нумай-и вăхăт иртрĕ... пăхатăп - вĕсем килеççĕ! Вĕсем! Çак вăхăтра пурте илтмелле:

- Атте-анне, эпĕ сире аякранах куратăп! Акă эпĕ вăл, сирĕн хĕрÿ - чÿрече умĕнче! - терĕм çав тери савăнса.

...Атте мана вăйлă аллисемпе ярса илчĕ те çÿле çĕклерĕ. Унтан хăй çумне чăмăртарĕ, чăн-чăн хăйĕн тĕпренчĕкне курнишĕн савăннă пек... Эпĕ те имшеркке аллăмсемпе ăна юратса ыталарăм... Çав вăхăтрах мана кунтах хăварасран питĕ шиклентĕм. Çук, кунта юлас килмест, ĕмĕрне те!

Эпĕ çакнашкал нихăçан та телейлĕ те савăнăçлă пулман. Мĕнешкел ырă! Лайăх! Ĕнтĕ манăн атте те, анне те пур! Вĕсем интернатран илсе тухрĕç-çке, мана, пачах та ют ачана...

Çакă пулчĕ те манăн асран кайми кун! Атте... Анне! Епле савмăн вĕсене? Атте... Юман евĕр кĕрнеклĕ. Улăп пек вăйлă. Унăн сарлака çурăмĕ хыçĕнче е юнашар мăнаçланса утма мĕн тери аван. Ун хÿт-тинче мана пÿрнепе никам та тĕкĕнеймĕ. Атте-анне! Сирĕн çирĕп те ачаш аллăрсем мĕн тĕрлĕ ĕç тумаççĕ-ши? Аппасемпе пиччемсем пирки те ыррине çеç калама пултаратăп. Аттепе анне киле илсе килсен тĕпелте кăштăртатакан Аня тÿрех мана хăй ытамне илсе ачашларĕ...

Мана, начаркка та чирлĕскере, ырă пурнăç тата сывлăх парнелес тесе мĕн кăна тумарĕç-ши вĕсем? Тĕрĕссипе, пахчари чечек пекех ÿсетĕп... Таврари ешĕл вăрмансен, уй-хирсен, улăх-çарансен сывлă- шĕпе киленетĕп. Вĕсем... çывăхрах, ал тăс çеç... Тĕнче! Мĕн тери хитре Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ. Паян та сăпкари пекех пурăнатăп. Мĕн кирли йăлтах-йăлтах пур... Шкула кайнă чухне анне ялан укçа парса ярать: «Хĕрĕм, выçă ан çÿре. Мĕн çиес килнине туянма тăрăш», - тет. Хама çут тĕнче парнеленĕ анне вара халĕ чылай улшăннă. Тепĕр чухне телефонпа калаçатпăр. Анчах мана кунтах лайăх, аттепе анне патĕнчех! Вĕсем пулман тăк шăпам мĕнле килсе тухĕччĕ-ши? Лайăххи пулас çукчех. Тавах аттепе аннене мана йывăр вăхăтра алă тăсса панăшăн. Вĕсем пирки эпĕ нумайччен калаçса ларма пултаратăп.

Анне шкул библиотекинче вăй хунă вăхăтра, атте физкультура учителĕнче тăрăшнă. Аннем илемлĕ те сăпайлă хĕр, аттем çÿллĕ те яштака каччă пулнă. Вăл аннене пĕрре курсах юратнă... Ĕнтĕ вĕсем çемье çавăрнăранпа 38 çул çитрĕ. Пĕр-пĕр- не ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Икĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрне тĕрĕс-тĕ- кел ура çине тăратнă. Халĕ тăхăр мăнукĕпе савăнса кун-кунлаççĕ. Эпĕ вĕсен улттăмĕш тĕпренчĕкĕ пулатăп... Аттепе аннене çав тери юрататăп... Вĕсем интернатран илсе хăйсен хÿттине илмен пулсан, пĕлместĕп, паянхи кун эпĕ ăçта пулаттăм-ши? Кам ăнланса, ырă сĕнÿ-канаш парса пурнăç сукмакĕпе тÿрĕ чунпа утма вĕрентĕччĕ-ши? Кам çупăрласа юратĕччĕ-ши? Е ытти ачасем пек кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек кантăк умне ларса хам çуратнă аннене кĕтсе ларнă пулăттăм ахăртнех... Çуратакана мар, пăхса ÿстерекене анне теççĕ. Çавăнпа та маншăн Владимир Алексеевичпа Юлия Васильевна Макаровсем - чи-чи хаклă çынсем... Эпĕ вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра...» - вĕçлерĕ хăй ĕçне Маша Конева.

Çак ĕçе Юлия Васильевна куççульсĕр вулаймарĕ... «Ах, Маша, сана усрава илесси те ăнсăртран пулса тухрĕ-çке», - тесе хĕрне ăшшăн ыталаса хăй çумне чăмăртарĕ.

 

Ку хура çынна кам юраттăр?!

Карапашра çуралнă Юлия Васильевнăн ачалăхĕ çăмăллăхпа иртмен. Амăшĕ тăватă ачине ура çине тăратассишĕн пĕчченех ырми-канми тăрăшнă. Икĕ аслă пиччĕшĕ вĕренме кайсан: «Капла укçа çитерме йывăр», - тесе Волгограда ĕçлеме тухса кайнă вăл.

Юля килĕнче шăллĕпе çеç юлнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех выльăх-чĕр-лĕх пăхнă. Сысна çăвăрлаттарнă, апат пĕçернĕ. Кăмака хутса кукăль-çăкăрне те янтăланă. Канмалли кунсенче пиччĕшĕсем килсе пулăшнă ăна. Амăшĕ вара час çитеймен тăван тăрăха. Ачисем уншăн çав тери тунсăхланă.

Сакăр класс хыççăн шкул вĕренме пăрахас тĕллевлĕ пулнă пике. Ара, укçа-тенкĕ çитсе пыманранах Шупашкара ĕçлеме вырнаçас тенĕ. Анчах ăна кÿршĕсем çийĕн-чех ырă канаш панă:

- Ачам, шкул вĕренсех пĕтермелле. Ара, аннÿ илсе килнĕ хĕвелçаврăнăша сутса пурăнмалăх нухрат тăватăнах, - тенĕ.

Вуннăмĕш класа çитсен амăшĕ тăван киле таврăннă.

- Çитĕ аякка çÿресе. Кирпĕч заводне вырнаçас, вара çурта та кирпĕчрен хăпартас, - тесе хавхаланнă.

Алла аттестат илнĕ вăхăт. Вĕренме кĕме заявлени парас чухне амăшĕ урине хуçнă. Аслă шкула учителе каяс ĕмĕтлĕ Юльăн çулĕ сасартăках хупăннă.

- Ниçта та каймастăп, аннене пăхатăп, - тесе фермăна ĕçлеме вырнаçнă.

...Эрне вĕçĕнче пĕрле вĕреннĕ тусĕсем ялалла хавассăн утнине курсан чĕри хĕсĕнсе ыратнă. Килне çитсен вара амă- шĕнчен вăрттăн ĕсĕклесе макăрнă. «Математика учителĕ пуласси ĕмĕтре çеç юлчĕ... Питĕ шел», - чунтан хурланнă хĕр.

Сентябрь уйăхĕнче шкул директорĕ биб-лиотекăна ĕçлеме йыхравланă. Фермăра укçа аванрах тÿлеççĕ тесе килĕшмен пике. Дояркăсем вара ăна самантрах ăс пама тытăннă:

- Ан аташ-ха, Юля! Нухрат вăл тем чухлĕ пулсан та çитмест. Эсĕ çамрăк, кай библиотекăна, вырнаç. Унта чыслă. Кунта авă ураран атă каймасть. Чир-чĕр тупасси те çакăнтанах пуçланать, - вăйпах хăваланă ăна хĕрарăмсем.

Хайхискерсем ÿкĕте кĕртнех çамрăка. Юля куллен шкула çÿреме тытăннă. Ачасене кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Пĕррехинче ун патне пионервожатăй хыпаланса кĕнĕ те сăмах çăмхине сÿтме тытăннă.

- Пĕлетĕн-и, Юля, пирĕн пата çамрăк физкультура учителĕ килнĕ. Владимир Алексеевич тесе чĕнеççĕ маттурскере. Ара, çав тери хитре ÿкерет, купăсне те чаплă калать тет. Тем тесен те ăна пирĕн куçран вĕçертмелле мар. Атя, сăлтав тупса кайса курар ăна.

- Эй, çук! Кирлĕ мара ан калаç-ха! Ун çумĕнче мĕн тупнă эпĕ, - хирĕçленĕ хайхискер.

Çапах курнă Юлия Васильевна вĕрен-текене. Курнă та вăрт çаврăннă.

- Ах, ку хура çынна кам юраттăр? Кур-ха, ахаль те хурамккаскер хура кофта тăхăннă... Çÿçĕ, çÿçĕ те пĕрех хутчен çутă мар-çке. Çитменнине хăва хулли пек начаркка. Çук, мана валли мар ку çын, - тесе шухăшланă вăл.

Владимир Алексеевич вара хĕре пĕрре курсах кăмăлланă. «Манăн мăшăр пуласси», - тенĕ çирĕппĕн.

Çичĕ уйăх калаçнă хыççăн хастар йĕкĕт Юльăн амăшĕ патне пырса хĕрне качча пама ыйтнă. Юля çав-çавах хирĕçленĕ.

- Эй, санпа! Каятăн пулсан кай. Кайран макăрса каялла ан кил. Каймасан ан кай! Тепĕр тесен, мĕн йăлăнтармалли пур-ши? Каччи тупăннă вĕт! - тенĕ амăшĕ çирĕппĕн.

Унтан пулас кĕрÿшĕ енне çаврăннă та:

- Хĕре илсе каятăн пулсан, кайран ватлăхра мана пăхасса шанса тăратăп, - тенĕ Владимира.

Çутçанталăк хитре тум тăхăннă вăхăт-ра туй кĕрлеттернĕ çамрăксем. Телейлĕ çемьере пилĕк ача çитĕннĕ: Таня, Толя, Ваня, Лена, Аня. Тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаранах ĕç çумне çыпăçтарнă Макаровсем. Пĕрле пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхĕ валли утă-улăм хатĕр-ленĕ. Хăмлине те хăйсен çĕрĕ çинче çур пахча ÿстернĕ. Килти утара пăхса-сăнаса тăнă, кирлĕ чухне апатлантарнă, вĕллесене тасатнă. Килен-каян хăнана техĕмлĕ пылпа сăйланă.

Пыл тенĕрен, вĕлле тытасси те ăнсăртран пулса тухнă вĕсен. Владимир Алексеевичăн амăшĕ шыв ăсма тухнă та хурт çемйи вĕçнине асăрханă. Хăвăртрах аллинчи витрине патакпа шакканă, лешсем самантрах йывăç çине анса ларнă. Хайхисене пухса илсе тÿрех ывăлĕ патне леçнĕ. Çакăн хыççăн пуçланнă та Макаровсен хĕрÿ ĕç.

- Хуртсем усрас тесе ĕмĕрне те шухăшламан. Мĕнех, эпир нимĕнле ĕçрен те хăрамастпăр. Пуçăнса пăхас кунашкал ĕçе те, - хĕпĕртенĕ ывăлĕ.

Сутлăх милĕк, сиплĕ курăк пуçтарма та ÿркенмен. Кăçатă йăвалассине те пĕчĕккĕн хăнăхса пынă. Пулла çÿреме те вăхăт тупнă. Пÿрт валли кирпĕч çапма, çăл валли бетон кăшăлсем хатĕрлеме те ÿркенмен. Çак хатĕрсене туянма хаçатсенче пĕлтерÿ памасăрах кÿршĕ, таврари ялсенчен киле-киле илсе кайнă Макаровсенчен.

Çав вăхăтрах леш касра пурăнакан асламăшĕ патне те пулăшма васканă ачисем. Почтальонкăра тăрăшаканăн пысăк сумкине йăтса кашни киле ăмăртмалла хаçат-журнал валеçнĕ.

- Ах, ача-пăча тени чупсах ĕçлет çав вăл, маттурсем, - тесе мăнукĕсене кучченеçпе хавхалантарнă Аполли аппа.

Çемьере - «çĕнĕ кайăксем»

Çапла пурнăç вĕресе тăнă. Сисмесĕ-рех çул хыççăн çул иртнĕ те... Макаровсен тĕпренчĕкĕсем çитĕнсе ашшĕ-амăш килĕн-чен тухса кайнă. Унччен çуртра хаваслă ача сасси янăранă пулсан, пÿрт сасартăках кичемленнĕ. Владимир Алексеевичпа Юлия Васильевна иккĕшех килĕнче кун-кунлама тытăннă.

Канмалли кунсенче ачисем килсех çÿ-ренĕ, яланхиллех аслисене пулăшса хăварнă. Пĕррехинче вара кил хуçи тĕлĕнмелле калаçу пуçарнă.

- Юля, пирĕн усрава ача илмелле мар-ши? Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсем çунат айĕнчен вĕçсе тухса кайрĕç вĕт. Пÿрте кĕрес килмест. Унта ытла тунсăх, - чун пăшăрханăвне пĕрле пайланă хайхискер.

Мăшăрĕ ун çине кăн! пăхнă. Ассăн сывланă та хăй шухăшне пĕлтернĕ.

- Пилĕк ача пăхса пĕр канăç курмарăм. Ларса канаймарăм, тăраниччен çывăраймарăм. Халĕ кăштах канас килет. Ара, хамăр ачасем килсех çÿреççĕ-çке, çитменнине мăнуксем те пур, - хирĕçленĕ хĕрарăм самантрах.

- Сана ăнланатăп-ха... Пурнăç тени такăр сукмакпа чупасси мар. Çапах илмеллех пирĕн ача. Ывăл мар, хĕрпĕрчи пултăрччĕ. Çак çĕр çинче пĕр чуна та пулин йывăрлăхран хăтарса ырă пурнăç парнелесчĕ. Пĕр тĕпренчĕк валли эпир çăкăр, пылак çимĕç туянаймастпăр-и, апат пĕçерме çĕрулми туса илейместпĕр-и? Чей ĕçме те пылĕ пур. Уншăн чун-чĕререн тăрăшăпăр. Ятарлă пÿлĕм те хатĕр авă, анчах... ачи çеç çук, - çаплах калаçнă вăл пĕр чарăнми.

Владимир Алексеевич çав-çавах тăлăх ачасене хĕрхенмелли, вĕсене май пур таран пулăшмалли пирки пупленĕ. Ир те, каç та, сĕтел хушшине апата ларсан та... Икĕ çул иртсен Юлия Васильевна кун пирки ачисемпе канашланă, лешсем пĕрре те хирĕç пулман. «Эпир савăнатпăр çеç. Пире шăллăм е йăмăк пулни пĕрре те кансĕрлемест. Çемье пысăкланни япăх-и вара вăл?» - тенĕ хавхалантарса. Çав тери савăннă кил хуçи. Канăçне йăлтах çухатнăскер мăшăрне интерната кайма васкатнă.

Куславккари интерната кĕрсенех Макаровсен умĕнчен пĕчĕк те çав тери имшеркке хĕрача чупса иртнĕ.

- Эх, пире çакăн пекки пулсан юратчĕ те... Ăна эпир сăпкари пек ÿстернĕ пулăттăмăр, - хăпартланнă сасартăках Владимир Алексеевич.

...Макаровсене ача суйлама пĕрремĕш класа илсе кĕнĕ, çук, чуна килĕшекеннине курман вĕсем. Иккĕмĕшсем патĕнчен те шăппăн çеç алăка хупса тухнă. Шкула кайма хатĕрленекен ушкăнра хайхи коридорпа чупакан начаркка хĕрпĕрчине асăрхасан Владимир Алексеевичăн куçĕ сасартăках çиçме тытăннă.

- Ку ача пирĕн пулать! - тенĕ çирĕп-летсех.

... Кăштахран интернатра икĕ уйăх пурăнакан Маша Коневăна Макаровсем килне илсе кайнă. Çиччĕри пепке лĕпĕш пек çăмăл пулнă, вунултă кило çеç тайнă. Урама уçăлма тухсан та утнă çĕртех тÿне-тÿне кайнă...

Тĕлĕкре вара ялан чуна ыраттармалла кăшкăрнă:

- Анне, ан хĕне!!!

Ачана нумай япалана вĕрентнĕ, хăнăхтарнă Макаровсем. Апат çиме, вулама-çырма, уроксем тума... Час-час чирленине пула сывлăхне çирĕплетме санаторисемпе лагерьсене те темиçе хутчен янă. Шкулта та аван вĕренме тытăннă хĕрача... «4» тата «5» паллă илсе ашшĕ-амăшне савăнтарнă.

Икĕ çул иртсен Макаровсем патне Куславккаран каллех шăнкăравланă.

- Реабилитаци центрĕнче пурăнакан Максимпа Кристина Богдановсемшĕн чун ыратать. Вĕсене кĕçех кунтан куçараççĕ. Манăн вĕсене пĕрре те интерната ярас килмест, ытла лайăх ачасем-çке. Тен, пĕртăвансене эсир хăвăр хÿттĕре илетĕр? - тенĕ воспитательница.

Çак калаçу хыççăн Макаровсем каллех Куславккана çул тытнă... Ĕнтĕ Богдановсем те Сĕнтĕрвăрри тăрăхне пурăнма куçнă. Куншăн Маша та çав тери савăннă. Пурте атте-анне тесе чĕнме тытăннă Макаровсене. Машăпа Максим малтан пĕр класра вĕреннĕ, кайран арçын ача кадет ушкăнĕн-че пĕлÿ илме тытăннă. Туслă çитĕннĕ ачасем, пĕр-пĕриншĕн кар тăнă. Килĕштерсе пилĕк çул пурăннă хыççăн Максимпа Кристинăна тăван аппăшĕ илме килнĕ. Арçын ача самантрах куççульленнĕ. «Анне-атте, манăн ниçта та каяс килмест!» - ĕсĕкленĕ куççульне шăла-шăла.

Чунĕсем ыратнă Макаровсен, анчах ачасен аппăшне хирĕçлеме пултарайман. Пÿрт пушанса юлнă. Кил хуçипе мăшăрĕ кăна мар, Маша та тунсăха путнă...

Паян Маша Октябрьски шкулĕн тăх-хăрмĕш класĕнче вĕренет. Экзаменсене тăрăшса хатĕрленет.

- Маша ку çулхине хулана тухса каятăп терĕ те... йăлтах кулянса ÿкрĕмĕр. Ара, ача-çке вăл. Унта вĕреннĕ çĕрте темле çамрăк та пулĕ... Хĕрĕме кÿрентерчĕç пулсан? Нумай пулмасть Маша: «Анне, ан пăшăрхан-ха, тепĕр икĕ çул хамăр шкултах вĕренетĕп. Шухăша улăштартăм ĕнтĕ. Сире те пăрахса хăварас килмест», - терĕ те мĕн тери хĕпĕртерĕмĕр. Нăйкăшакан чĕрем те лăпланчĕ. Апла тата кăштах пĕрле пурăнатпăр-ха. Пĕлÿ çур- тĕнче çав тери килĕшет ăна. Килес çул вара вуннăмĕш кадет класне çÿресшĕн. Çавăнпа халех кадетсемпе юрлама, ташлама çÿрет. Вĕсен хитре уттине курса тĕлĕнет. Максим та шăнкăравласах тăрать. Халĕ те пире атте-анне тесе чĕнет. Эх, хĕр чухне мăшăрăм пирки: «Ах, ку хура çынна кам юраттăр?» - тени аса килет те... хамран хам тĕлĕнсе кулатăп. Ара, манăн мăшăр ĕçчен те ырă кăмăллă. Халĕ ăна авă пурте юрататпăр. Унран хаклă çын çук пирĕншĕн, - терĕ Юлия Васильевна.

Канмалли кун ачисемпе мăнукĕсем тăван киле пуçтарăнсан хĕпĕртеççĕ Макаровсем. Максимпа Кристина пирки те манмаççĕ вара, скайппа чунĕсем туличченех пуплеççĕ. Çирĕп çемье халĕ те унчченхи туслăха упрать.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Çатракасси.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.