«Пирĕн вăй – чĕлхере, сăмахра...»
Нумаях пулмасть Вĕренÿ институтĕн-че тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок-2015» виççĕмĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш шкулĕнчен хĕрĕх тата вырăс шкулĕнчен тăхăр учитель хутшăнчĕ. Хăйсен материалне Красноармейски, Сĕнтĕр- вăрри, Тутар Республикин Аксу районĕ- сенчен пĕрер, Муркаш районĕнчен тăхăр, Тăвай, Елчĕк, Етĕрне, Йĕпреç, Канаш районĕсенчен виçшер, Куславкка, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен икшер, Шупашкар районĕнчен пĕр çын ярса панă. Хула шкулĕ- сенчен: Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкартан ултă, Канашран икĕ, Куславккаран пĕр учитель хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕ- сем пулчĕç.
Фестивале институт проректорĕ А.Р.Кульева уçрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С.Егорова та вĕрентекенсене саламларĕ, тăван чĕлхемĕр малашлăхĕ çинчен шухăшламаллине те асăрхаттарчĕ:
- Тăван чĕлхе çĕр çинче упранса юласси - пирĕн тивĕç, - терĕ вăл. - Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне пурте хутшăнăпăр. Эпир - филологсем. Пирĕн вăй - чĕлхере, сăмахра.
Пурĕ çирĕм тăхăр учитель ăсталăх урокĕ кăтартса пачĕ, харпăр хăйĕн опычĕ-пе паллаштарчĕ. Чи малтанах, çĕнтерме мар, пĕр-пĕринчен тĕслĕх илме килнĕ-çке вĕсем.
Галина Петровна Васильева Тăвай районĕнчи Йăнтăрчă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Çак фестивальте вăл «Иртни хыçа юлать, малашлăх шухăшлаттарать» темăпа литература урокĕ ирттерчĕ. Кашни ачана хускатма ăнтăлаканскер вĕсене час-часах: «Айăпа кĕтĕн пулсассăн еплерех каçару ыйтмалла-ши?» - евĕр ыйтусемпе ĕçлеттерет. Сюжетлă ÿкерчĕксем тăвасси те вĕренекенсене майĕпен-майĕпен проект ĕçĕсене хăнăхтарать. Паллах, технологисем аталанни вĕрентекене те пурнăçпа тан утса пыма хистет. Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Александр Марсович Степанов урока пултарулăх лаççи пек йĕркеленĕ. Çапла майпа вăл кашни ачана хăйĕн талантне уçма пулăшать. Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс шкулĕнчен килнĕ Ольга Васильевна Маркова «Нарспи çĕршывне» йыхравларĕ, илемлĕ кĕвĕ вĕрентекенĕн кашни сăмахне тарăнрах ăнланма май парать.
Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕн вĕрентекенĕ Надежда Валерьяновна Серебряковăн урокĕ те хăйне евĕрлĕ. Ачасем 45 минут хушшинче ултă урок витĕр тухаççĕ: эстафета (пĕр-пĕрне ыйту парса ĕçлесси), математика (хисеп ячĕсемпе ĕçлесси), суйлав диктанчĕ, куçа кантармалли зарядка, вырăс чĕлхи (танлаштарасси), информатитка (тест ыйтăвĕсемпе ĕçлесси).
- Пирĕн шкула вырăс ачисем те çÿреççĕ, - каласа парать Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕнчен килнĕ Татьяна Михайловна Майорова. - Малтан вĕсем тăтăшах: «Пире чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» - тетчĕç. Халь кун пек ыйтăва пачах илтместĕп, пурте тăрăшса, кăсăкланса вĕренеççĕ.
Маттур вĕрентекен «Нарспи» поэма сыпăкĕсене чăвашла çеç мар, вырăсла тата акăлчанла та вулаттарать иккен. Куçарусемпе паллашнă хыççăн вара хăшĕ-пĕри: «Ку поэмăна чăвашлах вуламалла, ун пек илемлĕрех янăрать», - тет. Тăван чĕлхене ытларах юратасси шăпах ыттисемпе танлаштарнă хыççăн вăйланать те.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрен-текенсен «Уçă урок» виççĕмĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:
Вырăс шкулĕсенчен:
1-мĕш вырăн - Алена Андреевна ЯДРИЦОВА (Йĕпреç районĕ, 2-мĕш вăтам шкул);
2-мĕш вырăн - Валентина Павловна ЕФИМОВА (Куславкка районĕ, 3-мĕш вăтам шкул);
3-мĕш вырăн - Любовь Васильевна КУДРЯВЦЕВА (Шупашкар, 19-мĕш шкул).
Чăваш шкулĕсенче:
1-мĕш вырăн - Надежда Валериановна СЕРЕБРЯКОВА (Етĕрне районĕ, Палтай шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Татьяна Михайловна МАЙОРОВА (Муркаш районĕ, Шомик шкулĕ); Валентина Михайловна ИВАНОВА (Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ); Александр Марсович СТЕПАНОВ (Муркаш районĕ, Калайкасси шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Надежда Ивановна МОРОЗОВА (Куславкка районĕ, Елчĕк шкулĕ); Ольга Александровна ВИШНЕВА (Муркаш районĕ, Шатракасси шкулĕ); Татьяна Анатольевна ВАСИЛЬЕВА (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Октябрьски шкулĕ).
Малашне фестивале çĕнтерÿçĕ районĕн-че ирттерме сĕнÿ пулчĕ. Эппин, çитес çул вĕрентекенсем хăйсен урокĕсене Етĕрне районĕнче кăтартĕç.
Комментировать