Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
«Шкулти чи пĕлтерĕшлĕ пулăм, чи пысăк ăс паракан япала, вĕренекеншĕн чи чĕрĕ тĕслĕх вăл - вĕрентекен хăй», - тенĕ паллă нимĕç педагогĕ Адольф Дистервег. Чăнах та, вĕрентекен пирĕн-шĕн мĕн тери пысăк ĕç тунине яланах хакламастпăр та вĕт. Вăл вара хĕрĕх пилĕк минут пыракан урока ирттерессишĕн те мĕн чухлĕ вăй хурать, пĕлĕве ачасем патне илсе çитерес тесе тем те пĕр шухăшласа кăларать.
Февралĕн 26-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн акт залĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» саккăрмĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта район тапхăрĕнче çĕнтернĕ тăхăр учитель хутшăнчĕ. Вĕсене саламлама Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ З.Н.Степанова, Вĕрентÿ институчĕн проректорĕ А.Р.Кульева, Чăваш Республикинчи тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Г.Л.Никифоров тата Вĕренÿ институчĕн доценчĕ сăмах илчĕç.
Конкурса хутшăнакансем хăйсен ăсталăхне «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» презентацире, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе çырса тата ăсталăх урокĕнче кăтартрĕç.
Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕн вĕрентекенне çитекен пулмарĕ, Эльвира Николаевна ШЕРКИ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Эльвира Николаевнăн ыттисенчен урăхларах хушамачĕ çинчен каласа хăвармасăр та май çук.
- Манăн хушаматăм чăн чăвашла янăрать. Вырăсла ăна «Львова» тесе куçарма пулĕ. Иран чĕлхинчи «шер» (арăслан) сăмах çумне -ки аффикс хушăннипе пулса кайнă, - çапла ăнлантарчĕ пултаруллă вĕрентекен.
Педагог ĕçне суйласа илсенех вăл çак ĕç кăткăслăхне тата яваплăхне туйса илнĕ.
- Кунсерен ĕçе васканă май час-часах хамăн вĕрентекенĕмсене аса илетĕп. Вĕсен ĕçне, пĕлĕвне, тăрăшулăхне кура эпĕ те паян ачасене тарăн пĕлÿ паракансен йышĕнче. Шкулти кашни кун пĕр- пĕринчен уйрăлса тăрать, пĕр кунĕ те теприн пек иртмест», - шухăша яраççĕ Эльвира Николаевна çырнă эссери йĕркесем.
Ăсталăх урокĕнче пултаруллă вĕрен-текен ачасене темăпа епле кăсăклантарса яма пултарнине, урокра ĕçлес хастарлăхне епле ÿстерме пулнине, вĕренĕве вăйăпа çыхăнтарни темăна çăмăллăнрах ăса хывма пулăшнине кăтартса пачĕ. «Вĕренекенсем» доска çинче кăтартнă «пÿлĕме» хаваспах «сĕтел-пуканпа» илемлетрĕç, мечĕк пулăшнипе ыйту-хурав меслечĕпе те аван ĕçлерĕç.
Çак конкурсрах «Тетте» журнал редакцийĕ те пулчĕ. Тÿрремĕнех ан ăнланăр, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Геннадьевна Петрова урока çапла кăсăклă йĕркеленĕ-çке.
- Паян эпĕ сирĕн умра вĕрентекен мар, «Тетте» журнал редакторĕ. Эсир вара - çак журнала ĕçе вырнаçма килнĕ-скерсем, - терĕ вăл «вĕренекенсене».
Чи кăсăкли, урокри темăсене журналти рубрикăсем пек йĕркелеме пулать иккен. Кашни тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухакан «смайлика» тивĕçет. Урок вĕçĕнче вĕрентекен кам чи нумай «смайлик» пухнине кура пай редакторĕпе унăн пулăшаканне палăртать.
Светлана Вячеславовна Тяхмусова вара урокра тухья тата калпак пирки калаçу йĕркелерĕ. Калпакĕ эпир лавккара туянма хăнăхнăскер мар, Шăмăршă тăрăхĕнчи чăваш хĕрĕсем тухья çийĕн тăхăнаканни. Ăна та ахаль кун мар, мăшăр шыранă чухне тăхăнмалла иккен.
- Чăваш тумĕ тăхăннă чухне эпир чылай чухне пĕлтерĕшĕ пирки шухăша каймастпăр та, çавăнпа çакăн пек уроксене ирттерни усăллă, - терĕ Светлана Вячеславовна.
Вĕрентекенсем хатĕрленĕ ăсталăх урокĕсем питĕ кăсăклă та хаваслă иртрĕç. Шкул ачисен сăнарне калăпланă студентсене те тав тумалла.
Çапла вара тĕрлĕ номинацире çак вĕрентекенсем çĕнтерчĕç:
Надежда Михайловна АЛБУТОВА (Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь шкулĕ) - «Ăсталăх урокĕшĕн»*
Марина Васильевна ТОКАРЕВА (Етĕрне районĕ, Чирĕккасси шкулĕ) - «Ырăлăх çăлкуçĕ»*
Алина Геннадьевна ПЕТРОВА (Элĕк районĕ, Чăваш Сурăм шкулĕ) - «Çĕнĕлĕхлĕ вĕрентекен»*
Светлана Михайловна НАЗАРОВА (Красноармейски районĕ, Мăн Шетмĕ шкулĕ) - «Илемлĕ вулав ăсти»*
Альбина Николаевна ЕФИМОВА (Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ) - «Ăспаруçă-вĕрентекен»*
Раиса Николаевна ЕРМОШКИНА (Вăрнар районĕ, Уравăш шкулĕ) - «Манăн педагогикăри тĕнчекурăм»*
Алевтина Афанасьевна ИВАНОВА (Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа) - «Тĕпчевçĕ-вĕрентекен»*
Светлана Вячеславовна ТЯХМУСОВА (Шупашкар, 43-мĕш шкул) - «Презентаци».
Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕренÿ пайĕн ертÿçи В.В.Бычков саламларĕ. Э.Н.Шеркие вăл компьютер техникине туянма май паракан сертификатпа чысларĕ.
Ачасем, вĕрентекенсен ĕçне хисеплĕр, вĕсен кашни сăмахне ăса хывса çитĕнÿ туса савăнтарăр. Эпир пурнăçра хамăр вырăна тупсан вĕсем те пирĕншĕн атте-анне пекех савăнаççĕ. Этемлĕх аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те вĕрентекенсем пулнă, пур, пулаççĕ те.
Комментировать