Пĕчĕк пациентсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшать

4 Мар, 2015

Республикăн стоматологи поликлиникинче пĕчĕк пациентсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ, вĕсене шăла упрама, тĕрĕс пăхма вĕрентес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Паллах, мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухсан ачана вăхăтра пулăшни те пысăк вырăн йышăнать. Поликлиникăри специалистсем ку енĕпе питĕ яваплă. Çак шутра ача-пăча стоматологне Ольга Мясниковăна та палăртмалла. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Ольга Владимировна - пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.