АНГИНА ПАРĂНАТЬ
Палан çырли. Тин вĕренĕ 1 литр шыва 1 стакан палан ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Унтан кăштах сивĕтмелле те сăрăхтармалла, тĕпĕнче юлнине пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв тата 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла.
Шĕвеке кашни сехетре пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Ангинăран тĕпĕ-йĕрĕпех хăтăлма ăна 3-4 кун ĕçсен лайăх. Шăнтнă паланпа та усă курма юрать.
Сухан. Вĕтетнĕ чĕрĕ суханран çур стакан сĕткен юхтармалла, икĕ апат кашăкĕ пыл хушса ирĕличчен пăтратмалла. Çак хутăша тĕплĕн тата хăвăрт ыратакан карланка сĕрмелле. Кунне 2-3 хут сываличченех сипленмелле.
Пыллă горчичник. Çакăнпа пĕр вăхăтрах тепĕр тĕрлĕ меслетпе усă курмалла. Икĕ горчичника сухан сĕткенĕпе пыл хутăшĕнче йĕпетмелле, ура тĕпĕсем çине хурса çирĕплетмелле, çăм пусмапа чĕркемелле. 1 сехетрен илмелле. Процедурăна талăкра пĕрре тумалла.
Комментировать