«Ылтăнпа» тÿлетпĕр...

3 Мар, 2015

Январĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла Куславккара урамра çак хулара пурăнакан пенсионер патне пĕр хĕрарăм пынă, пулăшу ыйтнă. Хăйсем инçетрен килни пирки каланă, вĕсен автомашинине полици сотрудникĕсем чарнă та штрафплощадкăна лартнă имĕш...

Ватă çын унăн сăмахне тимлĕ итленине, хăйне шелленине туйнă пулинех - палламан хĕрарăм арçынран 50 пин тенкĕ кивçен ыйтнă. Штраф тÿлеме кирлĕ-мĕн. Салук вырăнне хăйĕн ылтăн япалисене сĕннĕ. Вăл кĕсйинчен вăчăра, икĕ çĕрĕ, сулă тата хăлха çакки кăларнă.

Çулланнăскерĕн куçĕ лайăхах курмасть - сарă металран тунă япаласем ылтăн пекех курăннă. Арçын килĕнчен 58 пин тенкĕ илсе тухса панă. Хĕрарăм укçана пĕр-икĕ сехетренех тавăрса пама шантарнă. Унăн ылтăн япалисем чăннипе чылай хаклăрах-мĕн, çавăнпа та хăрама кирлĕ мар... Суйнă çав: ылтăн мар - ахаль бижутери кăна пулнă, йÿнни. Хăйĕн «мулне» илме хĕрарăм, паллах, таврăнман. Полицейскисем унăн фотороботне те ÿкереймен - 82 çулти ватă ултавçă сăнне йĕркеллĕ курса-астуса юлайман. Хĕрарăма шыраççĕ.

Пĕр эрне маларах вара Етĕрнере 85-ри кинемей шăнман пăр çине ларса юлнă. Сценарийĕ çÿлерех паллаштарни евĕрех. Çак тĕслĕхре те палламан хĕрарăм ватă çынна хăйсем ютран килни, вĕсене полици тытса чарни пирки каланă. Карчăк ăна хĕрхеннĕ, «штрафа» татмашкăн 50 пин тенкĕ тыттарса янă. Тĕксĕмрех сăнлă хĕрарăмăн паллисем вара - Куславккара мучине улталаса хăварнăскерĕнни пекех. Ку тĕслĕхре те «хăна» «ылтăн» япаласем парса хăварнă, вăл та çав пурлăха илме каялла таврăнман.

Çакнашкал ултав тĕслĕхĕсем, шел те, пайтах. Анчах ултавçăсем арестленĕ автомобильшĕн тÿлемелле тесе чееленни халиччен пулманччĕ-тĕр. Унччен çынна шанакан ватăсене хăйсен чирлĕ тăванĕсене пĕр тăхтамасăр операци тумалла тесе çавăратчĕç. Çавăнпа та сирĕн ватă тăванăрсем пур тăк - вĕсене ултавран сыхланмалли пирки асăрхаттарма ан ÿркенĕр.

Уголовлă шырав оперативникĕсем автомобилистсене тимлĕ пулма сĕнеççĕ: ытларах чухне çакнашкал ултавлă ĕçсемпе «гастролерсем», Раççейĕн ытти регионĕнчен килнĕскерсем, аппаланаççĕ. Çавăнпа та халиччен ку тăрăхра курман çынсем тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралсан полицие пĕлтерĕр. Тен, шăпах сирĕн телефон шăнкăравĕ преступниксене тытса чарма, ватăсене пысăк çухатуран упраса хăварма пулăшĕ.

Ольга АНДРИЯНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.