Килти пек кăмăлпа
Мурманск облаçĕнчи йăхташсен "Чăваш хутлăхĕ" культура обществи иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Унта облаçри кашни районти тата çар службинче тăракан ентешсем - пурĕ 96 делегат - хутшăннă.
Уява килти пек йĕркелеме тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ. Зала чăваш эрешĕсемпе хăтлăн, кăмăллăн илемлетнĕ, наци апачĕ хатĕрленĕ. "Ентешсем кунта хăйсене яланах хăтлă, килти пек туйччăр тесе мĕн тума пултарнине пурнăçларăмăр", - терĕ ĕçлĕ калаçăва пуçарса Чăваш культура обществин заместителĕ тата хулари Чăваш суту-илÿ çурчĕн хуçи Валерий Осипов.
Общество ертÿçи Валериан Гаврилов тунă доклад пурне те тивĕçтерчĕ. Кунта пухăннисем пурте тенĕ пекех асăннă мероприятисене хутшăннă, мĕн туни пĕтĕмпех - куç умĕнче. Чи хастаррисене "Чăваш хутлăхĕ" обществăн Хисеп грамотипе тата Валери Туркайпа Юхма Мишшин кĕнекисене парса чысларĕç. Сăмах май, Валери Туркай хăй кунта 1995 çулта Чăваш обществи чăмăртаннă ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннăччĕ. "Шупашкар" ООО генеральнăй директорĕ Дмитрий Осипов йăхташсене "АККОНД" пылакĕпе тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тутлă çимĕçĕпе сăйларĕ.
Мончегорск районĕнчи чăвашсен "Тăван" ансамблĕ тăван халăхăн тата паянхи чăваш композиторĕсен юррисене шăрантарчĕ. Тин çеç чăмăртаннă "Акатуй" ушкăнăн та /ертÿçи Петр Кондратьев - "Петр Великий" ТАКРăн аслă мичманĕ, вăл Елчĕк районĕнчен/ пултарулăхĕ те пурне те килĕшрĕ.
"Чăваш хутлăхĕ" ЧКО Канашĕ ячĕпе "Ядрин" гварди тральщикĕн командованийĕнчен Сергей Тимофеев /Етĕрне хули/, "Петр Великий" ТАКРăн аслă мичманĕ Сергей Иванов, ыттисем сăмах каларĕç.
Валентина БОРИСОВА.
Сергей ОСИПОВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать