Асăрхама пĕлекене пур çĕрте те тĕлĕнтермĕш кĕтет
Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тĕлĕнмелле интереслĕ те ырă кĕнеке кун çути курчĕ. «Воробьиный юг. Çерçи кăнтăрĕ» ятлă вăл. 1000 экземплярлă тиражпа тухнăскерĕн авторĕ - Лев Кадкин, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Светлана Кангина. Кăларăм ятĕнченех сисрĕр ахăртнех: вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ. Чăвашла куçараканĕ - Юрий Сементер. Текст вырăсла та, чăвашла та яка вуланать.
Кĕнекене çичĕ хайлав кĕнĕ: «Пăшатан хÿре», «Инкубатор чĕппи», «Çерçи кăнтăрĕ», «Упапа кăткăсем», «Ăслă кашкăр», «Тÿрлетейми йăнăш», «Кашнин хăйĕн мунчи». Мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха вĕсене/ Чи малтанах, тăван тавралăха юратни, унăн илемне, хăйнеевĕрлĕхне асăрхама пĕлни тата, паллах, авторпа тăлмачăн сăнарлă чĕлхи. Пуш параппан çапнă пек ан пултăр ĕнтĕ. Курăмлă тĕслĕх илсе парăпăр. «А так как каждый воробей считал только себя достойным звания вожака, то, само собой разумеется, он хотел, чтобы выбрали только его. Хотя ни один из них не имел никакого понятия, где север, а где юг. Но зато все хорошо знали, где находится колхозная конюшня, и где там стоят кормушки для лошадей», - вулатпăр «Çерçи кăнтăрĕ» юмахра.
Асăннă сыпăках чăвашла çапла янăрать: «Кашни çерçи хăйне ыттисем хушшинче чи лайăххи тесе шутланă, ертÿçĕ пулма никама та мар, хăйне суйласси пирки шухăшланă. Анчах вĕсенчен пĕри те кăнтăрпа çурçĕр ăçта вырнаçнине те тĕлленмен. Колхозăн лаша вити хăш вырăнта ларнине, сĕлĕ валашки ăçтине вара кашниех лайăх чухланă».
Çав хушăрах кашни калав-юмах мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать, хăйне çеç тивĕçлĕ ыйтăва хускатса ăна татса памалли çул-йĕре шырама хистет. «Пăшатан хÿре» юмахри сăнарсен - йытă, кушак тата шăши - тыткаларăшĕпе кăмăлне тĕрĕс те ăста уçса парать çыравçă. Ниепле те пĕр чĕлхе тупаймаççĕ-çке-ха вĕсем. Ĕмĕрхи вăййа тăсаççĕ: кушакĕ шăши хыççăн вирхĕнет, йытти вара мăрмăра тустарасшăн. Шăши пĕчĕк пулин те, вăр-вар, хăйне пурăнмалăх ăсĕ те çителĕклĕ унăн. Çĕнĕ юр çийĕн хăй чи малтан йĕр хывнине этеме çав тери пĕлтерес килсен те шарламасть вăл. «...шăпи çапла куçа курăнмасăр пурăнмалла тунă та - çырлахмах тивет ĕнтĕ», - тет вĕтĕркке.
Ачасем, сирĕн шутпа, чи чее чĕр чун тилĕ-и/ Эпĕ те ку таранччен çапла шухăшланă. Çук, иккен, унран чеереххи те пур. Мĕн-ши тетĕр ахăртнех. Эсир, тен, ĕненмĕр те, анчах вăл - Инкубатор чĕппи. Тилĕ тяппине çакланнăскер ун тыткăнĕнчен хăтăлса тухать кăна та мар, кĕлте хÿреллин сехрине самаях хăпартать. Мĕнле майпа-ши/ Пĕтĕм вăрттăнлăха уçса памăп ĕнтĕ. Ку ыйту хуравне «Инкубатор чĕппи» юмахра шырăр. Çула май тепĕр ыйтăва та татса пама пултаратăр. Упаран вăйлăрах чĕр чунсем те пур тет. Камсем е мĕнсем-ши вĕсем/ Чи тавçăруллисемпе маттуррисем çеç пĕлеççĕ куна. Тантăшăмăрсем, эсир шăпах çавăн пек ачасем вĕт-ха.
«Ăслă кашкăр» юмах жанрĕпе ытларах ытарлă халап ?притча% енне туртăнать-тĕр. Пурнăç курнă ватă кашкăрпа каппайчăк çамрăк ертÿçĕ сăнарĕсем урлă вулакан патне пĕтĕмлетÿллĕ, пысăк пĕлтерĕш- лĕ шухăш çитерет автор. Ăна ăслă кашкăр сăмахĕ-сенче вулаятпăр: «Çĕнтерÿ тени вăл çĕнтернĕ çĕрте кăна мар. Тепĕр чухне ăслăн каялла чакнине те çĕнтерÿ теме пулать. Ертÿçĕ пирки калас тăк, унăн тивĕçĕ хăйĕн вăйне кăтартассинче мар, куçа курăнман чăрмава чунĕпе туйса илессинче».
«Тÿрлетейми йăнăш» калав çивĕч ыйтусем хускатать: çыннăн хăйне çут çанталăк патши пек тытма ирĕк пур-и, самантлăх киленÿшĕн вĕçен кайăкпа чĕрчун тĕнчине сăтăр кÿнине каçарма пулать-и, ирĕклĕх тени этемшĕн кăна хаклă-и, пур йăнăша та тÿрлетме пулать-и/.. Шухăша яракан, чĕрене ыраттаракан самантсем те пайтах ку хайлавра.
«Кашнин хăйĕн мунчи» калав кайăксен пурнăçне тишкерÿллĕн пăхма, тимлĕ пулма, сăнама вĕрентет. Курма тата вак-тĕвекре те пысăк пĕлтерĕш асăрхама пĕлекене вара пур çĕрте те тĕлĕнтермĕш кĕтет.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Комментировать