Космос карапĕ уçлăха вĕçнине курнă

25 Фев, 2015

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче Байконур космодромра "Союз-У" ракета-носитель старт илсе Пĕтĕм тĕнчери космос станцине кирлĕ япаласем - топливо, апат-çимĕç, биологи эксперименчĕсем, çавăн пекех космонавтсем валли тăванĕсенчен посылкăсем илсе çитернĕ.

Космос карапĕн вĕçевĕн малтанхи саманчĕсене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пуçарăвĕпе Самар облаçĕнче иртнĕ "iВолга-2014" çамрăксен форумĕнче палăрнă хĕрсемпе каччăсем сăнанă. "iВолга-2014" çĕнтерÿçисене Байконур космодрома форумăн тĕп партнерĕсенчен пĕри - "Прогресс" ракета-космос центрĕ" АУО - тăрăшнипе тата федерацин Космос агентстви пулăшнипе илсе кайнă.

Атăлçи округĕн 10 регионĕнчи çамрăксем малтанах Байконур музейĕсенче пулса Раççей космонавтикин аталанăвĕн историйĕпе, Байконур космодромăн строительствипе тата хула еплерех аталанса пынипе паллашнă.

Тепĕр кун вĕсене стартчен 20 минут маларах пăхмалли площадкăна илсе килнĕ. Хăйсем каласа кăтартнă тăрăх - каяллахи шутлав пуçлансан пурте сывлама чарăннă. Чи хумхануллă самант пулнă ку. Унтан тавралăх çап-çутă пулса тăнă, хăлхана шав хупласа лартнă. Ракета сывлăша çĕкленнĕ те кăштахранах пĕлĕтсем хыçĕнче çухалнă, хăй хыççăн сывлăша чĕтретекен сасă çеç хăварнă.

"iВолга" форума хутшăннă Мария Цуканова /Самара/ хăйĕн кăмăл-туйăмне çапла палăртать: "Эпир икĕ куна питĕ кăсăклă ирттертĕмĕр. Космос карапĕ вĕçсе кайнин çав темиçе çеккунчĕ яланлăхах асăмра юлĕ. Ахăртнех, кун пекки пурнăçра пĕрре çеç пулать!"

Байконурта Шупашкартан Никита Веселов пулнă. Вăл "iВолга" форума "Гражданин" ăс-тăн вăййин проекчĕпе хутшăннă. Ку - социаллă проект, вăл РФ Конституцийĕн тĕп положенийĕсене тата суйлав правин нормисене вăйă мелĕпе асра хăварма вĕрентессипе çыхăннă. Ăна 2015 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă та ĕнтĕ. Вăййа пĕрремĕш хут февралĕн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче ирттернĕ, иккĕмĕш хут - февралĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти 5-мĕш гимназире. Март тата апрель уйăхĕсенче проекта хулари пĕтĕм шкул хутшăнĕ, май уйăхĕнче "Гражданин" вăййа вузсемпе ссузсенче йĕркелĕç.

И.НИКОЛАЕВА

Рубрика: