Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?

25 Фев, 2015

Хуравĕ татăклă та уçăмлă пултăр тесен, паллах, ыйтăвĕн те кĕске те витĕмлĕ пулмалла. "Литература çулталăкне мĕнле кĕнекепе пуçларăр?" тесе тĕпчеме каярах юлнă пек... "Вулама юрататăр-и?" тесе тилмĕрни айванрах та ача-пăчалларах пек. Пурне те килĕшмелле янракан "Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?" ыйту патне çитсе тухсан вара тепĕр кĕтмен "чăрмав" сиксе тухрĕ... Ара, ку ăнсăртран кĕмсĕрт шухăшласа тупнăскер мар вĕт-ха! Сергей Павлов 20 çула яхăн янраттаракан "Пур-и юрату?" юрăран. Çавăнпа та ку каларăшпа усă курма "Юратусăр пурнăç тунсăх та кичем" сăмахсен авторĕнчен Нина Изедеркинăран ирĕк илтĕмĕр. Вара "Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?" философиллĕ ыйтăва тулли те таса кăмăлпа пĕтĕм Республика тата Чăваш тĕнчи умне кăлартăмăр.

Вадим ЕФИМОВ, Чăваш Республикин культура министрĕ:

Чăнах та, этем пурнăçĕ кĕнекесĕр питĕ тунсăх та кичем.

Мĕн ĕмĕртен чăваш халăхĕ вулама тата çырăва вĕренме туртăннă. Çынсем хăйсен ĕç-пĕлĕвне аталантарассине кĕнеке витĕр курнă. Паянхи кун та пурнăçăн ку йăла-йĕрки пирĕн пурнăçра çухалман-ха. Кĕнеке пурпĕрех халăхăн ăс-тăн тĕнчипе культурине аталантаракан чи шанчăклă никĕсĕ шутланса тăрать. Çакна тата çирĕпрех палăртас тĕлĕшпе кăçалхи çула пирĕн çĕршывра литературăна халалланă.

Кĕнекене юратма вĕренес пулать, мĕншĕн тесен вулама ÿркенекен вăл - кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен чухăн çын. Ман шутпа, этем пурнăçĕ çутта тухасси чи малтан кĕнекене хисеплеме пĕлнинчен килет.

Нина ИЗЕДЕРКИНА, сăвăç, А.Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ: Кĕнеке ытлашши нумай вулатăп тесе мухтанаймастăп. Пĕр-пĕр темăпа ыйту сиксе тухсан хамăр пурăннă çĕртен инçех мар вырнаçнă Маяковский ячĕллĕ библиотекăна кайса кирлĕ кĕнекене тупса илетĕп. Нумай вулама куç та вăйсăртарах. Почта ещĕкĕсене тÿлевсĕр тултаракан вырăсла хаçатсене паянхи кунран юлас мар тесе пăхкаласа тухатăп. Халиччен илтмен çĕнĕ сăмахсем чышса тултарма юратаççĕ унта çамрăк журналистсем. Словарьсенче те çуккисене. Ман сĕтел çинче вара словарьсем пиллĕк таранах. Уйрăмах Михаил Иванович Скворцовăн чăвашла-вырăсла словарĕ килĕшет. Эпир пĕлмен, усă курман мĕн чухлĕ сăмах унта! Хăшĕ-пĕрне сăвва кĕртсе ярсан халăх ăнланмасть те пуль тетĕп вара. Пирĕн тăван чĕлхе çав тери пуян, анчах та унпа хальхи саманара кирлĕ таран усă курманран чăвашăн тĕп чĕлхи çухалса пырать.

Анатолий МУЗЫКАНТОВ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Сувар" халăх ансамблĕн ертÿçи: Кĕнекесĕр пурнăç питĕ тунсăх. Ĕлĕк, ача чухне, каçăхса кайса вуланă. Чăваш литературине питĕ кăмăлланă. Вăрçă çинчен, фантастика вулама юратнă. Халĕ малти вырăнта - ĕç. Тата наци телевиденине курма, радио итлеме вăхăт нумай каять. Çапах та тăван аппа - Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан Валентина Тарават - çырнисене вулама май тупатăпах. "Вуламасан çисе ярать вăл пире", - тесе шÿтлетпĕр вара çемйипех. Чăннипе каласан, унăн сăввисем мана питĕ килĕшеççĕ. Прозăпа çырнисем те. Вĕсенче хама курнă пекех туйăнать тепĕр чух, мĕншĕн тесен çын ăçта тата мĕнле çемьере çуралса ÿснĕ - шухăш-кăмăлĕпе мĕн пурнăç тăршшĕпех çавăн тавра çÿрет. Çуралма эпир Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралнă, çемйипех вулама юратнă, ташша-юрра кăмăлланă.

Лидия ФИЛИППОВА /МИХАЙЛОВА/, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ: Кĕнеке манăн пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Атте хăй вăхăтĕнче Çеçпĕл ял тăрăхĕн библиотека заведующийĕ пулнă май мĕн пĕчĕкрен библиотекăран тухма пĕлмен эпĕ. Районтан килсе тăракан кĕнекесем чăн малтан ман витĕр тухнă тени те ÿстерсе калани мар. Тен, шăпах çав ачаран пыракан туртăм мана паян ытти çынсем валли тĕрлĕ литература хайлавĕ çырма хистет тесе те шухăшласа илетĕп тата хушăран.

Паян, тем пек ĕçлĕ пулсан та /сăмах май, кăçал 13-мĕш кĕнекене вулакан патне çитересшĕн/, кашни каç кĕнеке алла тытатăпах. Кăçал тата çакăн пек тĕллев лартрăм - тĕрлĕ лирика хайлавĕсем мар, политикăпа çыхăннă усăллă кĕнекесем вуламалла. Чăнах та, çĕнĕ çул пуçланнăранпа "Разговор с Владимиром Путиным" тата "Конфликты в Кремле" кĕнекесене питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм. Ĕçтешсен, чăваш çыравçисен, ĕçĕ-хĕлне те сăнасах тăратăп.

Ентешĕмсене çапла сĕнсе хăварас килет. Паянхи саккăрла çаптаракан саманара йывăрлăх тени çителĕклех. Кашнине чĕре çывăхне илсен, кашни пăтăрмах пирки пуçа ватсан ырă патне çитес çуках. Кĕнеке тĕнчи вара - урăх тĕнче, унти пурнăçпа пурăнма, унти сывлăшпа сывлама тытăнатăн та - пирĕн кулленхи пăтăрмахсем ниме те тăмаççĕ, кулăшла пек çеç. Эппин, туссем, литература хайлавĕсене алла илме пĕртте ан ÿркенĕр.

Юрий ФИЛИППОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи: Паллах, çапла. Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем. Мана уйрăмах Борис Чиндыков çырнисем, унăн пьесисем килĕшеççĕ, нумаях пулмасть вырăслисене те вуласа тухрăм. Александр Кăлканăн çак кунсенче паллашнă "Туй умĕн" пьеси питĕ хăйнеевĕрлĕ те лайăх пек туйăнчĕ.

Нина ГРИГОРЬЕВА, Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ: Хальхи çамрăксем кĕнеке вуламанни питĕ пысăк йăнăш. Илемлĕ литературăсăр наци те йĕркеллĕ аталанаймасть-çке! Эпир ача чухне питĕ нумай вуланă, çамрăк чухне те. Театрта вылянă спектакльсене кĕнеке вуласа та питĕ тĕплĕн тишкернĕ. Шолохова питĕ юратса вуланă. "Хура çăкăра" та, "Салампине" те, "Тутимĕре" те... Халĕ театрта Константин Иванов çинчен спектакль хатĕрлетпĕр, унта эпĕ те хутшăнатăп. Ячĕ малтанхи пек мар, урăхла - "Вĕри юнлă çемçе чун"... Юмăç Сетнер амăшне ывăлĕ пирки: "Панă ăна пÿлĕхçĕ вĕри юнпа çемçе чун. Пÿрнĕ ăна пÿлĕхçĕ кĕске ĕмĕр, йывăр кун", - тесе калать вĕт-ха. Çакăн тăрăх панă та çĕнĕ спектакль ятне.

Шел, халь эпĕ кĕнеке питĕ сайра вулатăп. Намăс та - алă çитмест, чир-чĕрсем те таптаса пыраççĕ. Хĕрĕм илсе килекен журналсене вулама кăмăллатăп. Акă, нумаях пулмасть Чехов, Маяковский çинчен çĕннине нумай вуласа пĕлтĕм. Эйнштейн физик çинчен те, Эйзенштейн режиссер çинчен те... Манăн мăшăр, Николай Данилович, кĕнеке нумай вулать, унран ыйтса пĕлмелле. Эпĕ тĕпелте апат хатĕрленĕ хушăрах мĕн чухлĕ вулама ĕлкĕрет те вăл.

Николай ГРИГОРЬЕВ, Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ: Кĕнекесĕр пурнăç кичем кăна мар, питĕ кичем. Çамрăксем кĕнеке вулама пăрахни - хăрушла япала. Çакна асра тытмалла: вуламасăр ăс-тăн та, калаçу чĕлхи те аталанаймасть. Çамрăксем кунĕн-çĕрĕн компьютер умĕнче ларни Раççейшĕн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн хăрушла чир пулса кайрĕ. Халĕ интереслĕ кĕнекесем питĕ нумай тухаççĕ вĕт-ха! Эпĕ çапах та малтанхисенех - классикăна - кăмăллатăп. Тахçан вуланă кĕнекене тепре вулатăн та - пач çĕнĕлле, тепĕр енчен куратăн, унччен вуламан та пек. Уйрăмах Иван Бунинăн калавĕсен пуххи "Темная аллея" килĕшет. Чехов ал айĕнчех, Зощенко, Шукшин... Чăвашлисенчен Петĕр Хусанкайăн "Тилли юррисем" ярăмĕ тĕлĕнтерет.

Мария ЕЛАНОВА, Раççей тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ: Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем кăна мар, çав тери япăх! Эпĕ кĕнекесĕр пĕр кун та пурăнаймастăп. Халĕ тĕрлĕ информацие таçтан та илме пулать, çапах та алла кĕнеке тытмасан, ăна уçса унăн шăршине туймасан, чунра тунсăх пулса каять. Хама тем çитмен пек, кансĕртерех пек. Çывăрма выртиччен вуламасан ыйхă та килмест. Уйрăмах вырăс классикине кăмăллатăп. Тĕнчере мĕн тухса пынипе те интересленетĕп. Халь кĕнекесене, малтанхи пек мар, тупма питĕ çăмăл. Ача чухне чăвашла вулама çав тери юратнă. Илпек Микулайăн "Хура çăкăр" романĕ питĕ килĕшетчĕ. Айтар, Нарспи сăнарĕсем те асрах. Вĕсен шухăш-кăмăлне, характерне ачаллах ăнланма тăрăшни тĕнче классикинчи паллă сăнарсене сцена çине тата та витĕмлĕрех те ĕнентерÿллĕрех кăларма пулăшать.

Сергей ПАВЛОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, эстрада юрăçи: Тĕрĕсрех мĕнле калам-ши? Тĕслĕхрен, Япони - электроника тĕлĕшĕпе питĕ вăйлă аталаннă çĕршыв пулсан та унта çамрăксем библиотекăсене халĕ те çÿреççĕ. Çĕнĕ технологисене пăхăнса вулакана илĕртмелле йĕркеленĕ те-ха вĕсене. Кăмăл пулсан спа-салонсенче те кĕнеке вулама пулать тет. Библиотекисем çав тери пуян та хăтлă пулнăран унти бассейнсенче те кĕнеке вуламалли майсем туса панă иккен. Ачасем мĕн пĕчĕкрен мультфильмсем курса ÿсеççĕ те - чи килĕшнисене кĕнекелесе кăларма тытăннă. Вулани пĕтĕм кăмăл-туйăма хускатать, туйăмсене çивĕчлетсе чĕре патне хăвăртрах çитет.

Ача чухне хам та чылай вуланă. Йышăнатăп, юлашки вăхăтра вуламан. Ятарласа илсе хунă кĕнекесем те пур - вăхăт çитмест. Халь чун илемлĕ литература патне мар, философи енне туртăнать. Поэзирен Блок питĕ килĕшет. Тата Есенин. Нумаях пулмасть Альбина Юрату хăйĕн сăввисене килсе пачĕ. Ăнланмалла çырать те - вулама лайăх.

Ман шутпа, ачасемпе çамрăксен вулас туртăмне ÿстерес тесен библиотекăсене çĕнĕ технологисемпе пуянлатмалла. Урăхларах, çĕнĕрех мелсем шырамалла.

Римма ПРОКОПЬЕВА

тĕпчесе пĕлнĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.