АЛĂ ӲЧĔ ТИПЕТ, ÇУРКАЛАНАТЬ

25 Фев, 2015

* Килти ĕçсене тунă чухне алла латекс /ăна аллерги çук пулсан/ перчетке тăхăнмалла. Силиконлă крем сĕрни те хӳтĕлет. Вăл ӳте сиенлĕ япаласене сăрхăнса кĕме чăрмантаракан сийпе витет.

* Алла сивĕ е вĕри шывпа мар, ăшă шывпа кăна çумалла. Хуçалăх супăнĕпе те юрамасть, унра сĕлтĕ нумай, вăл ӳте тата ытларах типĕтет. Ача супăнĕ вара вырăнлă. Çунă хыççăн алăсене лайăх шăлса типĕтмелле те нӳретекен крем сĕрмелле.

* Каçхине алла тутлăхлă крем сĕрмелле те пир перчетке е алсиш тăхăнса çывăрмалла. Хăйне евĕр компресс пулать, вăл кремри усăллă япаласене тарăнрах сăрăхăнса кĕме пулăшать.

* Ӳте çемçетме парафин ванни тума юрать. Аптекăра туяннă медицина парафинне шыв мунчинче ирĕлтермелле, киçтĕкпе ал лапписене сĕрмелле, çиелтен полиэтилен пленкăпа витмелле, алса тăхăнмалла. 20-30 минутран парафина илмелле, алла тутлăхлă крем сĕрмелле. Процедура хыççăн алă ӳчĕ питĕ лайăх çемçелет.

* Пĕчĕк кастрюле 1 стакан сĕт ямалла, 1 апат кашăкĕ йĕтĕн вăрри хушмалла, вĕреме кĕртмелле. Сĕт пӳлĕм температури таран сивĕнсен унта алăсене 15 минута чикмелле. Ванна хыççăн вĕсене ăшă шывпа çумалла, кирек мĕнле çу сĕрмелле. Процедурăна çывăрас умĕн тусан лайăхрах. Алăсене пир перчетке тăхăнса выртмалла.

* Çулсем иртнĕ май алă ӳчĕ хытать, кăштăркаланать. Хĕрарăмсен ку климакс вăхăтĕнче уйрăмах палăрать, мĕншĕн тесен гормонсен шайĕ улшăннипе ӳт тата ытларах типет. Тăпăрчă шывĕпе ванночка туни усăллă. Сăмах май, ура ӳтне те çапла пулăшма пулать. Алă ӳтне çамрăклатакан скраб: 1 чей кашăкĕ кофе порошокне 1 апат кашăкĕ кирек мĕнле тип çупа хутăштармалла. Ăна ал лапписене сĕрсе 2 минут массаж тумалла та ăшă шывпа çуса тасатмалла. Скрабпа эрнере 2 хут усă курма юрать.

* Пахча çимĕç маски тăвăр. Блендерпа е аш арманĕпе чĕрĕ купăста çулçине тата чĕрĕ пĕр çĕрулмине вĕтетмелле, 1 апат кашăкĕ хăйма хушса пăтратмалла. Алăсемпе чĕрнесене 20-30 минута сĕрмелле. Ăшă шывпа çуса тасатмалла.

* Ӳт çуркалансан 1 литр шыва 1 апат кашăкĕ крахмал тата 1 апат кашăкĕ сĕт хушмалла. Алăсене çак хутăшра 5 минут тытмалла. Унтан шывпа чӳхемелле те пулă çăвĕ сĕрмелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн алăсене глицерин е ланолин кремĕ сĕрсе пир перчетке тăхăнмалла. Çапла сипленсен тарăн çуркаланчăксене те ӳт илет.

* Алă пӳрнисем çуркалансан ыратнине сĕлĕ хăрпăкĕн шĕвекĕ лăплантарать. Сĕлĕ çăнăхне е хăрпăкне тин вĕренĕ шыва ярса лартмалла. Хăрпăк пирчесен ăна алла сĕрмелле, 10 минутран çуса тасатмалла. Алă ӳчĕ ялан типсе нушалантарать пулсан маскăна илнĕ хыççăн касторка е сырлан çăвĕ сĕрмелле. Вĕсем çук пулсан нӳретекен кирек мĕнле крем та лайăх.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.