Ивано-Франковск «хĕвелĕ» икĕ тĕслĕччĕ
Çар ретне тăнă чăваш каччи служба тивĕçне тĕплĕ пурнăçланипе мĕн ĕлĕкех палăрса тăнă. Командирсем кун пирки уççăнах каланă.
Аса илтерни вырăнлă: пĕр тапхăрта, 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, çÿлерех асăннă пархатара чутах çухатса пĕтермерĕмĕр. Мускавра çар хĕсметĕнче тăнă Михаил Карзаков чăваш хăйĕн чаçĕнчен автоматпа тухса тарни çинчен тĕп хулари телеканалсем черетленсе пĕлтерчĕç. 2002 çулта тата вунă чăваш чаçĕсенчен «çухалнă», тĕрлĕ çĕрте пытанса пурăннă. Вĕсене пурне те тупрĕç пулин те çак тĕслĕхсем чĕрене ыраттарнăччĕ: салтак пăтти çисе курнăран, хамăн тивĕçĕме туллин пурнăçланăран, рядовойран старшинана çитнĕрен. Шĕкĕр турра, юлашки вунă çулта çарпа çыхăннă лару-тăру ырă енне улшăнчĕ, ывăлĕсемшĕн пăшăрханакан ашшĕ-амăшĕн шухăшĕ-кăмăлĕ те лайăхланчĕ, вуншар пин тенкĕ «взятка» парса салтак атти тăхăнасран хăтарса хăварасшăн ĕштеленме пăрахрĕ, ĕлĕкхи пекех пиллесе, чăваш ятне ан çĕрт, хамăрăн хушамат, йăх ятне ан яр, лайăх салтак пулса лайăхпа таврăн, ырă-сывă таврăн тесе, ăсатма пуçларĕ.
Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарнă май салтак шинелĕ тăхăнма хатĕрленекен каччăсене çакăн пек сĕнÿсем парасшăн.
Марш-бросок /6 км/ финишне аран-аран йăраланса çитекенсене, турник çинче вуникĕ хут туртăнайманнисене, отжимани тăвайманнисене, вĕрен тăрăх хăпарайманнисене, НАТО мĕнле организаци пулнине пĕлейменнисене, кĕскенрех каласан - лÿппер, кахал, айван, нишлĕ салтаксене чăтма çук юратмаççĕ. Взвода, ротăна каялла туртса ан пыччăр тесе «маминкин сыночексене» эх-х, тÿнккетчĕç. Çав вăхăтрах лайăх хатĕрленсе килнĕ çамрăксене - спорт ăмăртăвĕсенче сатурлăх кăтартакансене, командирсем хушнине тĕплĕ те хăвăрт пурнăçлакансене - хăлха чикки çитермеççĕ кăна мар, «дедсем» хăйсемпе тан хисеплеççĕ. Ĕненĕр, çар служби мĕнле иртесси нумай чухне хăвăртан, мĕнле хатĕрленсе кайнинчен килет.
Эпир, Вăрнарти техникумра вĕренекенсем, салтака кайма ят тухасса пĕличченех кирза атă тăхăнса, çурăм çине хăйăр тултарнă кутамкка çакса, 6 километртан кая мар ирпе каç чупаттăмăр, турник çинче нумай туртăнма, «Варшава килĕшĕвне» мĕнле çĕршывсем кĕнине, вĕсем ăçта вырнаçнине вĕренеттĕмĕр. Мĕн тетĕр, питĕ пулăшрĕ, çар службине пурте лайăх вĕçлерĕмĕр. Юлташăмсенчен пĕринчен те: «Дедсем» мана аванах ислетрĕç», - тенине илтмерĕм.
Яланах çапла шухăшлаттăм: патшалăхăмăр хăçан та хăçан çын пурнăçне, салтак пурнăçне хисеплеме, тĕп хак вырăнне хума тытăнать - çавăн чухне Раççей çарĕн хăвачĕ, чапĕ ÿсĕ, салтака каяс мар текенсем те пулмĕç. Çитрĕ çав вăхăт. Раççей çарĕ тĕпрен çĕнелчĕ. Унăн хăватне АПШ та, Европа та «хисеплеме» тытăнчĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси сумлă профессисенчен пĕри пулса тăчĕ.
Секретлă чаçре 1982-1984 çулсенче пултăм. Малтан Мускав çывăхĕнчи Томилино поселокĕнче, унтан, çулталăк çурă, Украина республикинчи Ивано-Франковск хулинче. Эпир, телефонистсемпе телеграфистсем, «Варшава килĕшĕвĕнчи» патшалăхсене вăрттăн çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă. Ятарлă шифрпа усă курнăран НАТО çарĕсенчи специалистсем пирĕн калаçăва илтеймен, командованин хыпарĕсемпе хушăвĕсене нихăçан та уйăрса илеймен.
Службăна элита çар чаçĕнче ирттерме шăпа тухнăшăн питĕ мăнаçланаттăмăр. Ара, кашни салтак пуçне виçĕ офицерпа прапорщикчĕ, салтаксенчен 80 проценчĕ аслă шкулсенче вĕренекенсемпе техникум пĕтернисемччĕ.
Питĕ çирĕп тимĕртен ăсталанă çыхăну пункчĕ çĕр айĕнчеччĕ. Вăл тăватă хутлă çурт евĕрччĕ. Ăна вăкăр хÿринчен те хулăнрах çĕршер тросран çакăнса тăмалла ăсталанăччĕ. Çĕр чĕтренсен-и е бомба-снаряд ÿксе сирпĕнсен - вăл, çыхăну ĕçне чăрмантармасăр, силленсе çеç илме пултарнă.
Космосри спутниксем те курмалла мар вырнаçтарнă çак объектăн хăйнеевĕрлĕхĕ акă мĕнреччĕ: пысăк вăрçă пуçланас-тăвас пулсан, çарсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пункт ăçтине тăшман тупса палăртсан, ăна ярса илессишĕн хăрăнма пикенсен вăл хăйне хăй, дежурствăри çынсемпе пĕрле, нимĕн те юлмиччен сирпĕнсе каймалла - çакăн валли тăватă хутлă «çурт» айĕнче 60 тонна взрывчатка яланах хатĕр выртнă.
Чаçре чăвашсемсĕр, тутарсемсĕр, вырăссемсĕр пуçне «хохол» нумайччĕ. Пирĕнтен чылай урăхларахчĕ вĕсем. Взвод е рота командирĕ патне пырса: «Служба вĕçленесси нумай юлмарĕ, мана сержант званине парăр-ха. Унсăрăн атте киле кĕртмест», - тесе ним те мар калатчĕç. Сержант пакунĕллĕ пулаймассине туйсан: «Ефрейтор хăть парăр», - тетчĕç. Ĕмĕтленни пурнăçлансан, пакун çине çÿхе пĕр хăю çирĕплетсен чăх пек савăнатчĕç: «Киле халь кăкăр каçăртсах кĕрĕп. Атте питĕ хĕпĕртĕ. «Гитлер та ефрейтор пулнă», - тейĕ».
Мĕншĕн çапларах кукăртса хунине вулакан тĕшмĕртме тивĕç: Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Украина националисчĕсем Гитлер çарĕпе пĕрле Совет Союзне хирĕç çапăçнă, историе «бандеровецсем» ятпа кĕрсе юлнă. Пурте пĕлетпĕр: Ивано-Франковск, Львов националистсен тĕп хулисем шутланнă.
Ивано-Франковскра вырăссене питĕ юратмастчĕç. Канмалли кунсенче хулана тухнă салтаксем вырăсла калаçса пынине илтсенех шăрчĕсене тăрататчĕç: «Опять русские заняли город. Когда это кончится!» - тесе кăшкăратчĕç.
«Эпир сирĕнсĕрех, Раççей пулăшăвĕсĕрех пурăнма пултаратпăр. Пирĕн çĕр чаплă, тем тĕрлĕ çимĕç те Раççейринчен лайăхрах çитĕнет. Ахальтен-им Украинăн хура çĕрне Гитлер вакунĕ-вакунĕпе Германие турттарнă», - тесе те каппайланма пăхатчĕç.
Çаксене тепĕр хут аса илетĕп те Украинăра вăрçă-харçă сикĕнсе тухнинчен тĕлĕнместĕп. Унăн кăварĕ вуншар çул тĕлкĕшсе выртнă. Националистсем влаçа килсен вара кар-р! тивсе илчĕ.
Ивано-Франковск «хĕвелĕ» икĕ тĕслине пăхмасăр Украинăра ирттернĕ икĕ çул лайăх иртрĕ, яланлăхах асра юлчĕ.
Геннадий МАКСИМОВ
Комментировать