«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

19 Фев, 2015

Кăçалхи çурçулшăн пирĕн журнала Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн 48 регионĕнче çырăнса илме пуçларĕç.

Хуплашкан 1-мĕш страницине Сергей Мягковăн «Пиçиххине туртса çыхма вăхăт» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Ют çĕршывран кÿрсе килмесен те аптăрамастпăр» ÿкерчĕк çапăннă.

«Пулать вĕт» рубрикăра пирĕн хастар авторăн Геннадий Федотовăн "Алăк хыçĕнчи паллаштару" кулăшĕ вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Ах, анчах", "Йĕркесĕрлĕх картинче", "Пултаракансемпе култаракансем" рубрикăсенче критикăлла статьясем те, кулăш материалĕсем те вырăн тупнă.

Çавăн пекех журналта Н. Теветкелĕн йĕплĕ сăввипе, çавăн пекех С. Михалковăн юптар ăвĕпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Хуплашкан 4-мĕш страницинче - "Капкăн" географийĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.