Патăрьелсен сатурлăхĕ чакман

30 Янв, 2014

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулчĕ. Малтанах çĕр улми çитĕнтерессипе паха опыт пухнă «Батыревский» акционерсен хупă обществин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Вăл - республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Унăн производство кăтартăвĕ курăмлă. Иртнĕ çул çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те кашни гектартан тырă - 25,9, çĕр улми 274 центнер пухса кĕртнĕ. Предприяти вăтамран 80 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Мăйракаллă шултра выльăх - 600 яхăн, çав шутра сăваканни 280 пуç. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5406 кг сĕт сунă.

Общество ертÿçи Петр Ялуков республика Пуçлăхне пахча çимĕç, тыр-пул управĕн хуçалăхне кăтартрĕ. «Пирĕн 7 хранилище, - терĕ вăл. - Кунта 1080 тонна çĕр улми вăрлăхĕ ăнăçлă хĕл каçать. Управлăхри сывлăш температурине пĕр пек тытса тăратпăр».

М.Игнатьев Патăрьелти культура центрĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, медицина, вĕренÿ, культура, ял хуçалăх, промышленноç предприятийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов хăйĕн докладĕнче социаллă пурнăçпа экономикăн 2013 çулхи аталанăвне тишкерчĕ, районăн кăçалхи тĕллевĕсене палăртрĕ.

«Бюджетăн тупăшсен пайĕ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 17,9% пуянрах пулнă, - терĕ вăл. - Налук ытларах пухнă. Пурăнмалли çурт-йĕр нумайрах тунă. Вунă ял тăрăхĕнчи çĕнĕ 18 урама çутă кĕртнĕ. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем кредит илесси çуллен ÿссе пырать. «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă пурнăçланать: районта 31 врач ĕçлеме тытăнчĕ. Çавна май тухтăрсен шучĕ 10% хушăнчĕ. Вĕсен уйăхри ĕç укçи 25295 тенкĕпе танлашрĕ».

Район пуçлăхĕ ытларах лайăххине каларĕ. Çапах та хăш-пĕр çитменлĕх çинче те чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен: районти ял хуçалăх, вăрман ĕçченĕсен кăрлач-чÿкра уйăхри вăтам ĕç укçи 9184 тенкĕпе кăна танлашнă. Ку - республикăри АПКра, вăрман тата сунар хуçалăхĕнче вăй хуракансен вăтам кăтартăвĕнчен 13,6% пĕчĕкрех. Çакна мĕнле ăнлантармалла-ха? Ăна ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина уçăмлатрĕ. «Район организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçи республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 30,7% пĕчĕкрех курăнать, - терĕ вăл. - Ку чăнлăхпа килĕшсе тăманни куç кĕрет. Çынсене шалу хут çине çырнинчен чылай ытларах параççĕ. Апла пулин те мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине тĕрĕс кăтартмаççĕ. Çапла вара шалуран уйрăм çынран тытакан налук та сахалрах пуçтарăнать. Ĕçлекене аван тÿлемесен республикăра пин çын пуçне груз турттаракан автомашина туянас енĕпе - пĕрремĕш, çăмăл автомашина сутăн илессипе тăваттăмĕш вырăн йышăнаймастăр ĕнтĕ».

Республика Пуçлăхĕ районăн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Вун пĕр уйăхра кашни 1000 çын пуçне 15,1 ача /республикăра - 14/ çуралнă. Районта пурăнакансем кашни 1000 çын пуçне 2012 çулта - Ç0,6, 2013 çулта Ç1,3 /республикăра - Ç0,8/ хушăннă. 83 мăшăр çемйи саланнă. Ку хисеп те республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех.

Районта сĕт суса илесси виçĕм çулхинчен 0,4% чакнă, мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ - 5,1%. «Сутлăх сĕт хакĕ чылай хăпарчĕ, - терĕ Н.Глухов. - Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ĕне усрас туртăмĕ каллех вăйланчĕ. Выльăх шутне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ фермăсем тума тĕллевленетпĕр».

Хальхи вăхăтра районта сĕт пухакансем кашни килограма 20-21 тенкĕлле туянаççĕ. Ку хак пирки республика Пуçлăхĕ: «Мĕншĕн йÿнĕлле парса яратăр, - терĕ. - Паян сутлăх хак 25 тенкĕрен кая пулмалла мар».

М.Игнатьева муниципалитет йĕркеленĕвĕн куçман пурлăхĕпе усă куракансем аренда тÿлевне мĕншĕн вăхăтра куçарманни, район больницин стационарĕнче сипленекенсене çитерекен апат пахалăхĕ кăсăклантарчĕ. Район çут çанталăк газĕшĕн парăмлă. Унпа вăхăтра татăлмасан вăл е ку пурăнмалли çурта газ парса тăма пăрахас хăрушлăх пур. Республика Пуçлăхĕ 2,5 млн тенкĕ парăма çывăх вăхăтра пĕтерме ыйтрĕ.

ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин районти пĕчĕк тата вăтам 71 предприятире пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен сахалрах ĕç укçи панине пĕлтерчĕ. Ку тĕслĕх те бизнесменсем чăн-чăн шалу мĕн чухлĕ пулнине пытарни мар-и? Çавнашкал предприятисенчен «Мастерок», «Уют», «Агролес» обществăсене те асăнчĕ. Патăрьелти «Светлана», Первомайски ялĕнчи «Мечта» лавккасенче саккуна пăсса сутнă эрех тупнă. Аптекăсенче медицина спирчĕпе эмел хутăшне /«фанфурик»/ виçесĕр нумай сутни пирки те сăмах пулчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков район республикăн экономика ăмăртăвĕнче малти вырăна йышăннине, çапах та ĕçре хăш-пĕр çитменлĕх пуррине палăртрĕ. «Патăрьелсем - хастар та ĕçчен, вăй хурсан кирек мĕнле чăрмава та пĕтереççĕ», - терĕ.

Республика Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе районăн 2013 çулхи аталанăвне лайăх хак пачĕ, кăçал пысăкрах çитĕнÿ тума ырă сунчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.