КАЛЛЕХ - ЭМЕЛ ĔÇЕС ЫЙТУПА

18 Фев, 2015

«Сывлăхăн» кăçалхи 3-мĕш номерĕнче «Шывпа кăна ĕçмелле» материала асăрхарăр пулĕ-ха. Унта Ю. Чехонина диетолог эмел ĕçнĕ чухне шута илмелли йĕркесемпе паллаштарнăччĕ. Паян çак ыйтупа унăн сĕнĕвĕсене малалла пичетлетпĕр.

Пĕрле юрамасть!

Эмелпе сипленнĕ вăхăтра кирек мĕнле пулсан та алкоголь ĕçме пачах юрамасть! Тĕслĕхе Америка президенчĕ пулнă Джордж Бушăн пулăшуçине Антонио Бенедие илсе кăтартар-ха. Пĕррехинче шăнса чирлесен вăл тăватă кун хушшинче 10 тÿме парацетамол ĕçнĕ. Сиплев валли шăпах кирлĕ виçе темелле. Анчах эмел алкогольпе пĕрле пĕвере пысăк сиен кÿрекен хăрушă хутăш пулса тăрать. Кун пирки пĕлмен Бенеди яланхи йăлипе кашни кунах виçĕ-тăватă бокал паха хĕрлĕ эрех ĕçсе пурăннă. Çакна пула вăл питĕ вăйлă аптраса ÿкнĕ, ăна çăлса хăварма часрах операци туса пĕвер куçарса лартма тивнĕ.

! Сипленнĕ вăхăтра шурă эрех, коньяк, хĕрлĕ эрех, сăра, алкоголь коктейлĕсем ĕçме юрамасть.

Ку мухмăр синдромне те пырса тивет, мĕншĕн тесен юнра алкоголь кăшт кăна юлсан та пуç ыратнине ирттерекен хăнăхнă эмелсем пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Унсăр пуçне çак шутра - антацидсем /хырăмлăх сĕткенĕнчи тăвар йÿçекне сиенсĕрлетекен препаратсем/, апат ирĕлессине лайăхлатакан ферментсем, шăк хăвалакан препаратсем, кальци препарачĕсем, антибиотиксем.

Антидепрессантсемпе усă курнă чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем алкогольпе /уйрăмах хĕрлĕ эрехпе/, сĕт çимĕçĕсемпе, сырпа, сосискăпа пачах килĕштермеççĕ.

!Депрессирен сипленнĕ чухне хăрушсăрлăхăн çак йĕркисене пăхăнмасан питĕ вăйлă гипертони кризĕ пулма пултарать.

Сăмах май, сар çип утин /зверобой/ лăплантаракан шĕвекне ĕçнĕ чухне гормон контрацептивĕсем кирлĕ пек витĕм кÿмеççĕ.

 

Шыв е ытти...

Тухтăр эмеле мĕнпе ĕçмеллине уйрăммăн палăртман чухне пÿлĕм температуриллĕ вĕренĕ шыв юрăхлă. Пĕр тÿме эмеле ĕçме чĕрĕк стакан шыв çителĕклĕ. Уйрăм тĕслĕхре кăна /сăмахран, салицатсемпе антибиотиксем ĕçнĕ чухне/ шыв 1 стаканран кая мар кирлĕ.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр препаратшăн урăхла шĕвек усăллă. Эмел витĕмĕ пултăр тесен ăна сĕлтĕллĕ шĕвекпе /тĕслĕхрен, боржоми пек минерал шывĕпе/ ĕçме сĕнеççĕ. Вăл сульфаналамидсем ĕçнĕ чухне хырăмлăхăн лăймака сийне йÿçексем вĕчĕрхентересрен хÿтĕлет. Аспирина илес пулсан хăвăрт ирĕлекенни лайăх. 1 тÿмине 1 стакан шыва ярса ĕçмелле, кун пек вăл юна хăвăртрах сăрхăнса кĕрет. Тĕрĕссипе, аспирин лăймака сийшĕн паха кĕсел евĕр шĕвекпе е рис шĕвекĕпе сыпса ĕçмелли пĕртен-пĕр препарат шутланать.

!Аспирин ĕçиччен пĕр сехет пăрăçлă апат тата цитруссем çиме юрамасть, унсăрăн хырăмлăхăн лăймака сийĕ сиенленет.

Тата тепĕр самант. Сĕтпе хырăмлăхăн лăймака сийне вĕчĕрхентерекен, анчах çав вăхăтрах сĕтри белокпа тата кальципе çыхăнăва кĕмен препаратсене ĕçме юрать. Çак шута шыççа хирĕçле, ыратнине ирттерекен, туберкулезпа кĕрешекен эмелсем, йод препарачĕсем кĕреççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.