Хамăр вăхăтри паттăрсене пĕлмеллех

18 Фев, 2015

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче ырă йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен уйрăмах курăмлисем - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿ кунĕсене халалласа ирттерекен мероприятисем. Хальхинче студентсем Афган вăрçине хутшăннă ентешсемпе тĕл пулчĕç. Владимир Назаров, Юрий Волков, Николай Зайцев, Геннадий Куракин, Сергей Мягков салтак кунĕсене, Афган çĕрĕнчи пурнăçа аса илчĕç.

- Эпĕ - ял ачи. Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ, - пуçларĕ сăмахне В.Назаров. - Шкул хыççăн 18-мĕш училищĕре газосварщике вĕрентĕм. Унтан салтака илсе кайрĕç. Афганистана, Баграм районне, лекрĕм. Унта çав вăхăтра лару-тăру питĕ çивĕччĕ. Афганистан - илемлĕ çĕршыв. Йĕри-тавра - юр хупланă тусем, çеçенхирсем, симĕс оазиссем...

Пĕррехинче пире ирпе ирех строя тăратрĕç. Унччен те пулмарĕ - таçтан пеме пуçларĕç. Унтан та кунтан пульăсем вĕçни чăнлăх пек туйăнманччĕ. Анчах ĕненмесĕр тăма та май çук: таçта çумрах душмансем, пирĕнтен кашнинех кирек хăш самантра вĕлерме пултараççĕ.

Ачасем хăнасен сăмахне кăсăкланса итлерĕç. Хăйсене аякри çапăçу хирне лекнĕн туйрĕç ахăртнех. Афган вăрçине хутшăннă салтаксем кулăшла самантсене те аса илчĕç. Паллах, вĕсем каччăсен умĕнче хăрушă пулăмсем пирки уççăн калаçмарĕç. Ара, кĕçех вĕсен те студент пурнăçĕпе сывпуллашса Раççей çарне каймалла пулать-çке.

- Афган вăрçин ÿкерчĕкĕсем пирĕн асăмăрта ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Пĕтĕмпех каласа кăтартма сăмах та çитес çук, - терĕ С.Мягков. - Чунри туйăмсене гитара уçса парĕ.

Пÿлĕм чуна хумхантаракан кĕвĕпе тулчĕ. Куç умне тусен хушшинче вилĕмпе куçа-куçăн тăнă каччăсен сăнĕсем тухрĕç... Хаяр душман шеллеме пĕлмест, вилĕм çумăрне тăкать те тăкать.

Г.Куракин çапăçусем, салтаксен çирĕп туслăхĕ, пĕрне пĕри чи йывăр вăхăтра пулăшни, чыспа тивĕç çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан студентсем музей тата Чăваш Енрен салтака кайнă, анчах каялла ырă-сывă таврăнма шăпа пÿрмен ентешĕмĕрсем çинчен кино пăхрĕç. Фильма шкулта учительте ĕçлекен Николай Зайцев ÿкернĕ. Афган вăрçинче пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.

Афган çĕрне лекнĕ каччăсен шăпи çăмăл пулман, тем те тÿсме, тем те курма тÿр килнĕ вĕсен. Анчах хуçăлман, пурнăç тĕллевне çухатман. Çакăн евĕр тĕлпулусем пĕр йĕрсĕр çухалас çукки куçкĕрет.

 

Вера НАЗАРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.