Промышленноç туризмĕ аталанĕ

18 Фев, 2015

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче ку чухнехи общество пĕрлĕхĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ĕçленĕ. Ăслăлăх-техника туризмĕпе çамрăксен техникăри пултарулăх темисене çĕкленĕ.

Çивĕч ыйтусенчен пĕри çĕршыври машиностроени историне анлăрах сарасси пулнă. Çак ĕçре Трактор историйĕн музейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.

- Иккĕленместĕп, вăл паян - тĕп хулан чи кăсăк проекчĕсенчен пĕри, - тенĕ «BRIGHT LIFE» хисеп шутлав институчĕн представителĕ Дмитрий Донсков. - Кунта хăйнеевĕр техника нумай. Кашниех çĕршыв кунçулĕпе çыхăннă интереслĕ самантпа пуян. Музей Шупашкарта туристсене чарăнса тăмалли тĕп вырăн пулма тивĕç. Çак ĕçе «Трактор завочĕсем» концерна хăй тĕллĕн пурнăçа кĕртме çăмăл мар. Уçăмсăр лару-тăрура çакнашкал ытти проект опычĕпе анлă усă курмалла. Хальхи вăхăтри çамрăксем кăмăллакан социаллă сетьсенче республика тĕп хулинче Трактор историйĕн тĕлĕнмелле музейĕ пурри çинчен каласа памалла. Кунта техника кружокĕсем йĕркелемелле. Сăмахран, «Робот техники».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: «Промышленноç туризмĕн те малашлăхĕ лайăх, ăна предприятисенче туристсен ушкăнĕсене йышăнмалли ятарлă вырăнсем йĕркелесе аталантармалла», - тенĕ сăмахсем шăпах «çавра сĕтелре» сÿтсе явнă ыйтусем пирки каланăн туйăнать.

«Экскурси тĕнчи» компани гендиректорĕ Людмила Пронюхина Шупашкара юлашки çулсенче туристсем йышлă килсе çÿрени çинчен пĕлтернĕ. «Кризиса пула çĕршывра шалти туризм юхăмĕ вăй илчĕ, - тенĕ вăл. - Çав шутра промышленноç туризмĕ те. «Промтрактор» АУО пысăк завод, унта çитсе курмалли программа хатĕрлесси пирки мĕншĕн шухăшлас мар?»

Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕн ÿнер ертÿçи Анна Сушко чикĕ леш енчи техника музейĕсен умĕсене илĕртÿллĕ илемлетнине асăрханă. Сăмахран, автомобиль кабини, мотор виткĕчĕ е малти ураписем евĕрлĕ. Çак тĕслĕх пирĕншĕн те ют мар.

«Чăваш Ен» патшалăх телерадио компанин шеф-редакторĕ Ольга Петрова кашни экспоната халалласа ятарлă телепередача хатĕрлеме кăмăл пуррине палăртнă. Паллах, техникăна хакласа мар, пĕр-пĕр кăсăк пулăмпа çыхăнтарса. Шупашкарта çĕршывĕпех паллă кондитер фабрики пур. Унăн продукцийĕсенчен пĕринче, шăккăлатлă «çăмартара», пĕчĕк тракторсен «моделĕсене» мĕншĕн вырнаçтарас мар?

«Трактор завочĕсем» концернăн кадр ĕçне оптимизацилекен департамент ертÿçи Светлана Коледова республика шкулĕсен сайчĕсене Трактор историйĕн музейĕ çинчен информаци вырнаçтарма сĕннĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пулĕ. Вĕсем музее хаваспах çитсе курĕç. Çамрăк ăрăвăн техника енне туртăм вăйланĕ, хăш-пĕрин механизатор пулас шухăш çирĕпленĕ. Акă мĕн чи кирли.

Светлана Алексеевна шухăшĕпе музей çывăхĕнче хулан Мир проспектне илем кÿрекен çĕнĕ парк кирлех. Унта канма пыраканăн çывăхри çурта кĕрсе экспонатсемпе паллашас кăмăл çуралĕ.

В.КУДРЯШОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.