Ĕçлемешкĕн ăнăçлă регион
Игорь АХМЕРОВ, «Хĕвел» ООО гендиректорĕ: Паян завод презентацийĕ пулчĕ тейĕттĕм. РФ Правительствин пуçлăхĕпе Дмитрий Медведевпа курнăçнă май ăна пирĕн отраслĕн норма никĕсне йĕркеленĕшĕн тавтурăмăр. Шăпах çакă Раççейре çĕнĕ отрасль çуратма пулăшрĕ. Паллах, заводăн технологи кăткăслăхĕпе паллаштартăмăр, çак технологисем малалла аталанаççĕ. Пирĕн наука бази Санкт-Петербургра вырнаçнă, вăл шăпах технологисене çĕнетсе пыма пулăшать. Çакă пире ют çĕршывсенчи компанисемпе конкурентлăх условийĕсенче ăнăçлă тупăшма май парать - вĕсен территорийĕнче тата вĕсен условийĕсемпе.
Хамăрăн Чăваш Енри опыт ăнăçлине уйрăммăн палăртасшăн. Пĕрремĕшĕнчен, влаç пире ăнланать - пурлăхран илекен налук тĕлĕшпе çăмăллăх пачĕ. Пирĕншĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, кадрсене хатĕрлес тĕлĕшпе те пур енлĕн пулăшаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Ен - ĕçлемешкĕн лайăх регион.
Николай МЕРКУШКИН, Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ: Аслă Атăл ассоциацийĕнче пĕрле пулнă май Чăваш Енпе алла-аллăн ĕçлетпĕр. Республика аталанни куçкĕрет, сирĕн тĕп хула та лайăх, çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. Пурнăç малаллах - çакă куç умĕнче. Сăмах май, Самар облаçĕнче те чăваш диаспори вăйлă - маттурсем!
Хĕвел ăшшине электроэнергие çавăракан продукци кăларакан производство пирĕн облаçра та пур. Тата - Тутарстанра. Çапах нумай тесе каламан пулăттăм. Мĕншĕн тесен ку - çĕнĕ технологисем, вĕсем вара питĕ хăвăрт улшăнса пыраççĕ. Паян Совет Союзĕнчи пек завод туса лартрăмăр та вăл вун-вун çул ĕçлĕ теме çук - темиçе çултанах пĕтĕмпех улăштармалла.
Игорь АГАМИРЗЯН, «Раççей венчур компанийĕ» АУО гендиректорĕ: РФ Президенчĕ çумĕнчи канаш президиумĕн ларăвĕнче паян сÿтсе явнă тема пĕтĕм çĕршывшăн та, уйрăм регионсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ăс-хакăл харпăрлăхĕ - паянхи пĕтĕм экономика никĕсĕ, шăпах вăл продукцин хушма хакне йĕркелет. Наука, правасен тухăçлă хÿтлĕхĕ аталанăва вăй параççĕ.
Чăваш Енре эпĕ 10 çул пулманччĕ. Çак тапхăрта чăннипех пысăк та ырă улшăнусем пулнине курса тĕлĕнтĕм.
Павел СМИРНОВ, «Оптогард Нанотех» ООО гендиректорĕ: Эпир «Сколково» фонда хутшăнатпăр, çавăнпа та пирĕн ĕç паян президиум канашĕнче сÿтсе явнă ыйтусемпе, çĕнĕ технологисемпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Чăваш Енре наукăна тĕпе хурса ĕçлекен шкулсем пурри пирки каларăр та - пăхăр-ха, «Сколково» ĕçĕпе мĕн чухлĕ çамрăк кăсăкланать! Çамрăксем инновацисем патне ăнтăлаççĕ. Сирĕн республикăра эпĕ пирвайхи хут, анчах кунта курни чăннипех савăнтарчĕ: регионта çĕнĕ йышши мĕнешкел предприяти хута кайрĕ! Вăл ĕçлет, çакă - регион аталанăвĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ.
Николай КОНОВАЛОВ, Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
Комментировать