Çăмăл мар пулсан та - малаллах
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Республикăн январьти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанлăха палăртнă кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. Асăннă уйăхри ырă тĕп туртăмсен шутĕнче министр пурăнмалли çурт-йĕр ытларах хута янине /2,2 хут ÿснĕ/, строительство ĕçĕсен калăпăшĕ /123,5%/, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ /101,7%/, çынсен тупăшĕ /103,7%/ пысăкланнине палăртнă.
Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, «Çеçпĕл», «КАФ», «ШЗСА», «Электроавтомат», «Лента» тата ытти предприяти производство калăпăшне ÿстернĕ. «Промтрактор-Вакун» АХО тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ вунă хут ытла чакнă. Халĕ предприяти инноваци продукцийĕ кăларма пуçлать, ăна сертификацилеççĕ - çулталăкăн иккĕмĕш çурринче производствăна хута ямалла. Унсăр пуçне республикăри предприятисем федераци министерствине инноваци проекчĕсене пурнăçламашкăн çăмăллăхлă /çулталăкри 5% шучĕпе/ кредит илме 19 заявка панă.
Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина январьте республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета тупăшсем тĕлĕшпе 2679,4 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 91,8%. Республика бюджетне тупăшсем тĕлĕшпе 2327,4 млн тенкĕлĕх пурнăçланă - пĕлтĕрхи кăтартăвăн 96,2% шайĕнче.
Михаил Игнатьев юлашки çулсенче вырăнсенчи бюджетсене муниципалитетсен арендăна панă çĕрĕнчен тата пурлăхĕнчен кĕрекен тупăш тĕлĕшпе ырă туртăмсем пуррине палăртнă. Çав вăхăтрах хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан арендаторсенчен парăма шыраса илес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма сĕннĕ.
Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнчи ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев паллаштарнă. Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 11,1% ÿснĕ - 4941 çын. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,66-ран 0,74% таран пысăкланнă. Вакансисен шучĕ - 14 пин единица ытла. Çулталăк пуçланнăранпа республикăри организацисенчен 449 çын ĕçрен кайнă, 14 предприятирен тата 412 çынна ĕçрен хăтарма пултарасси паллă. 24 организацире 5439 çын тулли мар ĕç режимĕпе вăй хурать. Кризис пулăмĕсем республикăри пысăк тата вăтам 30 ытла организацие пырса тивме пултараççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва куллен сăнаса тăма хушнă. «Халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисем валли укçа уйăрма пăхнă. Пирĕн тĕллев - япăх витĕме май пур таран чакарасси, халăха тивĕçлĕ информаци парасси. Çынсен хăш специальноçсемпе çĕнĕрен вĕренме пултарассине пĕлсе тăмалла», - тенĕ вăл.
Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Регионсен пĕрлехи VII «Çĕрулми-2015» курава мĕнле хатĕрленни çинчен вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа панă. Курава «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче йĕркелеççĕ. Паянхи кун тĕлне Раççейри тата Беларуçри 14 регионтан 66 экспонент хутшăнасси паллă. Вĕсем - çĕрулми çитĕнтерес, ÿсен-тăрана хÿтĕлес тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен компанисем, наука-тĕпчев институчĕсем, çĕрулми вăрлăхĕ çитĕнтерекен хуçалăхсем. Курав вăхăтĕнче «Çĕрулмин паянхи индустрийĕн лару-тăрăвĕ тата инноваци аталанăвĕн малашлăхĕ» наука-практика конференцийĕ, 4 «çавра сĕтел» иртмелле. Суту-илÿ комплексĕн павильонĕсенче вăрлăхлăх çĕрулми сутассине йĕркелеççĕ.
Михаил Игнатьев курав йĕркелÿçисене вăрлăхлăх çĕрулми çителĕклĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă - кăмăл пуррисем пурте вăрлăх хатĕрлеме пултарччăр. Çавăн пекех граждансен çăмăллăхлă категорийĕсене çĕрулмине килне леçсе парассине те йĕркелемелле.
Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕн февралĕн 11-12-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ конференцийĕн, РЖД президенчĕн Владимир Якунинăн визичĕн кăтартăвĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ. Конференци ĕçне 220 çын ытла хутшăннă. Çав шутра тĕп йыш - предприятисен ертÿçисем. Михаил Игнатьев Раççей чукун çулĕсен ертÿçисем республикăри предприятисен продукцийĕн пахалăхне пысăка хурса хакланине палăртнă. «Чăваш Ен юлашки çулсенче РЖД валли тиесе ăсатнă продукци калăпăшне икĕ хут ÿстернĕ. Çитес 3 çулта çак виçене тата икĕ хут пысăклатма, 30 млрд тенке çитерме палăртнă. Хамăрăн производительсем валли лайăх условисем пулаççĕ - çакă чи кирли. Влаç органĕсен тĕллевĕ вара - туса кăларакан продукци калăпăшне ÿстерме, производствăна анлăлатмашкăн хушма лаптăксем тупма ăнтăлакан предприятисене пулăшасси», - тенĕ Михаил Васильевич.
К.АНДРЕЕВ
Комментировать