Тинех çакланнă «сурăх вăрри»!

17 Фев, 2015

Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Н.Ларионов сунарçă ертсе кайнă ушкăн Йĕпреç вăрманĕнче 2 кашкăр тытнă.

«Вĕсем хир сыснисене канăç паманнине çав тăрăхри Пысăк Упакассинчи акарçăсем телефонпа шăнкăравласа систерчĕç, - терĕ Витали. - Туссемпе калаçрăм та, биопуянлăха ытлашшипех сăтăр кÿрекенсене «капкăна çаклатас» терĕмĕр. Хĕллехи сунар тапхăрне хатĕрленсе республикăн Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе тата вăл пурăнакан вырăнсене сыхлакан, тĕрĕслекен, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелекен патшалăх службин Вăрнар районĕнчи аслă инспекторĕ Юрий Григорьев кашамансене пĕтерме документ пачĕ».

Эртел февралĕн 5-мĕшĕнче Йĕпреç вăрманĕн питомникĕнче, райцентртан пĕр çухрăмра, пухăннă. В.Ларионов пиччĕшĕ Иван Ларионов /Вăрнар районĕ, Çĕнĕ Хирпуç ялĕ/, Владислав Платонов, Михаил Васильев, Алексей Степанов /Пăртас/, Сергей Бойцов /Кÿстÿмĕр/, Леонид Михайлов /Вăрнар поселокĕ/, Леонид Кураков, Валерий Наумов, Семен Антонов, Евгений Евграфов /Йĕпреç районĕ, Пысăк Упакасси/, Алексей Алексеев /Канаш районĕ, Пукăртан/ унта тукмак хÿрене хуптĕрлес шухăшпа пынă. Сунар пуçланиччен пăшалпа патронсене тĕрĕсленĕ, сарлака йĕлтĕр сырнă. Ваттисене асăнса çăткăн чĕрчуна çĕнтерме тĕв тунă.

Акă 31 çулти Виталий Ларионов, акарçă аслашшĕпе ашшĕ çулĕпе кайнăскер, 12 сехет иртсен яваплă та чыслă сунар пуçланнине пĕлтернĕ. Ушкăн йĕр тăрăх кайса кашкăр ку тăрăха пĕччен килнине, питомникре вăхăтлăха хÿтлĕх тупнине пĕлнĕ. Вăл кĕрсе пытаннă 1-мĕш квартал тавра кашни темиçе метртан хĕрлĕ явлăк çыхнă шпагат тăснă, ăна туратран уртнă.

«Чылай кашаман хăранипе ун урлă сиксе каçмасть, - терĕ В.Ларионов. - Çапла çулне пÿлтĕмĕр. Вара 4 çухрăма тăсса ункăланă хĕрлĕ хăратмăш тăршшĕпех сунарçăсем тăрса тухрĕç, хăйсем патне кашаман пырса тухасса шанчĕç. Ăна хÿтерме квартала хам пĕр хĕрринчен кĕрсе шалалла куçрăм. Çав вăхăтрах тепри пĕр çухрăмран мана хирĕç тухрĕ. Йĕлтĕрпе нумаях та пыраймарăм: ума тукмак хÿре тухса тăчĕ! 25-30 метрта çеç. Хам шур халат та тăхăнман. Хура тумтирпехчĕ. Юр çинче, йывăçсен хушшинче вăл мана мĕншĕн асăрхамарĕ? Калаймастăп. Тен, этем шăршине туйса ĕлкĕреймерĕ. Сылтăм аллăн вăта пÿрнипе икĕ кĕпçеллĕ пăшал качине ерипен пусрăм та хап! тутартăм - пĕр патронран харăсах 28 йĕтре тухса кайрĕ, вăрман кĕрлесе илчĕ. Кашкăр айккине те сикеймерĕ - ÿкрĕ. Пăхатăп: ами. Çуркунне икĕ çул тултармаллаччĕ. Пурăнсан Йĕпреçсене çуллен 3-13 çура парнелетчĕ. Çитĕнсен пăшипе хир сыснине нумай тÿнтеретчĕç».

Акарçăсем кашаман тирне сÿнĕ, варне касса пăхнă, вăл хир сыснин ашĕпе хăналаннине палăртнă.

Иккĕмĕш тукмак ăçта çÿренине Пысăк Упакассисемех йĕрлесе пĕлнĕ. В.Ларионов эртелĕ февралĕн 6-мĕшĕнче каллех Йĕпреç тăрăхĕнче пуçтарăннă. Йĕпреç-Пăкăян автоçул хĕрринче 2 кашкăр йĕрĕ çине ÿкнĕ.

Февралĕн 7-мĕшĕ. Эртел асăннă çулăн тепĕр енне каçнă пĕр кашамана йĕрлесе вăрманпа 6 çухрăма, Йĕпреçрен Эконом еннелле, кайнă. Тукмак унта çĕр каçассине ăнкарса пĕр квартал тавра хĕрлĕ явлăклă шпагат тăсса çаврăннă.

Хукăнсем /хыççăн хăвалакансем/ 16 сехет иртсен çеç çав ункăн икĕ хĕрринчен кĕрсе майĕпен пĕр-пĕрин патне çывхарнă. «Читлĕхе» лекнĕ 2 тукмакран пĕри /аçи/ тарса хăтăлнă. Пăшалтан ăна темиçе хутчен пенĕ - тивертеймен.

«Çапах пĕри вĕтлĕхре çĕр каçма юласса шантăмăр, - терĕ В.Ларионов. - Февралĕн 8-мĕшĕнче унта ирхи кÿлĕм çитрĕмĕр. Чăтлăхра юлни квартал тавра тăснă шпагат айĕпе е урлă сиксе каçман. «Апла-тăк вырăнтах», - терĕмĕр. Явлăклă ункă вĕçне тухнă чух пăшал шатлаттарнине илтрĕм».

Икĕ хутчен перекенни - январь уйăхĕнче 70 çул тултарнă, Раççей сунар хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, штанга йăтассипе темиçе хутчен республика чемпионĕ пулнă Александр Чурсин. Кашамана лектереймен.

Вăл малаллах талпăннă, С.Бойцов умĕнче вирхĕнсе пынă. Сергей пăшалĕнчен икĕ хутчен хÿлтлеттернĕ. Лешĕ юн юхтарса ирĕкелле ыткăннă. А.Алексеев авăрланса тăнă тĕлтен иртме тăнă. Алексей виçĕ хутчен кĕрслеттерсе çăмламаса лектернĕ.

Сусăрланнăскер вăйсăрлансах çитнĕ. «Юнĕ те тумлама пăрахнă, - терĕ Витали. - Ăна хамран 20-25 метрта асăрхарăм. Вăл та мана курчĕ. Ларать, ман çине пăхать. Çав самантра тепре кĕррĕслеттертĕм - ÿкрĕ. Ама, 4 çула кайнăскер».

В.Ларионов 17 çултах кашкăр тытма хутшăннă. Халĕ унăн шутĕнче - 11. Февральпе март уйăхĕсенче Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчи 6 кашамана «мăйкăча лектермешкĕн» эртел пухма кăмăлĕ пур.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.