«...Тивĕçе эпир чыслăн пурнăçланă»
Тахçан вуланă «Кашни вăхăтăн-тапхăрăн хăйĕн паттăрĕсем, кăмăл-сипечĕ пур» ăслай ялан аса килет. Вăл çаплах пулĕ-ха, анчах тăнăç çĕр çинче, янкăр кăвак тÿпере сарă хĕвел ярăннă вăхăтра Раççей чиккисенче е хĕрÿ ытти вырăнта 19-22 çулти çамрăксем кăра та шелсĕр тăшманпа çапăçса пуç хунине, кирек мĕн калăр та, ăспа хакласа чунпа йышăнма питĕ йывăр. Тăшманĕ - пĕтĕм тĕнчери террор ушкăнĕсемпе укçашăн пуç касма хатĕр, тăванне шеллемен Афганистан душманĕсем, Пакистан моджахечĕсем...
Нумайăн вĕсем - сăртлă-туллă Афганистанра çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ ентешсем. Вĕсене асăнса пуçтайăм статйи пултăр çакă.
Вунвиçĕ çул каялла Калугăра тухнă «Санăн ятна асрах тытатпăр» /Помним твое имя/ кĕнекере Василий Мурзинцев политолог хăйĕн «Истори справки» /Историческая справка/ тишкерĕвĕнче Совет Союзĕ «пĕчĕк йышлă контингентне» Афганистана илсе кĕнин сăлтавне кÿршĕллĕ патшалăхăн правительстви çине тăрса ыйтнипе пурнăçланипе ăнлантарать, шухăшне пĕтĕмлетет: «...анчах çакна агресси те, ют çĕршыв территорине тытса илме пуçарнă акци те тееймĕн, çав вăхăтрах ăна тĕрĕс теме те хĕн...» Çар операцине вăрттăнлăхра тытнă пулин те - ун çинчен АПШн çав вăхăтри президенчĕ Дж. Картер пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. 1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Л.Брежнев патне янă çырура вăл «Совет Союзĕн асăннă акцийĕ мана тата Америка халăхне питĕ кăмăла кайманнине» пĕлтерет. Мĕнпе кăмăлсăрланнă Картер? Тен, СССР Америкăна хыçа хăварнипе? Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсен Тĕп Азире ун чухне пĕртен-пĕр союзник - Пакистан - пулнă. Вăл - тĕнчере пуç пулса талпăнакан патшалăх администрацийĕн «айĕнче». Совет Союзĕн ырă тусĕн - Иранăн - чиккисенче яланлăхах «тымарланасси» Америка политикĕсен, çар çыннисен, бизнесменĕсен шухăш-кăмăлне тахçантанпах «кăтăкласа» тăнă. Çавăнпа та кÿршĕ çĕршывра хăйĕн интересĕсене куракан Пакистана хăвăрт мобилизацилеме тытăннă вĕсем. Çапла майпа Афганистана телейсĕр шăпа кĕтнĕ: унăн хăйĕнчен килмен сăлтавпа хăватлă икĕ çĕршывăн - Совет Союзĕпе АПШн - «çулĕ» хĕресленнĕ вырăнта пулмалла. Çакăнтан пуçланнă та юнлă хирĕçтăрăвăн кÿршĕллĕ икĕ патшалăха пысăк шар кăтартнă тĕвви. Унăн çухатăвне-ыратăвне эпир паян туятпăр-чăтатпăр, пурнăç мĕнне те пĕлме ăнкарма ĕлкĕреймен ывăлĕсене çухатнă ашшĕ-амăшĕн, тăванĕ-пĕтенĕн чунĕ паянхи кун та ыратать. Совет Çарĕн контингентне унтан илсе тухнăранпа паян 26 çул çитрĕ пулин те ырату туйăмĕ сĕвĕрĕлмест.
...1979 çулхи декабрь вĕçĕнче Совет Союзĕ Афганистанри çивĕчленсе çитнĕ лару-тăрăва çăмăллатас тата ăна йĕркене кĕртес тĕллевпе асăннă çĕршыва хăйĕн артиллерийĕпе мотопехотине тата сывлăш-çар вăйĕсене илсе кĕнĕ. 10 çула яхăн пынă юнлă хирĕçтăрăвăн вут-çулăмĕ витĕр 526 пин совет салтакĕпе офицерĕ тухнă, 15015-шне тăван кĕтесне цинк тупăкра илсе килнĕ, 54 пинĕшĕ ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă, 416 пинĕшĕ чирлесе таврăннă. Пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 6 пине яхăн çын аякри çĕршыври душмансемпе çапăçнă, вĕсенчен 113-шне тăван кĕтесе чĕррĕн таврăнма шăпа пÿрмен, 4-шĕн çулĕ каялла выртман - хыпарсăр çухалнă, 176-шĕ аманнă, 414 çын инвалид пулса юлнă, 430-шĕ таврăнсан тĕрлĕ чир-чĕре тата сурана пула пурнăçран уйăрăлнă.
Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче Чăваш Енре çуралнă тата пурăннă, тăван тăрăха чĕррĕн таврăнма пÿрменнисен ячĕсене ялан асра хăварас тесе 14 çул каялла Асăну чулĕ хывса хăварчĕç. 2004 çулхи февралĕн 28-мĕшĕ Чăваш Ен историйĕнче тепĕр пулăмпа палăрса юлчĕ: Афганистан вăрçин ветеранĕсен Шупашкарта иртнĕ 6-мĕш съездĕнче çапăçури хăйсен вилĕмсĕр юлташĕсене асра тытса вĕсен ячĕпе палăк уçма, кашнин ятне чул палăк çине ылтăн саспаллисемпе çырса хума шантарнă сăмахне çирĕп тытрĕç - гранитран калăпланă мăнаçлă палăк килес ăрусене те Чăваш Ен салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен ялан аса илтерĕ. Сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме Афганистан вăрçин ветеранĕсен республикăри союзĕпе Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕçтăрусен ветеранĕсен пĕрлĕхĕ, Шупашкар хула администрацийĕ хавхалантарнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Правительстви хăйсен тÿпине хывнă.
Эпир пĕлнĕ тăрăх, çакăн евĕрлĕ архитектура сооруженийĕ çĕршывра хальлĕхе виççĕ кăна. Тăван хуламăрти çаврака постамент çинче çĕкленнĕ гранит стелăна уçиччен çакăн пек асăну вырăнĕ Екатеринбургра кăна пулнă. Каярахпа Мускаври Пуçтайăм сăрчĕ /Поклонная гора/ çинче монумент уçрĕç.
Хăй вăхăтĕнче мана та РФ Патшалăх Думин «Единая Россия» фракцийĕн ертÿçин çумĕ, саппасри полковник Ф.Клинцевич тата Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕн правленийĕн ертÿçи В.Вшивцев ирттернĕ пресс-конференцие хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Франц Адамовичпа Владимир Сергеевичран журналистсемпе тĕл пулнă вăхăтра çак пулăмăн пĕлтерĕшне уçса пама ыйтрăмăр. Мĕншĕн тесен паянхи кун та унччен кÿршĕллĕ пулнă çĕршыва хĕçпăшаллă вăйсене кĕртнине кашни çын хăйне майлă хак парать.
Франц Адамовичпа Владимир Сергеевич шухăшĕпе, «Эпир Афганистана çар çителĕклех илсе кĕме пултарнă, вара пĕр душман та Пакистан чикки урлă каçаймастчĕ. Лăпкă лару-тăру тытса тăма унти вăйсемех çителĕклĕччĕ. Анчах ку вăхăтлăх лăпкăлăх пулатчĕ. Хамăрăн çарсене кăларнă хыççăн пурнăç тÿрех унчченхи, малтанхи пекех йĕркеленсе каятчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен правительствин влаçа тытса тăма вăй çитмен. Çавăнпа та, кашни çулах пин çар çынни çухатса, эпир хăвăрт çĕнтерме ăнтăлман. Революцие çирĕплетме май памалла, хамăр майлисене ытларах тупмалла пулнă. Сирĕн «Ют çĕршыв революцине çирĕплетмешкĕн Совет Союзĕ ытла хаклă тÿлемен-ши?» ыйтăва хуравласа çапла калăттăм: «Çук, хаклах мар. Унта пулнисенчен кашниех çакăн пек калĕ». Паллах, унта ывăлĕсене çухатнă амăшĕсене çапла кирлĕ пулнă тесе ĕнентереймĕн. Унччен Турă ирĕкĕ çавăн пек ĕнтĕ тесе лăплантарнă. Халĕ хамăра лăплантармалли çук, çавăнпа та хăпартуллă-хавхалануллă сăмахсем каласа, çăмăллăхсем парса айăпа çемçетме тивет».
«Афганистанри вăрçă пирĕншĕн питĕ йывăр килчĕ. Туллă-сăртлă çĕршывăн пĕтĕм лаптăкне сăнаса тăрайманран, унти халăхăн йăли-йĕркине, шухăшлавне пĕлменрен эпир йывăр çухатусем тÿснĕ: дехкан кăнтăрла суту-илÿ тунă, каçхине алла автомат тытнă. Вăл пирĕн çинчен пурне те пĕлнĕ, эпир ун çинчен - нимĕн те. Çавна пулах мĕн чухлĕ пурлăх пĕтрĕ, мĕн чухлĕ çамрăкăн пурнăçĕ татăлчĕ...» - тенĕччĕ хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Руслан Аушев генерал-майор.
Совет Союзĕн Геройĕ Борис Громов генерал-полковник Совет Çарĕн контингентне Афганистан çĕрĕ çинчен каялла илсе тухнăранпа 16 çул çитнĕ чухне панă интервьюра пирĕн кашни салтакпа офицер интернационалист тивĕçне чыслăн пурнăçланине ĕненмелле палăртрĕ: «Нумайăшĕ, çав шутра эпĕ те, туслă халăха Апрельти революци çĕнтерĕвне çирĕплетмешкĕн пулăшма килнине ăнланнă... Эпир унта камсем пулнă - оккупантсем-и е хÿтĕлевçĕсем-и - афгансем хăйсем хак паччăр. Кабулта е Саланг тăрăхĕнче «шурави» /Совет салтакĕсене афгансем çапла каланă - Ю.Л./ курăнсан ăна самантрах тĕрлĕ çулти çынсем ăшă кăмăлпа сырса илни çинчен каласа параççĕ. Паянхи кун та вĕсем пире хисеплеççĕ. Вĕсен умĕнче айăплă пулин те. Хамăр çарсене Афганистанран илсе тухнă хыççăн унти халăха пăрахнăшăн, ăна пулăшманшăн айăплă эпир. Пирĕн хыççăн унта пĕтĕмпех арканнă...»
...Раççей чиккисенчен самай аяккарах куçнă Афганистан паян та пăлхавлă, вăрçă-харçăллă регионсен шутĕнче. Америкăпа унăн союзникĕсен хĕçпăшаллă вăйĕсем кунта терроризм йăвине аркатма пуçланă операцие çаплах вĕçлеймеççĕ-ха...
Юрий ЛИСТОПАД
Комментировать