Сaмах кайaк мар

12 Фев, 2015

Усал сăмахсемпе ятлаçса кÿрентерекене явап тыттарма пулать-и?

АНДРЕЕВА.

Çынна хур туни, кÿрентерни шутне çын чысне, сумне суя, усал сăмах сарса, ятлаçса е çырса варалани, çынна çупса яни, сурни, алăпа мăшкăл палли кăтартни кĕрет. Каланă сăмахсем тĕрĕслĕхпе килĕшсе тăраççĕ е пачах та тĕрĕс мар - пĕлтерĕшлĕ мар. Çынна хурласа, питлесе усал сăмахпа ятлама никамăн та право çук.

Çын чысне вараланăшăн, хурланăшăн саккунпа мĕнле явап тыттараççĕ-ха?

Административлă яваплăх Кодексăн 5.61 статйипе килĕшÿллĕн çак статьяпа административлă штраф парса явап тыттараççĕ. Ахаль çынсене пĕр пинрен виçĕ пин таранччен, должноçри çынна 10 пинрен 30 пин таранччен, юридици сăпатĕнчен 50-100 пин таранччен.

РФ Гражданла кодексĕн 150 статйипе килĕшÿллĕн кÿреннĕ çын кÿрентерекене суда пама пултарать. Кÿрентерекене явап тыттарасси тата мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн.

Суда тавăç пама чыса, сума, таса ята хÿтĕлес пирки Гражданла кодексăн 12, 150-152, 1099-1101 статйисене тĕпе хумалла.

Суда тавăç памалли йĕркене Гражданла процессуаллă кодексăн 131 статйинче палăртнă.

Хут-документа мĕнле хатĕрлес йĕркесĕр пуçне Кодексра тавăçа çырнă чухне тавăççăн хăйне кÿрентернĕ саманта, лару-тăрăва кăтартмаллине, хăйне сиен, хур тунине, çавна çирĕплетекен тĕслĕхсене палăртмаллине каланă.

Кÿрентернине çирĕплетекен тĕслĕхсем шутне кунтелен /свидетель/ çирĕплетни е телефон калаçăвне çырса илни, видеосăнав çырăвĕ, СМС-пĕлтерÿ, интернет страницăран çырса илни кĕрет.

Хисеплĕ Андреева. Эсир кÿрентерекене явап тыттарас тесен хăвăра кÿрентернĕ вăхăтра пулнă свидетельсем çирĕплетни кирлĕ. Тавăçа вырăс чĕлхипе е чăваш чĕлхипе çырса суда пама юрать. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Тавăçа çырнă чухне çак ĕçе пĕлекен çынсемпе - юристсемпе - канашлани вырăнлă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.