Олимп çулĕ такăр мар

11 Фев, 2015

Вăрмарсем спорт энциклопедийĕпе пуянланчĕç

Вăрмар тăрăхĕнче Анатолий Хованский журналиста пĕлмен çын та çук пулĕ. Ĕмĕрĕпех районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕскер «Хыпарпа» та питĕ туслă: унăн кăсăклă статйисем пирĕн хаçатра тăтăшах пичетленеççĕ. Юлашки çулсенче пичет ветеранĕ кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларчĕ. Çамрăк чухне редакци чысне тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар хÿтĕленĕскер уйрăмах спорт темине кăмăллать вăл. Пирĕн хаçат вулаканĕсене район спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарсах тăрать.

Хăйĕн пурнăçне 1968 çултанпах журналистикăпа çыхăнтарнă Анатолий Ильич. Çак тапхăр хушшинче çырмалли-каламалли, паллах, сахал мар пулнă унăн. Вуншар çул пухнă çак материалсемпе усă курса спорт темипе уйрăм кĕнеке çырса хатĕрлеме шухăшланă вăл. Пĕрремĕш кĕнеки 1975 çулта «Спорт - пирĕн тус» ятпа кун çути курнă. Ăна вулакансем хапăлласа йышăнни ăна тата та хастартарах ĕçлеме вăй-хал хушнă. Çакăн хыççăн унăн «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ» /Вăрмарти спорт шкулĕн кунçулĕ çинчен/, «Тумхахлă та мухтавлă çулпа», «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе», «Пĕр тăван Таратинсем» /Кавал ялĕнчи спортпа туслă çемье çинчен/, «Олимп çулĕ такăр мар» /спорт энциклопедийĕн справочникĕ/ кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.

Çак кунсенче Анатолий Ильич спортпа интересленекенсене çĕнĕ кăларăм парнелерĕ - «Олимп çулĕ такăр мар. Вăрмар районĕн спорт энциклопедийĕ». Ку - çĕнетнĕ хушма кăларăм. Малтанхи 2012 çулта тухнăччĕ. 650 страницăллă /малтанхи - 480 стр./ кĕнекери статьясемпе очерксем спортăн 30 енĕпе палăрнă 258 спортсменпа паллаштараççĕ: Вăрмар тăрăхĕнчен тухнă тĕнчипе палăрнă олимпиецсем, пысăк ăмăртусенчен сумлă медальсемпе таврăннă çĕнтерÿçĕсем, Олимп резервĕсен училищисенче ăсталăхне ÿстернĕ яшсемпе хĕрсем, малтанхи утăмĕсене тăвакан çамрăксем, пултаруллă тренерсемпе тăрăшуллă учительсем. «Вăй-халне шеллемесĕр çĕнтерÿ патне ăнтăлса пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ ентешсемпе вĕсен хастар та пултаруллă вĕрентекенĕсене пурне те кĕртме тăрăшрăм», - тет Анатолий Хованский.

Тăватă пайран тăракан энциклопеди районти спорт аталанăвĕн кунçулĕпе уçăлать. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче физкультурăпа спорт çĕнĕ шая çĕкленнĕ. Хуласемпе районсенче спорт площадкисем тума тытăннă, ăмăртусемпе спорт уявĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене çĕршер физкультурникпа спортсмен хутшăннă», - çапла пуçлать пĕрремĕш очерка автор. Тĕлĕнмелле те: районта чи малтан палăрнă спортсменсен йышĕнче Чăваш халăх артисчĕн Ефим Никитинăн /Кĕлпук Мучи/ ячĕ те пур. Арапуç каччи çамрăк чухне тăршшĕне сикес тата чупас енĕпе питĕ пултаруллă пулнă иккен: Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă, 1937 çулта тăршшĕне сиксе республика рекордне те çĕнетнĕ. Тăван ен чысне çĕршыври тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕленĕ. Кĕнекере çырса кăтартнă пултаруллă спортсменсен хушшинче хĕрарăмсем те чылайăн. Вĕсенчен пĕри - Кавал хĕрĕ Генриэтта Юрьева. «Йĕтре тĕртес, сăнă тата диск ывăтас енĕпе Чăваш Ен тата Раççей чемпионки тата рекордсменки, ял спортсменĕсен йышĕнче сăнă ывăтассипе СССР чемпионки ятне тивĕçнĕ», - паллаштарать унпа кĕнеке. Ăста спортсменсене çитĕнтерессишĕн нумай вăй хунă вĕсен малтанхи учителĕсем çинчен çырнă май автор спорт вăй илсе аталаннă вăхăтра чылай пархатарлă ĕç тунă Энĕшпуçри Петр Афанасьева, Мăнçырмари Геннадий Мефодьева, Вăрмарти Зосим Матвеевпа Юрий Веденеева тата ыттисене ырăпа асăнать.

Энциклопедипе малалла паллашатăн та - тĕрлĕ предприятипе организаци ĕçченĕсем, колхозниксем ĕçре кăна мар, спортра та малта пулма тăрăшнине куратăн. «Спорт секцийĕсен ĕçне лайăх йĕркеленĕ, хуçалăхсенче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем пĕрре мар ирттернĕ», - çырать автор.

Район 6 олимпиеца çунат сарса спортăн чи тÿпемне вĕçсе çитме пулăшнă: Валериан Соколов боксерăн, Николай Пуклаков атлетăн, Светлана Захаровăпа Татьяна Петрова-Архипова марафонçăсен, Вера Андреевăпа Сергей Иванов велосипедçăсен ячĕсем Олимпиада историне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă. Олимп вăййисенче чăвашсенчен ылтăн медале чи пĕрремĕш тивĕçнĕ чемпионпа, Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Соколовпа тата 2012 çулта Лондонра иртнĕ ХХХ Олимп вăййисенче марафонçăсен дистанцийĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ Карăкçырма хĕрĕпе Татьяна Петрова-Архиповăпа Вăрмарсем уйрăмах мухтанаççĕ. Вĕсем çинчен кĕнеке авторĕ питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă - хăй вăхăтĕнче спортсменсен пур çитĕнĕвне те çырса пынă тейĕн.

«Вăрмар тăрăхĕнче спортсменсен династийĕсем те пур. Кĕнеке авторĕ пĕр тăван Таратинсем /Кавал/, Ивановсем /Энĕшпуç/, Тимофеевсем /Чупай - Шупашкар/, Архиповсем /Пысăк Енккасси/ çинчен илемлĕ очерксем хайланă. Аслисен тĕслĕхĕ çамрăксене хавхалантарть. Ашшĕсем ачисене ырă тĕслĕх кăтартса спорта явăçтараççĕ, ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеççĕ. Çавăн пек тренерсенчен пĕри - Юрий Григорьев /Шăхаль/. Унăн хĕрĕ Людмила Григорьева каратэ енĕпе тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. СССР спорт мастерĕ Геннадий Николаев ывăлне Игоре бокспа туслаштарнă. Çамрăк спортсмен час-часах тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерет. Эппин, шанчăк пур - пирĕн тăрăхра пулас олимпиецсем çитĕнеççĕ», - çапла çырнă кĕнекене хакласа унăн ентешĕ, районти таврапĕлÿ музейĕн ертÿçи Василий Цыфаркин.

Энциклопедие сăнÿкерчĕксем те пуянлатаççĕ. Хура-шурă тĕслĕ сăнсенче çĕнтерÿпе чунтан хĕпĕртенĕ спортсменсен ытарайми йăл кулли вулакана вĕсемпе пĕрле савăнма хистет. Акă, 50 çул каяллахи сăнÿкерчĕкри пикесем, волейболла выляса хавхаланнăскерсем пире иртнĕ вăхăта таврăнтараççĕ. Тепринче - старта тухма хатĕрленекен йĕлтĕрçĕсем. Кашни кунашкал сăнÿкерчĕк - хăйнеевĕр истори, пурнăçăн, пархатарлă кунçулăн тăп хытнă саманчĕ, вăхăчĕ.

Анатолий Хованскин кĕнеки çамрăксене спортпа туслă пулма, ят-сум çĕнсе илнĕ спортсменсем пек йывăрлăхсене парăнтарса малалла ăнтăлма вĕрентет.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.