Канашăн çĕнтерес шанăç пысăк
Раççей Правительствин экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи монохуласен уйрăмĕнчен Канаша пысăк ушкăн килни халиччен пулманччĕ-ха.
Делегацие ертсе пыракансемпе банкирсем татăклă йышăну тăвиччен хула мĕнлерех пурăннине пĕлме килнĕ. Темиçе предприятие çитсе курнă хыççăн журналистсем ушкăн ертÿçине Ирина Макиевăна сырса илчĕç.
- Сире мĕн хумхантарнине туятăп, - терĕ вăл. - Чăваш Правительствипе ĕçлесе куртăмăр. Асăннă программăпа Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăра аталантарма пысăк укçа уйăрнине пĕлетĕр. Чăваш Ен ертÿçисем - сăмаха тытакан çынсем. Çакă кăмăла кайрĕ. Монохуласен проектне Канашра, вăл Раççейри чи малтан укçа илекен 5 муниципалитет шутĕнче, ĕçе кĕртме пуçласси ахальтен мар. Укçа ыйтăвне тĕппипех татса паман-ха. Экспертсен татăклă сăмахне кĕтеççĕ. Сирĕн çĕнтерес шанăç пысăк.
Экономикăри лару-тăру чунра иккĕленÿ çуратать. Кризиса пула хăш-пĕр проекта чарса лартнă. Монохуласен фончĕн пуçлăхĕ Дмитрий Скриванов каланă тăрăх - программăра пăхнă 30 млрд тенкĕ пирки пăшăрханмалла мар. Унпа пĕлсе усă курасси мала тухса тăнă. Фонд ăна валеçнипе пĕрлех регионсенче инвестицин тупăшлă проекчĕсене ĕçе кĕртме хутшăнать, вырăнта ертсе пыракан кадрсем, укçапа ĕçлеме пĕлекенсем хатĕрлеме палăртать.
- Хуласен ертÿлĕхне шанманнине пĕлтермест ку. Финанс хутшăнăвĕ енĕпе пĕлĕве пурин те ÿстермелле, - палăртрĕ Д.Скриванов.
Канашри кашни виççĕмĕш çемье кунçулĕ чукун çулпа çыхăннă. Ĕç паракан тĕп предприяти - автоагрегат завочĕ. Компанисен «ГАЗ» ушкăнне кĕрет вăл. Мускавсем чи малтан унта çитсе курчĕç. Директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Олег Григорьев цехсене кăтартса çÿрерĕ.
- Саккассем чакнипе коллективăн пĕр пайне кĕскетме тивет, - тет вăл. - «ПАЗ», «ЛИАЗ», «КАВЗ» автобуссем валли урапа тĕнĕлĕ, тормоз агрегачĕ хатĕрлессипе пире çитекен çук. Ăста рабочисем тытăнкаласа тăраççĕ-ха. Пенсионерсем ĕçрен кайсан вĕсен вырăнне камсем тăрĕç? Пысăк квалификациллĕ токарьсемпе фрезеровщиксем питĕ кирлĕ. 1990 çулсенче профтехвĕренÿ тытăмне аркатрĕç. Унтан вĕренсе тухакан яшсене чăн-чăн профессионал шайне çитерме сахалтан та 3-4 çул кирлĕ.
«Канмаш АГРО» фирмăн коммерци директорĕ Павел Евдокимов та кадр çивĕчлĕхне палăртрĕ. Машинăсем тăвакан завод унччен Анăçран кÿнĕ хăш-пĕр изделие вырăнтах кăларма май пуррине çирĕплетнĕ. Ялхуçалăх валли сеялка, плуг ăсталаççĕ. Сварщик, фрезеровщик çитмест. Вĕсене производствăра вĕрентеççĕ. Чылай предприяти çак çул çине тăнă.
Мускава е ытти пысăк хулана шапаша çÿрекенсене вырăнта çирĕплетессипе ĕçлемеççĕ теместĕп. Мускав тĕрĕслевçисемшĕн пахча çимĕç тирпейлекен «Девелей» фирмăна тата минерал тăварĕ кăларакан «Аурат-СВ» юлташлăха çитсе килни кĕтменлĕх пулчĕ. Нимĕçсен технологийĕпе кетчуп тата соус кăларакан компанире производство культури пысăк. 120 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ фирма /ертÿçи - Минрафик Садыков/ кунпа лăпланса ларасшăн мар, производство калăпăшне ÿстересшĕн. Çĕнĕ склад çурчĕсем çĕклеççĕ.
- Эпир хамăр укçапа аталанатпăр, патшалăхран кĕлмĕçленсе ыйтас шухăш çук. Анчах хулара шыв ыйтăвне татса паманни хумхантарать, - пăшăрханăвне пытармарĕ директор.
- Шыв тасатакан препаратсемпе «Аурат-СВ» предприяти Атăлçи тăрăхĕнчи рынока туллин тивĕçтерме вăй çитерĕ, - палăртрĕ фирмăн строительство директорĕ Мария Александрова. 100 çын кунта хăйне килĕшекен ĕç тупни - ырă пулăм. Ку пуçламăшĕ çеç-ха. Проектпа пăхнă хăватсене хута ярсан тата 70 çынна ĕçе вырнаçма чĕнĕç. Фирма ертÿçисем те çул тата шыв ыйтăвне çĕклеççĕ.
ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин хулари пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хакланă май çапла каларĕ:
- Йывăр машинăсене çÿреме хула тулашĕнче çул тăвасси - кая хăвармасăр пурнăçламалли тĕп ĕçсенчен пĕри. Автоçулăн проектпа пăхнă хакĕ - çур миллиард тенке яхăн. Ăна тăватпăрах. Шыв ыйтăвĕпе ĕçлеççĕ. Канализацие çĕнетме 319 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
Ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна палăртрĕ:
- Монохуласен программине кĕтĕмĕр тесе укçа килессе çеç кĕтсе пурăнмалла мар, Мускав вырăнта мĕнле ĕçсем туса ирттернине тимлĕ сăнать, хаклать. Эпир çав укçапа хула пурнăçне чĕрĕлĕх кĕртме хатĕр-и? Ырă тĕслĕх илмелли пур пирĕн. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсĕрлĕх шайне - 7, Улатăрта 5 хут пĕчĕклетме вăй çитертĕмĕр. Апла Канашсем те хастар ĕçлесе кăтартчăр. Пысăк заводсем çын шутне чакарнипе пĕрлех халĕ тĕрекленекен фирмăсенче рабочисен йышĕ палăрмаллах ÿсес туртăм палăрчĕ. Ăнăçу сунатăп пурне те.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
Комментировать