Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илеймĕн

10 Фев, 2015

"Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри аграрисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăх тума 48,6 пин тонна /102%/ хатĕрленĕ /Элĕкпе /97%/ Çĕмĕрле /75%/ районĕсем плана тултарайман/. Çураки валли 30,6 пин тонна /64%/ тасатса кондицие лартнă.

Асăннă филиал юлашки пĕтĕмлетĕве январĕн 23-мĕшĕнче тунăччĕ. Унтанпа эрне ытла иртнĕ пулин те кăтартăва 12 район çеç лайăхлатнă: Улатăрсем - 23, Етĕрнесемпе Шупашкарсем - 8-шар, Йĕпреçпе Элĕксем 7-шер % таран. Тепĕр çиччĕшĕ - 1-6% кăна. Çав хушăрах Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсем тырă вуçех те тасатман.

Кондицие лартман 16,9 пин тонна тырă - çÿп-çаплă. Вăл шутран 1998 тоннине нÿрĕк çапнă, 1505 тоннине сăтăрçăсем иленнĕ. Кăпшанкă ерни уйрăмах Канаш /15%/, Улатăр /14%/, Комсомольски /9%/, Муркаш /9%/, Красноармейски /4%/ тăрăхĕсенче нумай.

Хуçалăхсенчи 98 звено вăрлăх тасатать. Вĕсене Патăрьел /19/, Комсомольски /10/, Çĕрпÿ /8/, Элĕк /7/ районĕсенче ытларах йĕркеленĕ.

АПК ĕçченĕсем вăрлăх çĕнетме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен /408 тонна/ тата çĕрулмин /76 тонна/ элита сорчĕсене туяннă. Тухăçа пĕтĕмĕшле ÿстерме çакă çеç сахал паллах.

ЧР Ялхуçалăх министерствинче министр çумĕ Алексей Самаркин ертсе пынипе "ЧР Патшалăх сорт сечĕн лару-тăрăвĕ. Çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса парасси" темăпа канашлу иртнĕ. Алексей Александрович импорта ылмаштарассипе ĕçлекен программăна тата çĕршывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хурассине пурнăçласа ЧР Патшалăх сорт участокĕ пысăк ĕç тунине палăртнă.

"Патшалăх сорт комиссийĕ" федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн пуçлăхĕ Виктор Васильев сорт сăнакан участок тунă çитĕнÿпе паллаштарнă, пурлăхпа техника бази юхăнса çитнине пĕлтернĕ.

Канашлăва пухăннисем сортсене ÿлĕмрен хăнăхнă меслетпе çеç мар, ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе усă курса тĕпчеме сĕннĕ. Калăпăр, ретсен хушши тĕрлĕ сарлакăшлă пултăр, культурăна аталанăвăн тĕрлĕ тапхăрĕнче пухса илсе пĕлтерĕшне хак памалла, ÿсен-тăрана тĕрлĕ вăхăтра тата хăйнеевĕр апатлантарса пăхмалла, тата ытти те.

Вăрлăха лайăхлатса, технологие çĕнетсе пымасăр пысăк тухăç илеймĕпĕр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ