Николай Ванеркин: «Телейлĕ кунçулшăн атте-аннене тав тăватăп»
Николай Григорьевич Ванеркин шавлă уявсене питех кăмăлламасть. Паллă кунсенче чи çывăх юлташсемпе, тус-тăванпа пĕрле пухăнса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çиттĕр. Тăван-пĕтенĕ Вăрмар районĕнчи хăй çуралнă Вăтакасра та, чылай çул ĕçлесе пурăннă Муркаш тăрăхĕнче те сахал мар. Сĕтел хушшинче пурне те сăмах парсан чыслав темиçе куна тăсăлĕ. Анчах юбиляр сăпайлăн кăна хуравлать: «Çук-çук, хăна йышлă чĕнесси пуçра та пулман. Чăваш мĕнле калать-ха? Кашни япалан йĕрки пур, тет». Интервью илме килсен те вăл чи малтанах кĕттернĕшĕн каçару ыйтрĕ те пÿлĕмне шухăшлăн пăхса çаврăнса çапла каларĕ: «Вăхăт çитми пулчĕ. Ир-ирех кăна-çавна пурнăçламалла тесе картса хуратăн та пурне те тума ĕлкĕрейместĕн».
- Николай Григорьевич, вăхăт чуппи сисĕнми. Çапах сăнран пăхсан Эсир 60 çулта тесе никам та каламĕ. Иртнине çаврăнса пăхсан хăш çулсем ăнăçлăрах пулчĕç? Шухăшланине пурнăçа кĕртме май килчĕ-и?
Комментировать