Хуралта тĕлĕрме юрамасть
Хĕллехи сунар тапхăрĕ вĕçленмен-ха. Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕччен саккунпа килĕшÿллĕн çак чĕрчунсене тытма ирĕк панă: тилĕ, енот йытти, кашкăр, ондатра, Европа хăнтăрĕ, Америка шашки, пакша, сăсар, вăрман пăсари, шăши юсĕ. Кайăкçăсем йĕркене пăхăнаççĕ-и? ЧР чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Николаевич КУЗЮКОВ хуравлать.
- Нумайăшĕ саккуна пăсаççĕ. Етĕрне районĕнчи тĕслĕхе илер. Декабрĕн 28-мĕшĕнче кунĕпех мулкач йĕрĕпе çÿренĕ икĕ сунарçă Пушнар ялĕнчен 150 метрти çырмара суранланнă пăшие асăрханă. Юн юхтарса вăйран кайнăскер этемрен тарса пытанма та хăтланман. Акарçăсем пăхаççĕ те пăшалтан персе суранлатнине палăртаççĕ. Çийĕнчех службăн районти инспекторне Сергей Карпунина телефонпа шăнкăравлаççĕ. Ку сунар тапхăрĕнче Етĕрне тăрăхĕнче пăши тытма ирĕк паман. Апла пулсан пăшие пеме юраман. Карпунин çутçанталăк пуянлăхне хÿтĕлес тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă, йĕркене лайăх пĕлет. Полици пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле Пушнара каяççĕ, пăши виллине тупаççĕ. Икĕ-виçĕ çулти ама. Çирĕм çул пурăннă пулсан та 20 пăру туса биопуянлăха пуянлататчĕ. Браконьер çутçанталăка 200 пин тенкĕлĕх сиен кÿчĕ. Патологоанатом пăши тушкине касса пăшалтан персе вĕлернине çирĕплетнĕ. Çав кунах уголовлă ĕç пуçарнă. Преступлени тунă çынна тупса палăртман-ха.
- Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн, канмалли кунсенче, уй-хир кĕрлесе тăчĕ, пăшал сасси ял çыннисен сехрине хăпартрĕ. Сунарçăсем айкашнине пурте ăнланчĕç. Иртнĕ уйăхри тĕслĕхсенчен хăшне асăнатăр?
- Декабрьте пăши тытмалли тапхăр вĕçленчĕ. Çакна сунарçăсем лайăх пĕлеççĕ. Анчах январĕн 4-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Тăрмăш ялĕ патĕнче 3-4 çулти пăши амине пăшалтан персе вĕлернĕ. Служба инспекторĕ юрашан кĕрленине илтсе унта çитнĕ, йĕр тăрăх кайнă. Браконьер хăйне хăваланине сиссе пăши тушкине юрпа витсе хăварнă. Инспектор ăна тата патрон гильзисене тупнă, чĕрчуна саккуна пăсса пенине полицие пĕлтернĕ. Унтан хĕç-пăшаллă сотрудниксен ушкăнĕ çитнĕ. Преступник аш патне килессе çĕрĕпех кĕтнĕ. Анчах лешĕ таврăнман. Сотрудниксем тепĕр кун "засадăра" кунĕпех ларнă. Ялсене çитсе йĕркене пăснă сунарçă хушаматне, вăл хăш ялта пурăннине палăртнă. Килĕнче сунар вăхăчĕ иртсен пăшие вĕлернине йышăннă. Вăл та республикăн сунар хуçалăхне 200 пин тенкĕлĕх тăкак кÿчĕ.
- Суд ăна мĕнле айăплĕ?
- Уголовлă кодексăн 258-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн патшалăха пысăк сăтăр кÿнĕшĕн е ирĕксĕрлесе 480 сехет ĕçлеттерме, е 2 çул таран ĕçлеттерсе юсама, е 3 çул ирĕксĕрлесе ĕçлеттерсе юсанипе пĕрлех 1 млн тенкĕлĕх штрафлама е 2 çул хушшинчи уйăхри вăтам ĕç укçи е ытти тупăш чухлĕ штрафлама, е штраф тÿлеттермесĕр ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултарать.
Тăкака шыраттарса илетпĕр, тÿре унăн пăшалне, юрашанне туртса илме йышăнĕ. Айăплав вăхăчĕ тухсан çеç çĕннине туянма пултарать, сунар удостоверенийĕ илет.
- Ытти чĕрчуна тытнăшăн тăкака саплаштарма миçе тенкĕ хывтараççĕ?
- Служба пăхса тăракан, тара паман тата арендаторсем тара илнĕ лаптăксенче хир сысни аçишĕн - 45 пин, амишĕн - 75 пин, çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан вырăнĕсенче пĕрремĕшне тытнăшăн - 75 пин, амишĕн - 105 пин тенкĕ. Хир качакишĕн сыснаран та нумайрах тÿлеттереççĕ. Çÿлевĕçшĕн саплаштармалли пăшишĕн хывнинчен кăшт пĕчĕкрех. Карăк аçишĕн - 9 пин, амишĕн - 15 пин тенкĕ.
- Укçа шыраттарассине акарçăсем пĕлеççĕ-и?
- Пĕлмесĕр! Сунар удостоверенийĕ панă чух чĕрлĕх тытмалли йĕркене пĕлетпĕр тесе алă пусаççĕ.
- Служба инспекторĕсем иртнĕ уйăхра саккуна пăсса чĕрчун тытма хăтланакансене тăрă шыв çине кăларассишĕн мĕнле тăрăшрĕç?
- Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче ытларахăшĕ 11 кун канчĕ, пирĕн инспекторсем килĕсенче лармарĕç, 500 ытла акарçă сунар йĕркине пăхăннине тĕрĕслерĕç, ăна 13 хутчен пăснине палăртрĕç. Нумайăшĕ транспорт хатĕрĕпе акарçăсем пынă чух пăшала йĕнĕрен кăларнипе е авăрланипе, мамăк çăмлă чĕрчун тытма ирĕк илмесĕрех вăл е ку сунар лаптăкĕнче хĕç-пăшал çакса çÿренипе çыхăннă.
- Сунар нумайăшĕшĕн ăнăçлă иртнĕ-и?
- 168 хир сыснине тытма ирĕк патăмăр. Çурринчен кăшт ытларах çеç тытайрĕç.
- Мĕншĕн сахалрах?
- Сыснана вăрманта хуптĕрлесси лавккара çăкăр туянасси мар. "Серепелеме" сунар ăсталăхĕ кирлĕ. 15 пăшие пеме ирĕк панăччĕ, 14 лицензи илчĕç, 12-шĕпе çеç усă курчĕç.
- Сахал мар-и?
- Нормативпа килĕшÿллĕн тыттарнă. Ытларах - юрамасть.
- Кайăкçăсем ÿпкелемеççĕ-и?
- Ÿпкелеççĕ, çавнашкалах хуравлатăп. "Пăши йышне ÿстерĕр, вара нумайрах тытма ирĕк парăпăр", - тетĕп. Чылай çул каялла йышăну кăларса çулталăкра - 200, браконьерсем вăрттăн вун-вун пăшие кĕтÿрен саккунсăр кăларни пулнă. 1990 çулсенче вăрман хальхи пек марччĕ: ăна нумай сутнă пирки прачакра вĕтлĕх шăтса çĕкленетчĕ. Çамрăк йывăçа кăмăллакан пăшисем валли апат çителĕклĕччĕ. "Вĕтлĕхе пĕтереççĕ, çитĕнме памаççĕ", - тетчĕç вăрманçăсем. Унтанпа вăрман нумай улшăнчĕ. Халĕ вĕтлĕх сахалрах, пăши валли апат çитмест. Çавăнпа пирĕн патра сахалрах ĕрчеççĕ, пĕр пайĕ апат шыраса кÿршĕ регионсене куçать.
- "Хыпар" машинипе Шупашкар районĕнчи Шупашкаркасси çумĕнчен иртнĕ чух çул урлă умранах тилĕ чупса каçрĕ. Çынсем ăна кашни ял таврашĕнчех асăрхаççĕ.
- Йышĕ - 1700. Хитре чĕрчун. Çутçанталăк тусĕсем юратаççĕ ăна. Анчах выльăха, этеме уртаракан чир ертме пултарать. Çавăнпа тилле, кашкăра /унран та ерет/ мĕн чухлĕ тытма пултараççĕ, пăшалтан çавăн чухлĕ пеме ирĕк патăмăр.
- Апла пулсан мĕншĕн тукмак хÿрене хÿтернине илтместпĕр?
- Сунар пынă чух кайăк тытмалли лаптăксенче акарçăсем, транспорт, шав-кĕрлев ытлашшипех. Кашаман хăраса сĕм вăрмана кĕрсе тарать. Чăтлăхра ăна хÿтерме йывăр. Çак уйăхран кашкăрçăсен тапхăрĕ пуçланчĕ.
- Самарти "Дрофа" общество аукциона хутшăнса Етĕрнесен "Сучково" тата Вăрнар енри "Вăрнар" сунар вырăнĕсене сутма чăрмантарнине "Хыпар" пĕлтернĕччĕ. Хаклашу хăçан тепре пулать?
- Март уйăхĕнче. "Дрофа" аукционра чи нумай укçа хывассине пĕлтерчĕ пулин те кайран сăмахне çилпе вĕçтерчĕ. Служба аукцион йĕркелеме хатĕрленсе вăхăт çухатрĕ, укçа тăкакларĕ - ĕçлени кăлăхах пулчĕ. Тăрăшни усса кайтăр тесе аукциона хутшăнакансене малтанах салук хывтарма йышăнтăмăр. Саккунпа килĕшÿллĕн хаклашура çĕнтернĕ организаци тĕрлĕ сăлтава пула кайран службăпа килĕшÿ тумасан салук укçине тавăрса памастпăр, вăл хыснана куçĕ. Кăçал аукцион ирттерсе 17 лаптăк шанса паратпăр.
- Тата мĕнле çĕнĕ хыпар пур?
- Январĕн 15-мартăн 15-мĕшĕсенче чĕрчун йышне шутламалли хĕллехи шутлав иртет. Ăна пурнăçламалли йĕркене улшăну кĕртрĕç. 10 пин гектартан пĕчĕкрех лаптăксенче хисепе чĕрчун йĕрĕсене тĕпе хурса çапла шутлатпăр: 3 талăкра чĕрлĕхе пĕр вырăнтан тепĕрне хăваласа кăлараççĕ те юр çине юлнă йĕрсене шутласа чĕрчун тĕсĕсене, йыша палăртаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă
Комментировать