Пархатарлă ĕçĕсем халăхăмăр валли юлчĕç

6 Фев, 2015

Ĕнер чăваш тĕнчишĕн хурлăхлă самант пулчĕ: 1997-2013 çулсенче Чăваш наци конгресне ертсе пынă Геннадий Архиповпа яланлăхах уйрăлтăмăр.

Геннадий Николаевич сакăр çул /1984-1992/ чăваш халăх хаçатĕнче ĕçлерĕ, ял çыннисен пурнăçĕ, ыратăвĕ, кулянăвĕ ăна та канăçсăрлантарнă. Статйисемпе очеркĕсенче, тĕрленчĕкĕсемпе репортажĕсенче вулакана кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă.

Пурнăç, ĕç опычĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйлансан, парламентра унти Культура, вĕрентÿ, ăслăлăх тата пичет комитетне ертсе пынă çулсенче тата пуянланчĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ Геннадий Николаевича Чăваш наци конгресĕн президентне суйларĕç.

Вунултă çул хушшинче тăван халăх чĕрĕлĕвĕшĕн чунне парса ĕçлерĕ. Тем те пулнă: çитĕнÿсем те, вăхăтлăх чăрмавсем те... Пурпĕрех ырри - ытларах. Чăваш наци конгресĕн хальхи çуртне тĕпрен юсасси хăй мĕне тăчĕ. Тăван халăха нимене хутшăнтарма пултарчĕ. Шупашкарти шкулсенче чăваш чĕлхин урокĕсене чакарассине хирĕç çивĕч кĕрешрĕ. Халĕ тĕп хулари шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ çак ыйтăва куçран вĕçертмест.

Республика тулашĕнчи йăхташсемпе ĕçлени пирки вара пĕр кĕнеке кăна та мар çырма пулать. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче регионсенче чăваш культура центрĕсен шутне палăртма икĕ алăри пÿрнесем те çитетчĕç, халĕ вĕсем 90-ран иртнĕ. Конгреса ертсе пынă тапхăрта пурнăçĕн çуррине çĕршывăмăрăн вуншар кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнакан ентешĕмĕрсем патĕнче - вĕсен шăпине çăмăллатас, тăван культурипе йĕли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталанма пулăшас ыйтусене татса парас тĕлĕшпе - ирттерчĕ пулĕ. Шупашкарта патшалăх шайĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне паллă тума пуçличчен ЧНК пуçарăвĕпе ăна виçĕ-тăватă хут йĕркелеме пултарчĕç. Паллах, Геннадий Николаевич çине тăнипе.

Çаксене тата ытти нумай ĕçне ырăпа аса илчĕç Геннадий Архипова юлашки çула ăсатма пуçтарăннисем. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧНКан пĕрремĕш президенчĕ пулнă Атнер Хусанкай, ЧР вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, ЧНК çумĕнчи Ваттисен Канашне чылай вăхăт ертсе пынă Анатолий Кибеч, ЧНК вице-президенчĕ пулнă Владимир Иванов, ЧНК вице-президенчĕ Алексей Леонтьев, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев, Самар хутлăхĕнчи чăваш хастарĕ Николай Давыдов Геннадий Николаевичăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç, çутă сăнарне асра тытасса палăртрĕç. Мухтавлă ĕçтешĕмĕр яланлăхах кайрĕ пулсан та пархатарлă ĕçĕсем халăхăмăр валли юлчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Зоя ЯКОВЛЕВА сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.