Пултарулăху манăçмĕ, упранĕ те сÿнмĕ

6 Фев, 2015

Чăваш наци интеллигенцийĕшĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату, 2015 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче патшалăх тата общество ĕçченĕ, чăваш наци юхăмĕн чи хастар ертÿçисенчен пĕри Геннадий Николаевич АРХИПОВ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Г.Н.Архипов 1956 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Етĕрне районĕнчи Анат Явăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Совет çарĕнчи хĕсмет хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, çавăнтах 1989 çулта истори уйрăмне пĕтернĕ. 1982-1984 çулсенче ВЛКСМ Етĕрне райкомĕн пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 1984-1992 çулсенче - республикăн «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçачĕн ятарлă корреспонденчĕ. Тĕрлĕ жанрлă вуншар материалта вăл чăваш ялĕсен кăткăс та çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă, вулакансен умĕнче чăннипех те ырă ят-сумпа палăрса тăнă. Çакна курах ăна 1990 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн халăх депутатне суйланă. Культура тата нацисен хутшăнăвĕсен комиссийĕнче ĕçленĕ май вăл чăваш наци чĕрĕлĕвĕпе çыхăннă саккунсемпе ытти йышăнăва хатĕрлеме тÿрремĕнех хутшăннă, вĕсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кÿнĕ.

Г.Н.Архипов - Чăваш наци конгресĕн пуçаруçи-йĕркелÿçисенчен пĕри. Малтанхи кунсенченех вăл унăн ĕçне хастаррăн хутшăнса нумай-нумай ыйтăва татса пама пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнă.

Чăваш Республикин пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Культура, вĕрентÿ, ăслăлăх тата массăллă информаци хатĕрĕсен комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта /1994-1998/ Г.Н.Архиповăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ уйрăмах курăмлă пулнă. Ахальтен мар ăна депутат тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах 1997 çулта Чăваш наци конгресĕн президентне суйланă. Халăхăмăрăн чи сумлă общество организацине шăпах Г.Н.Архипов ертсе пынă тапхăрта /2013 çулччен/ Чăваш наци конгресĕ пур енлĕн пулăшса пынипе Раççей Федерацийĕн мĕнпур регионĕнче тата ытти çĕршывра чăваш наци культура пĕрлĕхĕсем тата наци культура автономийĕсем йĕркеленнĕ. Тăван халăхшăн чунне пама хатĕр тăнă вăхăтрах вăл чăн-чăн интернационалист тата патриот пулнине те туллин çирĕплетнĕ.

Патшалăхпа общество умĕнчи ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакласа Г.Н.Архипова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, Раççей Федерацийĕн Халăхĕсен ассамблейин Ылтăн медалĕпе тата ытти нумай наградăпа чысланă.

Геннадий Николаевич Архипов тăван халахăмăршăн мĕн-мĕн туса хăварнине нимĕнпе те виçеймĕн, унăн пархатарлă ĕçĕсен чăн-чăн та тĕрĕс хаклавçи эпир пулăпăр тата пулас ăрусем пулĕç. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕремĕрсенче яланах упранĕ.

Ю.Е.Васильев, В.П.Ефимов, А.С.Иванов, В.А.Иванов, В.Н.Иванов, П.В.Ивантаев, В.Л.Клементьев, В.Н.Кузьмин, В.К.Кузьмина, П.С.Краснов, А.П.Леонтьев, Н.Е.Лукиянов, О.В.Мешков, Н.Е.Наумов, Д.Ф.Семенов, В.П.Никитин /Станьял/, Н.Ф.Угаслов, А.П.Хусанкай, К.Г.Яковлев.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.