Чăвашла верси
Русская версия
Палламан çын мăшкăлне тÿсрĕм
Эпĕ мĕн туса хунине пĕлсен анне мана çапса пăрахĕ, атте иксĕмĕре те килтен кăларса ярĕ. Эх, тĕрĕсех каланă çав: «Чавса çывăх та çыртма çук»... Май пулсан шăматкуна каялла тавăрăттăм, çывăх тусăм сăмахне итлемĕттĕм. Ăссăрла хăтлантăм, атте-анне сăмахĕнчен иртрĕм.
Шăллăмпа иксĕмĕре çирĕп тытаççĕ. Эпир аслисене хирĕç чĕнместпĕр. Вĕсем мĕн калаççĕ - çавна тăватпăр. Кÿршĕри Ленăнах илер. Вĕсен çемйинче йăлт урăхла. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ умĕнче йăпăлтатса çеç çÿреççĕ. Атте кăра çиллĕ. Вăл хушнине пурнăçламасан пире те, аннене те лекет. Малалла вулас...
Комментировать