КАШНИ ӲСĔМРЕ - ХĂЙНЕ ЕВĔР

4 Фев, 2015

Ачасем кашни ӳсĕмрех мĕнрен те пулин хăраççĕ. Анчах хăрани çутçанталăк палăртнă тапхăр тĕлне те иртменни пĕр-пĕр кăлтăкпа çыхăнма пултарать. Çавăнпа çур çулти, çулталăкри е пиллĕкри ачашăн мĕн йĕркеллĕ пулнине пĕлмеллех. А. Кушакова психолог ашшĕ-амăшне çапла асăрхаттарать.

Уçлăхран хăрани

Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ пепкине çӳлелле çĕклесе сывлăшра çавăрттарма юратать. Вĕсен шухăшĕпе ку ăна питĕ килĕшет. Ачи хăранипе каçса кайса йĕме пуçласан вара тĕлĕнсех каяççĕ. Вăл мĕнрен хăрать-ха? Пĕчĕк ача уçлăхран хăрать, ăна çирĕп тĕрев - кравать, кӳме е ашшĕ-амăшĕн ытамĕ кирлĕ.

Мĕн тумалла? Ачана килĕшменнине курса тăрсах çӳлелле ывăтма, йĕри-тавра çавăрттарма, силлеме кирлĕ мар. Ун çывăхĕнче мелсĕр хусканусем тăвасран асăрханмалла, унпа çемçен те çепĕççĕн калаçмалла.

Шав илтсен

Тин çуралнă пепке малтанхи кунсенче алăк е ӳкнĕ чашăк сассине илтсен те алли-урине хутлатать, йĕме пуçлать.

Мĕн тумалла? Пепкене лăплантарăр, ăна пĕччен ан хăварăр.

Ют çын

Ют çынран хăрас туйăм 6-8 уйăхсем тĕлне уйрăмах вăйланать. 2-3 уйăхсенче пепке хăйĕн амăшĕпе ашшĕне лайăх пĕлет. Амăшĕ юнашар пилĕк минут пулманни те уншăн тĕлĕнмелле пысăк хăрушлăх. Çур çул тĕлнелле ача хăйĕн таврашĕнчи çынсене паллама пуçлать, çывăх çынна ют çынсенчен уйăрма пултарать. Ют çынран хăрасан пĕчĕкскер йĕме тытăнать, амăшĕн е ашшĕн хулпуççийĕ хыçне пытанма хăтланать.

Мĕн тумалла? Ачана ют çынсемпе пĕрле ан хăварăр. Çак ӳсĕмри ача кашни кунах хăй таврашĕнче курман çынна ют тесе шухăшлать. Тĕслĕхрен, пытанмалла выляни пĕчĕкскерне амăшĕ вăхăтлăха куçран çухалма пултарнине, унтан каялла таврăннине хăнăхма пулăшать. Вăхăт иртнĕ май амăшĕн е ашшĕн аллинчи ача ют çынна тимлĕ сăнаса пăхма пуçлĕ, тен, паллашас туртăмĕ те палăрĕ.

Чăпăл кĕртме

2-3 çулсенчи ача çăвăнасшăн мар, хирĕçлесе турткалашать. Шывран хăраканскерне вăйпах кĕртме ан хăтланăр, илĕртмелли мелсем шырăр. Ваннăра вылямалли теттесене хăйне суйласа илме ирĕк парăр. Ачана шывпа кăсăклантармалли вăйăсем шухăшласа кăларăр, ваннăна тетте карапсем ярса парăр.

Хăрушă тĕлĕк

Усал тĕлĕк курсан 3-5 çулсенчи ача çывăрма выртма та хăракан пулать. Вăл сире юнашар тата кăшт та пулин ларма, тепĕр юмах, унтан тата тепре каласа пама тархаслать. Çапла тарăхтарсах çитерет...

Мĕн тумалла? Ачăрпа тĕлĕксем, уйрăмах хăрушă тĕлĕксем, çинчен калаçăр. Унпа пĕрле лайăх ыйхă шухăшласа кăларăр, ăна вăл кĕçĕр курасса палăртăр. Ача çывăракан пӳлĕмре вăйсăр çутă хăварăр.

Усал-тĕсел

Кравать айĕнче, шкапра, чӳрече карри хыçĕнче хăрушă мекке пытанма пултарать. 3-5 çулсенчи ачана ку апла мар тесе ĕнентерме хăтланни кăлăхах.

Мĕн тумалла? Çутçанталăкра çакăн пек хăрушă меккесем çук тесе калама, паллах, питĕ çăмăл. Ачана шиклĕхне хăй тĕллĕн çĕнтерме вĕрентесси чылай йывăртарах. Тĕпренчĕкĕр пĕтĕм усал-тĕселпе тăшмана çĕнтерни çинчен юмах шухăшласа кăларăр. Хăш чухне пӳлĕме пульверизатортан шыв сирпĕтни те пулăшать. Ачана каçхине çывăрма выртнă чухне тетте пăшал хурса парăр.

Тĕттĕмре

3-5 çулсенчи ачасем тĕттĕмре питĕ хăраççĕ.

Мĕн тумалла? Çĕрле çутмалли лампа туянăр, пӳлĕм алăкне ан хупăр.

Садикрен ютшăнать

Ача садне каяс килменнин сăлтавĕ тĕрлĕрен пулма пултарать: воспитательница килĕшменни, ача хăй тĕллĕн татса парайман лару-тăрăва лекни, ытти ачасемпе хутшăнма пĕлменни, пысăк ушкăнра та пĕчченлĕхре туйни.

Мĕн тумалла? Малтан ăна мĕн хăратнине пĕлме тăрăшăр: ачасенчен хăшĕ те пулин, воспитательница е е садикри занятисем. Ыйтса пĕлме çăмăл мар. Çавăнпа калаçăва вăйă евĕр йĕркелĕр, ачăр воспитательница вырăнĕнче пултăр, эсир - ун вырăнĕнче. Воспитательрен сирĕн ачан садикри пурнăçĕ, юлташĕсем пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлĕр. Тен, ăна ачасенчен хăшĕ те пулин витлет е хĕнет. Лару-тăру мĕнлине пĕлсен тĕпренчĕкĕре кирлĕ пек пулăшма та май килĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.