Курăкран та пукане ăсталама пулать
Çĕнĕ Шупашкарти Ачасен искусство шкулĕнче «Кубань тăрăхĕнчи йăлана кĕнĕ пуканесем» курав уçăлнă. Ăна РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Ен Художникĕсен союзĕсен членĕ, искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Шаркова пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.
Курав декораципе хушма искусство ăстисен - Ирина Агаевăн, Елена Аферовăн, Татьяна Асановăн, Алла Сухомлиновăн, Татьяна Ткаченкăн, Анатолий Квашинăн йăлари тата авторсем хăйсем шухăшласа кăларнă пуканесемпе паллаштарать. Пурĕ 50 ытла ĕç тăратнă кунта. Вĕсене тĕрлĕ материалтан - куккурус çулçисенчен, улăмран, курăкран, тăмран, пусмаран - ăсталанă. Куравра РФ Художникĕсен союзĕн членĕн Ирина Агаевăн тĕрлĕ татăкран тунă пуканисем уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Анатолий Квашинăн шăхлич тата шăнкăрав евĕрлĕ тăм-пуканисем те кăсăклă. Елена Аферовăн сар çип утинчен, мулкач курăкĕнчен, матрÿшкерен, тăкăнман чечекрен меллештернĕ пуканисене курава пуçласа тăратнă. Татьяна Ткаченкăн куккурусран тунă «Девушка с коромыслом», «Невеста», «Веснянка» ĕçĕсем питĕ хăйнеевĕр.
С.ИВАНОВА.
Комментировать