Конгресшăн савăнатăп

4 Фев, 2015

Иртнĕ шăматкун ЧР Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пулма тиврĕ

Аптриш вăл Конгреспа! Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕр кăмăллă пулса, Чăваш Ен ертÿçисемпе пĕр чĕлхе тупса пысăк шанчăкпа йĕркеленĕскер, малтанах вăл Чăваш наци юхăмĕн, чĕрĕлĕвĕн хăйнеевĕрлĕ «Смольнăйĕ» пулса тăчĕ. Ĕç вĕресе кăна тăратчĕ çав «Смольнăйра!» Урнă тинĕсре ишекен «Раççей» ятлă вышкайсăр пысăк карап хумсемпе кĕрешет, вăл ăçталла ишни, малта ăна мĕн кĕтни никамшăн та паллă мар. Пĕрисем Совет Союзĕ арканчĕ пулсан, Раççей те арканатех теççĕ, çак «историллĕ процеса» васкатма тăрăшаççĕ. Хусанта лăпкă мар, Ĕпхÿре лăпкă мар, Чечняпа Кавказри ытти республикăсем пирки калама та кирлĕ мар.

Чăваш Енре кăшт маларах ЧАП /Чăваш аталанăвĕн партийĕ/, Хресченсен пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕччĕ. Хăйне хăй Моисей вырăнне кайса хунă М.Юхма ЧОКЦ туса хучĕ, «чăваш халăхне çутă пуласлăх енне ертсе кайма эп çеç тивĕçлĕ, манран аслă чăваш тĕнче уçлăхĕнче çук, пулма та пултараймасть!» тесе пĕлтерчĕ çавскер пĕтĕм тĕнче илтмелле. Юхма пекки çут тĕнчере чăнах та урăх çук. Чăваш Енĕн Аслă Канашĕпе правительстви çак ансат мар лару-тăрура темĕскер тăвасшăн, анчах та мĕн тумаллине пĕлмеççĕ...

Ак, питĕ кĕскен, еплерех лару-тăрура çуралчĕ Чăваш наци конгресĕ. Еплерех сумлă та хăватлă иртрĕ унăн пĕрремĕш Аслă пухăвĕ! Мĕн тери савăннăччĕ-хавхаланнăччĕ Кăйкăрăмăр Андриян, мĕн тери телейлĕччĕ Шупашкара аякран, çав шутра Америкăран та, килсе çитнĕ сумлă хăнасем!

Икĕ кун ĕçлерĕ-кĕрлерĕ-шавларĕ ун чухне Чăваш наци конгресĕн 1-мĕш Аслă пухăвĕ! Чи пахи - вăл пĕтĕм чăваш халăхне, кашни уйрăм чăваша нумайранпа хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатса сÿтсе яврĕ, вĕсене еплерех татса памаллине палăртрĕ.

Кайран, Аслă пуху вĕçленнĕçемĕн, делегатсемпе хăнасем пурте пĕрле филармони умĕнче сăнÿкерчĕк ÿкерĕнме хатĕрленнĕ чухне, манпа пĕр вăхăтра университетра вĕреннĕ Борис Гордон мана çапла каларĕ: «Туркай, эп нумаях пулмасть тутарсен Хусанта иртнĕ çакнашкал форумĕнче пултăм. Аллăма чĕрем çине хурса калатăп: сирĕн, чăвашсен, 1-мĕш Аслă пухăвăр кÿршĕсеннинчен ик-виç хут чаплăрах иртрĕ!..»

...Çапла - пулнă вăхăтсем!.. Пулнă, пулман мар.

Кайран - çакна пурсăмăр та астăватпăр - ЧНКра пĕр хушă «А.Хусанкай самани» пулса илчĕ, унтан вара «Г.Архипов, В.Иванов, А.Кибеч, К.Портнов, В.Абрамов /тăпри çăмăл пултăр/ самани»... пуçланчĕ. Пуçланчĕ те, ай-яй, ытла та нумая тăсăлса кайрĕ çав самана. Конгресс ерипен ятне-сумне çухатса пычĕ, унта хăйсене хисеплекен пултаруллă чăвашсем çÿреме пăрахрĕç, ЧНК вăхăт-вăхăтпа ирттерекен «аслă» пухусенче Владимир Ивановпа Кибеч хуçаланма пуçларĕç, аякран килнĕ делегатсем пĕр-пĕринпе ăмăртнăн ЧНК пуçлăхне мухтарĕç, тав турĕç. Тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă, тĕрлĕ тĕнчекурăмлă чăвашсене пĕр йыша пухса вĕсенчен сумлă та хăватлă Пĕрлĕх тăвас вырăнне конгресс ертÿçисем çав чăвашсене, тĕрлĕ меслетсемпе усă курса, «пирĕннисемпе» «пирĕн маррисем» çине пайлама пикенчĕç.

Тав Турра «Архиповсен - Кибечсен - Ивановсен самани» - ЧНКра 2013 çулхи хĕвеллĕ кĕркунне вĕçленчĕ. Шăп çавăн чухне Конгреса пĕтĕм Чăваш Тĕнчи пĕлекен, хисеплекен Николай Угаслов ертсе пыма пуçларĕ. Çакăн хыççăн, тÿрех мар пулсан та, ЧНК ĕçĕ-хĕлĕнче, пурнăçĕнче ырă улшăнусем пуçланчĕç. Ку улшăнусене текех никам та тытса чараймĕ, ура хураймĕ.

Шăпах çакна çирĕплетрĕ те, ман шутпа, Конгресс Мăн Канашĕн иртнĕ эрнекун Шупашкарта, Наци библиотекинче, пулса иртнĕ черетлĕ ларăвĕ. Унăн кун йĕркийĕ çакнашкал пулчĕ: «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ 2014 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пĕлтерни тата Чăваш наци конгресĕн 2015 çулĕн ĕç планĕн проектне сÿтсе явса çирĕплетесси çинчен». Доклад тăваканĕ - паллах ЧНК президенчĕ Н.Ф.Угаслов.

Иртнĕ шăматкун Наци библиотекинче кам мĕнлерех калаçни пирки тĕплĕн каласа парас тĕллев тытман эп хальхинче. Тĕллевĕм манăн урăхларах - манăн Чăваш наци конгресĕн черетлĕ форумĕ еплерех иртнипе хам питĕ кăмăллă пулнине уççăн пĕлтерес килет. Н.Ф.Угаслов ЧНК ку тарана çитиччен мĕн-мĕн туни пирки еплерех каласа пани те, вăл кăçал тумалли ĕçсен планĕ çинчен еплерех калани те мана питĕ килĕшрĕ. Пĕтĕмпех - тĕплĕ, татăклă, ĕненмелле. «Эп» те «эп» тесе кăкăр çапни пачах та пулмарĕ.

Доклада сÿтсе явакансем те пĕринчен тепри маттур, пĕринчен тепри ăслă пулчĕç. Никам та никама та «тăрă шыв çине кăлармарĕ», «эс патриот пулса çитмен-ха, эп çеç - чăн-чăн патриот!» темерĕ. Çав вăхăтрах мĕн тери паха сĕнÿсем пачĕç ларура тухса калаçнă çынсем! Çав паха сĕнÿсене секретариат пурне те шута илсе пычĕ. «Акă еплерех пулмалла унăн - Чăваш наци конгресĕн, ак еплерех иртмелле унăн «аслă» е «аслă мар» пухăвĕсем!» - çакăн пек шухăш çиçсе илчĕ тахăш самантра манăн пуçăмра.

Ĕçлемелли вара пирĕн кăçал пайтах - Литература çулталăкне те, К.В.Иванов çулталăкне те май пур таран тухăçлă ирттермелле. Ытти пысăк ĕçсем те - «мăй таран».

Ларура сăмах калама ятăм тухсан, эп, ытти-хыттисĕр пуçне, çапла каларăм: «Халь Николай Федорович Угаслова пулăшни - Чăваш наци конгресне пулăшни* Чăваш наци конгресне пулăшни - тăван чăваш халăхне пулăшни».

Ман шутпа паян çакăн пек эпĕ çеç шухăшламастăп. Çакăн пек паян пиншер чăваш шухăшлать.

n Валери ТУРКАЙ