Пенси, хăнасем, экономикăри йывăрлăхсем...
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Информаци политикин министрĕ Александр Иванов влаç органĕсем 2014 çулта патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене кÿнĕ чухне ведомствăсен электронлă çыхăнун тытăмĕпе мĕнле усă курнипе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн влаç органĕсен граждансене пулăшу ĕçĕсемпе ытти органсен пур справкăсемпе документсене ыйтмасăрах тивĕçтермелле. Ведомствăсен электрон çыхăнăвĕн асăннă тытăмне шăпах саккуна тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Паян çак тытăмпа патшалăхăн 62 тата муниципалитетсен 34 пулăшу ĕçĕпе тивĕçтерме усă кураççĕ. Официаллă кăтартусем тăрăх - пĕлтĕр республикăра пурăнакан 178 пине яхăн гражданин çав тытăмпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсене ыйтнă. Хут документсен çаврăнăшне пĕтерме мĕнпур яла пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтармалла. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă, 2018 çул тĕлне ĕçе вĕçлемелле.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева кăçал пенси системинче пулса иртнĕ улшăнусем çинчен каласа панă. Ĕç пенсийĕнчен икĕ пенси туса хунă: страховани пайĕ тата пухăнса пыракан пай. Пĕрремĕшне страховани стажĕ 15 çултан кая мар, пенси коэффициенчĕн виçи 30-тан пĕчĕк мар пулсан палăртаççĕ. Ку требованисене ерипен, 10 çул хушшинче, ĕçе кĕртсе пырĕç. Пенсие тухмалли çул вара улшăнман.
Февралĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçи ÿснĕ. Индексаципе пĕрле шутласан страховани пенсийĕ вăтамран 1141 тенкĕ хушăннă, ватлăхра паракан страховани пенсийĕ - 1178 тенкĕ. Улшăнусене халăха ăнлантарса пама, пулас пенсие планлама меллĕрех пултăр тесе РФ Пенси фончĕ «Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» электронлă сервис йĕркеленĕ. Унпа Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ кашни çын усă курма пултарать.
Роза Алексеевна палăртнă тăрăх - республикăра пурăнакан вăйпитти çынсен 20% яхăн пайĕ РПФ кăтартăвĕсен базинче çук. Ытларахăшĕ ĕçлет-тĕр, анчах вĕсемшĕн страховани взносĕсене, налуксене куçармаççĕ. Апла тăк кайран çак çынсен страховани пенсийĕ пулмĕ. Çавăнпа та ведомствăсен «вăрттăн ĕçлеве» чакарас енĕпе çине тăмалла.
Михаил Игнатьев ку ĕç пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Пенсие кайсан халь официаллă мар майпа ĕçлекенсен пенсийĕ пĕчĕк пулĕ. «Çавăнпа та çынсене çак хăрушлăха ăнлантарса памалла. Вĕсем «вăрттăн схемăсемпе» шалу илме килĕшсе хăйсен лару-тăрăвне йывăрлатаççĕ», - тенĕ вăл.
Экономика атланăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕн регионти IХ конференцине, февралĕн 11-12-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей чукун çулĕсен президентне В.Якунина кĕтсе илме хатĕрленни çинчен каласа панă. Конференци вăхăтĕнче Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче пысăк хăвăртлăхлă «Мускав - Хусан» магистралĕн информаци центрне уçма палăртнă, хăнасем республикăри промышленноç предприятийĕсенче пулса РЖД валли кирлĕ инноваци тĕслĕхĕсемпе паллашĕç, çавăн пекех чукун çул тематикипе çыхăннă курав иртмелле.
Республика Пуçлăхĕ çак мероприятисене çÿллĕ шайра ирттермелли пирки асăрхаттарнă: «Республикăри предприятисен лайăх хатĕрленмелле, конференци майĕсемпе туллин усă курмалла - çавăн пек чухне тин ĕçлĕ килĕшÿсем урлă финанс дивиденчĕсем пулĕç». Вăл транспорт министрне Владимир Филиппова Чăваш Енре хула çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрес ыйтăва сÿтсе явма хушнă. «Енчен те республика хула çумĕнчи пуйăссемсĕр те пассажирсене илсе çÿрессине тивĕçтерсен çав маршрутсене пĕтерме юрать, тивĕçтереймесен - бюджет тăкакĕсене пăхмасăр вĕсене упраса хăвармалла», - тенĕ Михаил Васильевич.
РФ Шутлав палатин коллегийĕн Владимир Путин Президент хутшăннă анлă ларăвĕ çинчен ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина каласа панă. Унта кăçал ĕçлемелли тĕп ыйтусене палăртнă. Çав шутра - кризиса хирĕçле программăна пурнăçланин мониторингĕ, бюджет укçипе тирпейлĕ усă курнине тĕрĕслесе тăрасси, регионсен бюджечĕсене пурнăçланине тишкересси.
Спорт министрĕ Сергей Мельников «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015» чупăва хатĕрленнипе паллаштарнă. Кăçал ăна Сочири Олимп вăййисем уçăлнăранпа çулталăк çитнине халаллаççĕ. Михаил Игнатьев йĕлтĕр йĕрĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕннĕ.
Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ РФ регионĕсен ертÿçисен январĕн 29-31-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ çулленхи семинарне хутшăнни çинчен каласа панă. Çĕршыв экономикинчи йывăр лару-тăру çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе влаç органĕсене çĕнĕ майсем шырама хистет. Республика юлашки çулсенче конкуренцие парăнман, импорта улăштаракан продукци кăларакан производствăсем уçнă пулин те паянхи условисенче экономикăра çĕнĕ чăрмавсем тухса тăма пултараççĕ. «Паянхи тапхăрта тĕп тĕллев - влаç органĕсем пĕтĕçни. Аслă должноçсенчи мĕнпур çыннăн, саккун кăларакан органсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе пĕр команда пулса тата та çине тăрарах ĕçлемелле», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.
Д.ВОЛКОВ
Комментировать