Патент правине пăснă

3 Фев, 2015

Изобретатель тата патент прависене пăснипе çыхăннă уголовлă ĕçсем питĕ сайра, çавна май ку тĕслĕхе следстви хăйне евĕр прецедент тесех хаклать. Чăваш Енре - пирвайхи тĕслĕх.

Сĕнтĕрвăрри районĕн сучĕ Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ тĕпченĕ уголовлă ĕç тĕлĕшпе пăнчă лартнă, чăн та, приговор саккунлă вăя кĕмен-ха. Суд умне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 36 çулти арçын тата Сĕнтĕрвăрринчи 41-ри предприниматель тăнă. Изобретатель тата патент прависене пăснисĕр пуçне вĕсене коммерци вăрттăнлăхĕ шутланакан сведенисемпе саккуна пăсса усă курнăшăн та айăпланă.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - 2011 çулта коммерци организацийĕнчен ĕçрен кайнă хыççăн çакскерсем хăйсем вăй хунă фирмăн генеральнăй директорне панă патентпа саккуна пăсса усă курнă - композитлă арматура хатĕрлеме тата унăн производствин линийĕсене туса кăларма тытăннă. Продукцие Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъектĕнчи клиентсене сутса 9 млн тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Суд вĕсене 160-шар пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

Палăртни вырăнлă: Сĕнтĕрвăрри сучĕ пĕлтĕрхи июльте çак ĕçе тишкернĕ ĕнтĕ, ун чухне вĕсене коммерци вăрттăнлăхĕпе усă курнăшăн кăна айăпланă - 150 пин тенкĕлĕх штрафланă, патент правипе усă курни тĕлĕшпе вара тÿрре кăларнă. ЧР Аслă сучĕ айăплавăн иккĕмĕш пайĕпе тÿрре кăларнине пăрахăçласа ĕçе пĕрремĕш инстанци судне тепĕр хут тишкерме тавăрса панă. Хальхи приговор - шăпах çĕнĕ тишкерÿ кăтартăвĕ.

Следстви пайĕнче пайăррăн палăртаççĕ: преступление Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕпе тачă çыхăну тытса тăрă шыв çине кăларнă.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.