Çăкăрăн пĕчĕк тĕпренчĕкĕ те - çăкăрах

3 Фев, 2015

Çуралайман ача дневникĕ

Октябрĕн 5-мĕшĕ. Паян манăн пурнăç пуçланчĕ. Аттепе анне кун пирки пĕлмеççĕ-ха. Эпĕ - хĕрача, сарă çÿçлĕскер, кăвак куçлăскер. Эпĕ мĕнлерех пуласси, хăш чечексене юратасси халех паллă...

Октябрĕн 19-мĕшĕ. Нумайăшĕ мана ача тесе те шутламасть. Апла пулин те эпĕ - чăн-чăн Этем. Çăкăрăн пĕчĕк тĕпренчĕкĕ те çăкăрах вĕт. Манăн анне пур, эпĕ те - пур.

Октябрĕн 23-мĕшĕ. Эпĕ тутапа вылятма та пĕлетĕп. Тепĕр çултан калаçма та пултарăп, кулма та. Манăн пĕрремĕш сăмах «анне» пуласса та пĕлетĕп.

Октябрĕн 25-мĕшĕ. Паян манăн чĕре тапма пуçларĕ.

Ноябрĕн 2-мĕшĕ. Эпĕ пĕчĕккĕн кунсерен ÿсетĕп. Манăн алă-ура палăрма пуçларĕ.

Ноябрĕн 12-мĕшĕ. Эпĕ аннене пÿрнесемпе ачашлама пултаратăп, аллăмсем тĕлĕнмелле пĕчĕк пулин те.

Ноябрĕн 20-мĕшĕ. Тухтăр аннене ман çинчен, эпĕ пурри пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ унăн чĕри айĕнче пурăнатăп-çке. Анне çав тери телейлĕ пулĕ!

Ноябрĕн 23-мĕшĕ. Аттепе анне мана мĕнле ят хумалли çинчен шутлаççĕ пулĕ.

Декабрĕн 10-мĕшĕ. Манăн çÿç ÿсме пуçларĕ. Çÿç пĕрчисем - çутă та йăлтăркка.

Декабрĕн 13-мĕшĕ. Халь эпĕ кăштах курма та пуçларăм. Анне мана çуратсан тĕнче çутă хĕвелпе, чечексемпе тĕлĕнмелле хитре пулнине курса савăнăп.

Декабрĕн 24-мĕшĕ. Анне, эсĕ манăн чĕре тикĕссĕн тапнине туятăн-ши? Санăн сывă та илемлĕ хĕр çуралать. Ăна пĕлетĕн-ши эсĕ, анне?

Декабрĕн 26-мĕшĕ. Анне темшĕн питĕ шуйхануллă. Темĕн ăна çав тери канăçсăрлантарать.

Декабрĕн 27-мĕшĕ. Эпĕ нимĕн те ăнланмастăп.

Декабрĕн 28-мĕшĕ. ...Манăн анне паян мана вĕлерчĕ...

Ача пăрахни хĕрарăм сывлăхĕшĕн чылай хăрушлăх кăларса тăратать, ун варĕнчи ача çуралаймасăрах вилет. Çак пысăк çылăхпа çыхăннă япалан ахрăмĕ, инкекĕ те чылай. Хĕрарăм организмĕнче гормон шайĕ улшăнса каять, ама хутаççин ĕçĕ пăсăлать, уйăх хушши те вылянма пуçлать, малашне ача çуратаймасси те пулать. Медицина тĕлĕшĕпе те аборт тунă çыннăн сывлăхĕ пур енчен те начарланни паллă. Эндометрит, эндомиометрит, сальпингоофорит, пельвиоперитонит, сепсис чирĕсем аборта пула аталанма пуçлаççĕ, ăна пулах час-часах хăрушă шыçă чирĕсем те сарăлаççĕ.

Е тата, çĕнĕрен ача çие юлас пулсан, амалăх пырĕ суранланнипе 14-16 эрнесенче ача ÿкме пултарать, юн кайма пуçлать т.ыт.те. Амалăхра та тĕрлĕ улшăнусем пулса иртнĕрен тепĕр ачана таса-сывă çуратасси иккĕленÿллĕ.

Аборт хыççăнхи хуçăк кăмăл хĕрарăм сывлăхне тата та хавшатать. Сьюзен Стенд тухтăр /АПШ/, хăй аборт витĕр тухнăскер, çапла çырса хăварнă: «Эпĕ пĕлместĕп, ача пăрахнă хĕрарăмăн чĕри пек тата хăш çыннăн чĕри çавăн пек татăлса, арканса юлать-ши?».

Психологсем те ача пăрахнă хĕрарăмăн чунра канлĕх, лăпкăлăх çухалнине палăртаççĕ. Мăшăрсен хушшинче ĕненÿпе юрату çухалать, пĕр-пĕрин патне курайманлăх çуралать, чĕре пушăлăхпа суранланать т.ыт.те. Шухăшламасăр тунă утăм пурнăçа аркатать.

 

Надежда ГОЛУБЕВА,

республикăн клиника

больницин гинекологĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.