Аслă ăрури ентешсене манмаççĕ

3 Фев, 2015

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уйăхлăх вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпа тăрăхĕнче кашни канмалли кунах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Йăлана кĕнĕ уйăхлăх авалхи илемлĕ ялăн тĕп лапамĕнче савăнăçлă самантра пуçланчĕ. Районти чылай шкултан, хоккейла тата шашкăлла выляссипе, йĕлтĕрпе чупма тата кире пуканĕ йăтма килнĕ çамрăк спортсменсене, çавăн пекех вуншар физкультурникпа спорта юратакана Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Анатолий Князев, район администрацийĕн ячĕпе А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ДЮСШ директорĕ Роберт Григорьев, Лаш-Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, ĕçпе спортăн сумлă ветеранĕсемпе вырăнти прихут настоятелĕ Силуан атте ăшшăн саламларĕç.

Вĕсенчен чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă вырăнти "Слава" колхозра чапа тухнă ентешсене аса илчĕ, Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне ĕçри тата вĕренÿри çитĕнÿсемпе кĕтсе илмеллине палăртрĕ. Лаш-Таяпа тăрăхĕнче ăста атлетсем хăйсен çитĕнĕвĕсене те Аслă Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейне халалларĕç.

Хоккеистсен турнирĕнче малти 1-3 вырăнсене Елчĕкри, Аслă Елчĕкри тата Лаш-Таяпари вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç. Йĕлтĕрпе тĕрлĕ дистанцире ăмăртса ăмăртусен тĕп парнисене тата ылтăн медальсене Аслă Елчĕкри Стас Мисяковпа Арина Вастулова, Шăмалак ялĕнчи Светлана Сергеева тата Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Андрей Данилов çĕнсе илчĕç.

Лаш-Таяпари йывăр атлетсемпе тимĕр вăййине юратакансем ĕлĕкрех, уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 1970-1980 çулĕсенче район чемпионачĕсенче кăна мар, республикăри турнирсенче те çĕнтернĕ. Шел, хальхинче те ăмăрту хуçисене никам та çĕнтереймерĕ. Малти вырăнсене вара пуринчен ытларах Курнавăш тата Кĕçĕн Таяпа атлечĕсем йышăнчĕç. Патреккелти 17 çулти Андрей Кузнецов 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 61 хут тĕртрĕ, пĕр пукана малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 105 хут сулласа çĕклерĕ, абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ.

Петр СИДОРОВ.

Светлана ЕРМАКОВА сăнÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.