Хастарлă та хыт утăмлă Чăвашăн хастар ачисем...

28 Янв, 2015

Сенкер экранпа кăтартакан сериалсенче, чылай повеç-романра кăна мар, юнашарах, пирĕн хушăмăртах паттăрсем пур. Çав шутра ачасем те. Вĕсем ниме пăхмасăр, çав вăхăтра хăйсем те инкеке кĕрсе ÿкме пултарасси çинчен шухăшламасăр çын пурнăçне çăлма васкаççĕ.

«Питĕ хăрарăм, хамшăн мар... Сергей пиччешĕн»

Вăрнар районĕнчи Аçăмçырмари пĕртăван Олегпа Максим Федоровсем чи лайăх сăмахсене çеç тивĕç. Вĕсем иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче çын пурнăçне çăлнă.

...Федоровсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Хĕртсе хĕвел пăхнă кунхине аслисемпе пĕрле утă çинче тăрăшнă ачасем.

- Сĕтсĕр пурăнаймастпăр, çавăнпа та ĕнесем валли уттине çителĕклĕ хатĕрлесчĕ, - шăкăл-шăкăл калаçса ĕçленĕ çемье.

Олегпа Максим кăнтăрла иртсен амăшĕнчен ирĕк ыйт­са шыва кĕме васканă.

- Ас тăвăр, виçĕ сехет тĕлне каллех уя тухмалла. Типнĕ курăка пуçтарса кĕртесчĕ, çумăр айне тăвас марччĕ, - асăрхаттарнă амăшĕ, Элеонора Валентиновна.

Пĕртăвансем хавас кăмăлпа юлташĕсемпе мăн пĕве енне васканă. Шыва кĕрсе тухсан киле кайма хатĕрленнĕ чухне Олег пĕр çын пĕвене чăмнине асăрханă. Минут иртнĕ, иккĕ, виççĕ... Лешĕ вара шывран тухман. Ырă мара сиссе арçын ача шăллĕне:

- Максим! Сергей пичче путрĕ пулас! Чăм шыва! Шыра! - тесе кăшкăрнă çыран хĕрринчен.

Хăй те çав самантра хăпăл-хапăл хывăнса шыва сикнĕ...

...Ывăлĕсем киле палăртнă вăхăта çитменни Элеонора Валентиновнăна шухăшлаттарнă. Пĕрре стена çинчи сехет çине, тепре кантăк умне пырса урамалла тинкернĕ хĕрарăм.

- Тăваттă та иртрĕ ĕнтĕ, вĕсем çук та, çук. Килччĕр-ха, ятламаллипех ятлăп, - тенĕ кăмăлсăррăн.

Ывăлĕсем палăртнă вăхăтран самай кая юлса таврăннă. Амăшĕ сассине хăпартсан:

- Анне, ан ÿпкеле-ха пире. Эпир урамра выляса

çÿремен, çын пурнăçне çăлтăмăр. Сергей пиччене шывран туртса кăлартăмăр, - сăмах хушнă ачисем шăппăн çеç.

- Ан шÿтлĕр-ха, пустуй калаçса тăратăр! - ĕненесшĕн пулман амăшĕ ывăлĕсене. Унтан:

- Чимĕр-ха, хăрамарăр та-и? Хăвăр та путнă пулсан? - сасартăках шикленсе ÿкнĕ вăл.

- Эпĕ питĕ хăрарăм анне, питĕ хăрарăм, хам путасран мар, Сергей пичче вилесрен, - тенĕ Максим шывланнă куççульне çăта-çăта.

...Маттур ачасене Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Юрьевич Антонов генерал-майор ăшшăн саламласа парнепе те хавхалантарчĕ.

- Паттăрлăх, чăнах та, хăрушлăхра палăрать. Çакăн пек хастар ачасене алă пани, вĕсемпе юнашар тăрса калаçни, чăннипе те, пĕр пытармасăр каласан мана çав тери хавхалантарчĕ, - терĕ пĕртăвансене тав тунă май.

Максим ÿссен çăлавçă профессине суйласа илес тĕллевлине те палăртрĕ.

- Шăллăм çав ĕçре тăрăшма пултаратех. Унта пăравур çынсем кирлĕ. Вăл шăп та лăп çавăн пеккисен шутĕнче. Пĕррехинче, лара-тăра пĕлмен Максим айăпа кĕчĕ. Анне хытă ятларĕ ăна ун чухне. «Апла-и-ха эсĕ? Вăйна ниçта хураймастăн пулсан тепĕр икĕ ĕне усрама тытăнатпăр. Вара ашкăнма вăй та юлмĕ», - терĕ асăрхаттарса. Максим унран каçару ыйтрĕ пулин те, анне хăй сăмахне çилпе вĕçтермерĕ. Чăн та, икĕ ĕне туянса пачĕ. Пирĕн вара тăватă ĕне пулса тăчĕ. Çакăншăн шăллăм кулянма мар, савăннипе мачча çÿллĕш сикрĕ. «Анне-е-е! Эпĕ сана мĕн тери юрататăп вĕт-ха!» - тесе хăпартланчĕ. Эпĕ хам лăпкăлăха юрататăп, шăплăхра ĕмĕтленме юрататăп, - тет Олег.

«Тĕлĕкри пек кун...»

Коля Константиновшăн вăл кун хăйне евĕр уяв пулнă: хулара пурăнакан Гена пиччĕшĕ яла - Канаш райо­­­­­­­­­нĕ­н­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­чи Вăтакас Кипече килнĕ. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă пĕртăвансем шăкăл-шăкăл калаçса ларнă вăхăтра сасартăк урамра такам хыттăн чĕнсе кăшкăрни илтĕнсе кайнă.

- Коля! Коля-я-я тетĕп, тух-ха, тух! Веня, Веня-я-я шыва путрĕ-ĕ-ĕ!

Чĕннине илтсенех Коля çиçĕмле хăвăртлăхпа хăйсен умĕнчи пĕве патне вĕçтернĕ.

Тум-çипуçне хывса вăхăт ирттерес темен, тÿрех шыва чăмнă. Тупнă-тупнах ăна вăл. Çиеле туртса кăларнă арçын ачана хум çинче чÿхенсе тăракан сулă çине хунă та çыран хĕрринелле васканă.

... Кăвакарса кайнă ачана курăк çине вырттарнă. Пĕр сасă та паман вăл, кĕлетки лĕнчĕр кайнă, вилнĕ пек выртнă шывран кăларнă арçын ача. Кÿршисен кĕрÿшĕ, тухтăрта вăй хураканскер, хуларан килнине аса илнĕ те Коля - пулăшу ыйтма унта васканă. Шывран туртса кăларнă ача пĕрремĕш пулăшу парсанах сывласа янă. Питне аранах сăн çапнă... Сывлăш çавăрса ярсан ĕсĕклесе илнĕ вăл. Унтан чуна çÿçентермелле чыхăна-чыхăна ÿлесе макăрсах янă.

Плотинăра акă мĕн пулса иртнĕ. Виçĕ арçан ача, ишме пĕлменскерсем, шăрăх кун никамран ирĕк ыйтмасăр шыва кĕме кайнă. Иккĕшĕ, хăюллăскерсем, сулăпа ярăнма шут тытнă. Пĕри, вĕсемпе кĕме килĕшмен, çыран хĕрринче ларса юлнă.

Ăнсăртран Веня сулă çинчен ÿкнĕ. Шывра шампăлтатаканскер пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Анчах тавралла аслисем пулманран алă тăсса паракан пулман. Çыран хĕрринче ларакан арçын ача такăна-такăна Коля патне чупнă.

- Ку ĕç виçĕм çулах пулса иртнĕччĕ. Ун чухне хам та ача кăначчĕ. Çапах çын пурнăçне çăлтăмах. Е тепĕр тесен, ман вырăнта кирек кам пулсан та Веньăна хăтарма пыратчех. Хама паттăрла ĕç тунă тесе шухăшламастăп. Урăхла каласан, инкеке лекекене алă парасси - кирек камăн тивĕçĕ. Çын çынсăр пурăнаймасть вĕт. Темиçе çул каялла, пĕрремĕш класс вĕренсе пĕтернĕччĕ ун чухне, юлташсемпе шыва кĕме кайрăмăр. Иккĕмĕш сыпăкри шăллăм Валера куç умĕнче путса вилчĕ çавăн чухне. Ах, вăл ÿсĕмре вăйсăр та хăравçă пулнă çав. Ăна пулăшма ăс та, тăн та çитмен. Çавăншăн паянхи кунччен ÿкĕнетĕп, тепĕр чух хама ятлатăп. Унччен час-час масар çине çÿреттĕм. Çимĕкре, çуралнă ку­­­­­нĕ­нче... Халĕ çăва çинче сахал пулма тăрăшатăп. Хĕрес çинчен йăл кулăллă Валера тинкернине пăхма хал çитерейместĕп. Унăн вилĕмĕшĕн хам айăплă пек, ырă мар туйăм шĕкĕ пек кăшлать. Веньăна çăлнă самантра вара хама тĕлĕкри пек туйрăм, - тет Коля Константинов пăлханнă май.

 

Пĕррехинче, кĕрхи тĕттĕм каç...

Каç енне ашшĕпе амăшĕ, Михаил Федоровичпа Лариса Владимировна Ярисовсем, тăванне илме Шупашкара кайма пуçтарăннă.

- Ачамсем, эпир каялла часах таврăнăпăр. Кĕçех Ирина аппăр сирĕн пата килĕ. Вара мунчана кайса çăвăнăр та выртса çывăрăр. Хăрама кирлĕ мар. Эсĕ, Оля, кĕçĕннисене пăхкала, куçран ан вĕçерт, - асăрхаттарса хăварнă вĕсем аслă хĕрне, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн тăваттăмĕш класĕнче вĕренекен Ольăна.

Тутлă мунчара рехетленнĕ хыççăн Оля йăмăкĕ­­сене вырăн сарса панă. Ача садне çÿрекен Эльза çумне йăпшăннă хăй, тепĕр йăмăкĕ Лена вара юнашар пÿлĕме вырнаçнă. Ĕшеннĕ ачасем самантрах ыйха путнă.

Пÿртре тем япали шаплатнипе вăранса кайнă Оля. Куçĕ умĕнче вут-çулăм алхаснине курсан шикленсе ÿкнĕ. Çăвара тĕтĕм-сĕрĕм кĕнипе чыхăнса кайнă. Пĕрех çухалса кайман вăл, Эльзăна йăтса Лена патне васканă. Тÿрех вăранасшăн пулман йăмăкĕ. Çапах та, ыйхă тĕлĕшĕпе пулин те, пурпĕр ура çине тăнă та аппăшĕ хыççăн чупнă.

Кĕрхи сивĕ каç виçĕ пĕртăван хĕрача çывăрмалли кĕпе-йĕмпе тата çара уран пылчăк çăрса тăванĕсем патне васканă. Лакамра шуса ÿксен те хăвăрт кăна сиксе тăнă та малалла ыткăннă. Пач тĕттĕм çанталăкра çил пушшех вăйланнă, таврари йывăçсем кашланисĕр пуçне урăх нимĕн те илтмен пĕчĕкскерсем...

- Хам тунă паттăрла ĕçшĕн паянхи кунччен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Тĕрĕссипе, эпĕ паттăрах-ши? Юратнă кушаксене çăлса хăвараймарăм-çке. Юрать ун чухне çухалса каймарăм, йăмăксем пирки мансах урама пĕччен чупса тухмарăм. Унсăрăн пирĕн киле мĕн тери пысăк хуйăх йăтăнса аннă пулĕччĕ... Апла пулсан пирĕн пурăнмалла-ха çак çĕр çинче, - тет хастар Оля Ярисова.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.