«Сăра курки те каяллах çаврăнса килет...»
Чăваш халăхĕн илемлĕх куравĕ - йăлана кĕнĕ уяв. Пĕлтĕр вăл ноябрĕн 28-мĕшĕнче Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ. Саккăрмĕш хут йĕркелерĕç ăна. «Чăваш пики - 2014» титула Етĕрне районĕн хĕрĕ Людмила Муравьева тивĕçрĕ.
Вăл питĕ ĕçчен хĕр, унăн ларма-тăма та вăхăт çук. Чăваш пики - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Етĕрне районĕнчи ертÿçи. Çавăнпа, журнал шухăшĕпе, Людмилăна «Lady-politick» титулне та памалла - тивĕçлĕ.
- Людмила, эсĕ политикăпа кăсăкланатăн, илемлĕх конкурсне хутшăнма епле кăмăл турăн-ха?
- «Чăваш пики» конкурса хутшăнни ăнсăртран пулса тухрĕ. Икĕ уйăх маларах унта хутшăнма сĕнчĕç те, эпĕ нимĕн шухăшламасăрах килĕшрĕм те... манса кайрăм. Конкурс умĕн виçĕ эрне маларах шăнкăравларĕç те: «Хатĕр-и?» - тесе ыйтрĕç. Эпĕ, паллах, хатĕр марччĕ. «Конкурса Палтай ялĕнчи урăх хĕр хутшăнмаллаччĕ, анчах вăл килĕшмен», - тесе пĕлтерчĕ манпа калаçакан çын. Çав килĕшмен хĕрĕ вара шăпах эпĕ пулнăччĕ те. Мĕн тăвас - хальхинче килĕшрĕм. Тÿрех калатăп, конкурс умĕнхи виçĕ эрне пĕр сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак вăхăтра шăпах политика конференцине хатĕрленсе хутшăнмаллаччĕ, шăллăм та авланчĕ. Çавăнпа конкурс пуличчен эрне маларах эпĕ йĕркеллĕ çывăрман та. Тĕлĕкре те ташлаттăм, юрлаттăм, конференцире трибуна умĕнче калаçаттăм.
- Конкурсра эсĕ Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăка вуларăн. Ăна суйлани мĕнпе çыхăннă?
- Пĕчĕк чухнех эпĕ артист пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн культура институтне кĕме ыйтса та çыртăм. «Нарспи» поэмăри пĕр сыпăка тăрăшса хатĕрлерĕм. Анчах та экзаменсенчен питĕ хăранипе института каймарăм. Вара пачах урăх енпе вĕренме кĕтĕм. Пурнăç çак поэма патнех илсе çитерчĕ. Анне, Вера Ивановна, çапла каларĕ: «Пурнăç епле çаврăнсан та - ăçта çитмелли патне çитрĕнех». Çапла пулчĕ те. Анне строительство фирминче тĕп бухгалтерта, атте, Сергей Валерианович, строительте тăрăшаççĕ. Манăн тата шăллăмпа йăмăк пур. Çемьере артистсем çук.
Конкурса хатĕрленнĕ чух питĕ йывăр пулчĕ. Чăн та, ниçта та каймăп пуль тенĕччĕ. Чунтан ывăнаттăм. Ирхи саккăртан каçхи пиллĕкчен ĕçре тăрăшатăп, унтан культура çуртне - «Надежда» ташă ушкăнне репетицие чупатăп. Ăна Надежда Якимова хореограф ертсе пырать.
- Киле сĕм-çĕрле çеç çитетĕн. Çывăх çыннусем валли вăхăт юлать-и?
- Эпĕ икĕ ача амăшĕ. Киле çитсен апат пĕçеретĕп, пÿлĕмсене тирпейлетĕп. Асли, хĕрĕм, 6 çулта, кĕçĕнни, ывăлăм, 2-ре кăна-ха. Шел, мăшăрăмпа уйрăлма тиврĕ. Пĕр-пĕрне паллами те пулнă тесе ан шутлăр: эпир унпа чи лайăх туссем. Вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать. Пурнăç çапла, нимĕн те тăваймăн, мĕнле пур - çапла пурăнатпăр. Мана ачасене парнеленĕшĕн тата эпĕ паянхи кун çапла вăйлă пулнишĕн Çемье уявĕнче ăна тав сăмахĕ те каларăм.
- Санăн пурнăçу çăмăлах мар иккен, йывăрлăхсене мĕнле парăнтаратăн?
- Эпĕ шăпа çырнине пăхмасăр çиле хирĕç утатăп. Çак конкурса хатĕрленнĕ чух тăвансемпе лайăх юлташсем çумра пулни питĕ пулăшрĕ. Репетицисем ирттерме зала аренда илтĕмĕр. «Нарспи» поэма сыпăкне илемлĕ вулама мана ЧР халăх артисчĕ Иван Иванов тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников вĕрентрĕç. Тата тепĕр çывăх юлташ (ятне асăнмăп, вăл паллă çын) çумра пулни те пулăшрĕ. Манăн пултарулăха шанса-ĕненсе: «Атя, малалла!» - тесе хавхалантарса пычĕ вăл. Хăйĕн хÿттине илчĕ. Унăн шанăçĕ хама та куçрĕ, çирĕплĕх пачĕ. Халĕ аса илетĕп те хатĕрленÿ тапхăрне, манăн туссем конкурс пирки хамран та ытларах хумханчĕç тесе калас килет. Презентаци сăмахĕсене вара асатте - Валерий Муравьев - çырса пачĕ.
- Тĕлĕнмелле, ăслăх конкурсĕнче сана шăпах, хăвăн хушаматупа пĕр килекен ыйту лекрĕ. Эсĕ ăна тÿрех хуравлама пултартăн.
- Мана «Кăткăсем хăçан çунатланаççĕ?» ыйту лекрĕ. Эпĕ тахçан хамăн хушамата тĕпченĕччĕ, ку темăпа реферат та çырнăччĕ. Çавăн чухне кăткăсен пурнăçĕ пирки те нумай вуланăччĕ. Çавăнпа та ыйтăва тÿрех хуравларăм. Пурнăçра мĕн туни пĕтĕмпех кирлĕ иккен.
- Сцена çине тухсан сан ăшунта мĕн пулса иртнине питĕ пĕлес килет.
- Сцена çине тухас умĕн питĕ пăлхантăм, мана çывăх çыннăмсем шаннине аса илтĕм. Сцена çинче калаçма хăнăхнă пулин те унта тухсан чи малтан аннен хăраса кайнă куçĕсене куртăм. Пĕр хушă урайне пăталаса лартнăн туйрăм хама. Анне ытла хытă ан пăшăрхантăр тесе хама алла илтĕм. Ыйту-хурав конкурсĕ хыççăн пăлханма пăрахрăм.
Паллашу пайĕнче мана пулăшма килнĕ «Надежда» ташă ушкăнĕ хăйне евĕр импровизаци кăтартрĕ: малтан аннене сăнарлакан артист тухрĕ, унтан - пĕчĕк хĕрача мана вылярĕ. Вĕсен ролĕсем вĕçленсен тин халăх умне «эпĕ çитĕнсе çитсе» тухрăм. Визиткăра Етĕрне районĕнче пурăнма лайăххи çинчен, унта паллă çынсем нумаййине каласа патăм, чăваш чĕлхине манма юраманнине асăрхаттартăм. Кайран вара ташă ушкăнĕпе çаврăнса ташларăм.
Конкурс валли тумтир вăхăтлăх арендăларăм. Çак кун Петр Садовниковăн хăйĕн концерчĕ пулнă пулин те вăл мана хавхалантарма килни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Конкурсра Нарспи чунне уçса памалла манăн. Петр Садовников вара çапла пиллерĕ: «Сăнара кĕр, çынсем пуррине манса кай. Эсĕ вăрманта çÿрекен Нарспи...»
Чăн та, сцена çине тухсан Нарспи сăнарне кĕтĕм, çынсене те курмарăм... микрофон çуккине те асăрхамарăм. Урайне лартăм та - атте-аннепе тата Турăпа сăмахларăм. Унтан ура çине тăрса залалла пăхса калаçрăм та калаçрăм... Хурлăхлă кĕвĕ илтĕнсе тăчĕ çак хушăра. Ухсай ячĕллĕ кермен пысăк пулни те чăрмантармарĕ, манăн сăмахсене кашниех илтрĕ пуль тетĕп. Çак вăхăтра никама курмарăм та, илтмерĕм те, хам ăшри туйăмсемпе мĕн калас тенине каларăм. Çĕре ÿксен ташă ушкăнĕнчи хĕрсем мана çĕклерĕç те - ура çине тăтăм.
Монолога вĕçлесен кăна тăна кĕтĕм. Микрофон патне пытăм та: «Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэми халăх асĕнчен нихăçан каймĕ. Ăна яланах вулăр», - тесе каларăм. Кулиса хыçĕнче мана Надя аппа пулăшса тăчĕ. Çи-пуçа Елена парикмахер тирпейлерĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лăпкă пулчĕ.
Конкурссем вĕçленсен кашнине парнесем панине куртăм - эпĕ кăна парнесемсĕр те дипломсемсĕр тăратăп. Çакна кура вара хам çĕнтернине ăнлантăм. Пĕтĕм кĕлеткепе чĕтреме пуçларăм, куçăм та ман кăмăла итлемерĕ - куççуль шăпăртатрĕ. Нимĕн те калаймарăм, пуç тайма кăна ăс çитертĕм. Саламланă вăхăтра аннене çеç сăнарăм, унпа ыталанса часрах сăнÿкерĕнес килчĕ. «Ăçта манăн анне?» - ыйтатăп хам çынсенчен. Пуç арпашăнсах кайрĕ темелле. Мероприяти вĕçленсен аран лăпланса çитрĕм. Çывăх юлташăма: «Манăн апат çиес килет», - терĕм... Ăс-тăна, чуна çăмăлланма пулăшать кăштах астивсе илни.
- «Чăваш пики» статуспа еплерех вăрантăн тепĕр кун?
- Чиперех - нимĕн те пулман пекех. Эпĕ хама нихăçан та хитре, илемлĕ тесе шухăшламан. Сăпайлă та сапăр тытатăп хама. Çавăнпа та малти вырăна йышăннине чи малтанах ĕненме те йывăр пулчĕ. Анчах та 100 проценчĕпех хамра мĕн пуррине «пăрса кăлартăм» теме пултаратăп. Юлташсем те: «Люда, эсĕ çак ята тивĕç!» - тесе хавхалантарчĕç. «Çăлтăрланса» чирлесе каясси пирки сăмах та çук. Эпĕ яланхи пекех сăпайлă çын.
Пурте мана мĕн парнелени çинчен ыйтаççĕ. Анчах та маншăн конкурса хутшăнни хăй парне пек пулса тăчĕ. Эпĕ пултаратăп иккен! Халĕ хама хам шанма, ĕненме пуçларăм. Чăнласах тăрăшсан пĕтĕмпех тума пулать, ку сăмахсене тахçанах вуланăччĕ, халĕ ĕнтĕ хам тĕрĕслесе пăхрăм. Аттепе анне, тăвансем пурри маншăн пысăк савăнăç.
- Людмила, эсĕ 24 çулта кăна пулин те икĕ ача амăшĕ. Ачасене мĕнле воспитани паратăн?
- Хам пирки ытла çепĕç анне тесе калаймăп. Ачасене хăйсен лайăх тата япăх енĕсене пĕлме вĕрентетĕп. Хĕрĕм хатĕрленÿ класне вĕренме çÿрет. Уроксене тумасан ăна çапла калатăп: «Хĕрĕм, урок тумасан мана мар, сана лекет. Çавăнпа пурнăçра хăвăншăн явап тытма вĕрен». Кĕçĕнни 2 çулта пулин те - хулиган. Амăшĕн чи малтанах ачисене юратмалла, воспитани мелĕсене юрату çинче никĕслемелле. Эпĕ çапла тăватăп та. Мăшăрпа уйрăлни те мана вăйлăрах пулма вĕрентрĕ.
Эпĕ декрет вăхăтĕнче Етĕрнере тамада пулса юбилейсене, туйсене, уявсене ертсе пыма пуçларăм. Хăй вăхăтĕнче Культура институтне вĕренме кĕмерĕм пулин те пурнăç мана хăех «артист» туса тăратрĕ.
Мăшăрпа уйрăлсан асанне мана çапла каларĕ: «Люда, ан хăра. Пурнăçра тем те пулать. Сăра курки те пĕр кайнă вырăнах çаврăнса çитет... Пурнăçра та тепĕр çынна мĕн туни каялла çаврăнса çитет». Мĕнле тĕрĕс сăмахсем.
«Самант» вулаканĕсене те пурнăçра хăйсем пек пулма сĕнетĕп. Пикесем-чиперккесем, ятарласа начарланма, диета тытма кирлĕ мар. Хамăра юратмалла, мĕнле пур, çапла йышăнмалла. Пурнăçри йывăрлăхсенчен те хăрамалла мар. Йывăрлăхсем вĕсем хамăра лайăхрах, вăйлăрах пулма вĕрентеççĕ.
- Людмила, конкурс каçĕ мĕнле вĕçленнине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ. Ăмăрту кунĕ мĕнле пуçланчĕ вара?
- Конкурс кунне ирхине тăрсанах эпĕ чиркĕве кайрăм. Турра кĕлтурăм, манпа яланах пĕрле пулнăшăн, пулăшса пынăшăн тав турăм. Чăн та, йывăр чухне те, лайăх чухне те Турă яланах манпа пĕрле...
Алена ТИМКОВА
Комментировать