ТАЛĂКРИ ВИÇЕ - 1,5 СТАКАН

28 Янв, 2015

Хĕллепе çуркунне шур çырли /клюква/ алă айĕнчех пулсан вырăнлă. Вăл сывлăха йĕркере тытса тăма, чирлесен хăвăртрах сывалма пулăшать.

Грипран, вирус инфекцийĕсенчен хÿтĕленме шур çырли ытларах çимелле. Вăл - иммунитета çирĕплетекен С витамин çăлкуçĕ.

Çамрăклăха, илеме нумай вăхăта упарса хăварма та çак çырла кирлĕ. Унра ватлăх юхăмне вăрахлатакан, ÿте паха витĕм кÿрекен антиоксидантсем чылай.

Шăк хăмпи шыçсан /цистит/ та шур çырли паха. Унра шăк çулĕсенче бактерисене тытăнса тăма чăрмантаракан, шыçасран хÿтĕлекен уйрăм япаласем пур.

  • Шур çырлине çутçанталăк антибиотикĕ теççĕ, унпа сипленсен дисбактериоз та пуçланмасть. Шур çырли морсĕ, пыл хушнă сĕткенĕ пысăк температурăна чакараççĕ, организмран шлаксемпе чир микробĕсене кăлараççĕ.
  • Ĕçре хытă ывăнатăр-и, вăй-хал чакнине туятăр-и? Шур çырлин коктейльне е тин юхтарнă сĕткенне ĕçмелле. Фитотерапевтсем çирĕплетнĕ тăрăх - çутçанталăк энерготоникĕ пулнă май шур çырли хăвăрт вăй кĕртет.
  • Чĕре лайăх ĕçлетĕр тесен те час-часах шур çырлинчен хатĕрленĕ десерт çимелле. Вăл холестерин ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, юн чăмаккаланасран хÿтĕлет, юн тымарĕсене çирĕплетет.
  • Юлашки вăхăтри ăслăлăх тĕпчевĕсем çирĕплетсе панă тăрăх - шур çырлинчи кверцитин усал шыçăсен аталанăвне чарса лартма пултарать.
  • Нумай пулмасть Тайвань ăсчахĕсем шур çырлинче герпес вирусĕн витĕмне вăйсăрлатакан уйрăм япаласем тупса палăртнă. Çав вăхăтрах вĕсем организма наркăмăшлă витĕм те кÿмеççĕ.
  • Шур çырлин пирĕн организма пĕр кунра кирлĕ виçи - 1,5 стакан тин юхтарнă сĕткен е шăнтнă çырла.

Асăрханăр: хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе е хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптрасан шур çырли çимесен лайăхрах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.