Сăр - хăрушлăхра!

28 Янв, 2015

Илемлĕ юханшыв пулăсăр юлма пултарать

Пулăçсем çуллен январь-март уйăхĕсенче Сăр юпписенче - Ургара, Вылра, Пьянăра, Хура юханшывра - вун-вун тонна пулă тытса çутçанталăк пуянлăхне палăрмаллах катертнине «Хыпарăн» 2013 çул пуçламăшĕнчи номерĕнче çырса кăтартнăччĕ.

Çак ыйту халĕ те патшалăх органĕсен, общественноçăн кун йĕркинче: Ургапа Вылра биологи ырлăхне пĕр шелсĕр пĕтереççĕ. Вĕсен шыва хÿтĕлемелли çыранĕпе 200 метра тăсăлакан лаптăкне çĕр-çĕр автомашина хăвараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн унта техника хатĕрĕ лартма юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманшăн нумай водителе 3-5-шер пин тенкĕлĕх штрафласа административлă майпа айăпланă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пăр çине машинăпа кĕрсе инкеке лекет. Январĕн 11-мĕшĕ тĕлне 4-шĕ шыва кайнă. Юрать-ха, ларса пынисем техника хатĕрĕнчен айккине сиксе вилĕмрен çăлăннă. Шыва хÿтĕлемелли лаптăкра машинăпа çÿренĕшĕн, унта лартса хăварнăшăн штрафласан та Ургапа Вылри пулла сахалрах тытмашкăн ÿкĕте кĕртеймĕн. Çынсем пурпĕр çăмăллăн ыр курма талпăнаççĕ.

Çав юханшывсенче хĕлле мĕншĕн кĕске авăрлă вăлтапа пулă вăйлă кĕрет-ха? Çуллен январь пуçламăшĕнче пăрлă Сăрта кислород сахалланса юлать. Çавна пула хÿреллĕ чĕрчун аптрать, кислород ытларах çĕрте - Ургара, Вылра, Пьянăра, Хура юханшывра - йышлăн пуçтарăнать. Пушă вăхăта пăр çинче вăлта тытса ирттерме кăмăллакансем çакна кĕтсех тăраççĕ.

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем 2013 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче - 1000 ытла автомашинăпа 2000 ытла, 2015 çула кĕтсе илнĕ хыççăн пĕр кунра çеç 1000 яхăн пулăçа /Чăваш Енрен, Мари Элрен, Чулхула, Киров, Мускав облаçĕсенчен/ шута илнĕ. Кун каçа кашни 2 кг пулă тытсан та вăтамран 2000 кг яхăн - виçĕ уйăхра 18 пин т - катăлать. Анчах куллен вакран 2-шер мар, 10-шар кг таран кăлараççĕ. Тăкак самаях. ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ çтерлĕке, сайра тĕл пулакан ытти пулла тытаççĕ.

Анчах вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн нумай тытни йĕркене пăсни мар. Унта куллен 1 е 2 кг пулăпа çеç усă курма юрать темен. Биопуянлăха хÿтĕлекен инспекторсем патшалăха сăтăр кÿме епле чармаллине пĕлмеççĕ. 5, 10 кг е ытларах тытнăшăн пулăçсене айăплаймаççĕ.

Çутçанталăк пурлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшакансем тăкак калăпăшне пĕчĕклеттересшĕн. ЧР Пулă хуçалăхĕн канашĕ 2013 çулхи февраль уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинетĕнчен Атăл-Каспин шыв бассейнĕнче пулă тытмалли йĕркене улшăну кĕртес сĕнÿпе РФ Ялхуçалăх министерствине çыру çырнă. Пирĕн правительство ку сĕнĕве çийĕнчех унта çитернĕ. Ăна йышăнса январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен Хура юханшыв Сăрпа пĕрлешнĕ тĕлтен пуçласа Засурье ялĕ тата Выл Сăрпа юпленнĕ вырăнтан тытăнса Кĕçĕн Чураш ялĕ патне çитиччен, Урган республикăри тăрăхĕнче, Хура юханшыв, Выл тата Урга пырĕсенчен 500 м çÿлти тата çавăн чухлĕ аялти тăршшĕнче пулă тытма чармаллаччĕ. Чулхула облаçĕн правительстви те министерствăран Ургара, Пьянăра, Медянăра январьте-мартра пулă тытмашкăн чарма ыйтнă. Анчах вăл ыйтăва татса памарĕ.

- Чăваш Ен ку сĕнĕве РФ Пулă тытассине йĕркелекен агентствин Вăта Атăл территори управленине /вăл Самарта вырнаçнă/ çитерчĕ, - пĕлтерчĕ ЧР чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен, унпа усă курассине йĕркелекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков. - Çав юханшывсенче январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен пулă тытмашкăн чарма ыйтатпăр.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.