Тупма пулăшăр
ЧР ШĔМĕ Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕн территорийĕнче хĕрарăмсем тĕлĕшпе хулиганла ĕçсем тунă арçынна шырать.
Январĕн 19-мĕшĕнче ирхине 5 сехет хыççăн Кăкшăм урамĕнче, каярахпа И.Яковлев проспектĕнче тупса палăртман арçын виçĕ хĕрарăм тĕлĕшпе хулиганла ĕç тунă. Вăл хĕрарăмсене мăйран е пилĕкрен яра-яра тытнă, чуптума хăтланнă. Хăй нимĕн те каламан.
Арçын паллисем: пăхма 45-50 çулсенче, 157-160 см çÿллĕш, типшĕмрех кĕлеткеллĕ. Куç харшисем хура, куçĕсем пысăк, пичĕ çаврака. Пилĕк таран, резинкăллă çутă симĕс курткăпа, çыхнă хура калпакпа, хура шăлаварпа, хура пушмакпа пулнă. Уйрăм паллă та пур - питне чăрмаланă.
ЧР Шалти ĕçсен министерстви çак çын пирки пĕлекенсене 24-09-88, 24-09-79 е 02 /кĕсье телефонĕпе - 020/ номерсемпе шăнкăравлама сĕнет.